Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Олонхо эпосӗ – 20 çул ЮНЕСКО шедеврӗ

Иртнӗ эрнере Хусанти Камал театрӗнче Саха-Якут Республикинчен олонхо наци эпосӗн кунӗ иртрӗ

 

 Кăнтăрла Олонхо театрӗн Степанида Борисова Николай Абрамовăн «Уолумарпа Айгыр удаганкăсем» олонхо тăрăх лартнă «Удаганки» спектакльне кăтартрӗç. Каçхине республикăри виçӗ театр – Олонхо, чи çамрăкки, Наци ташшин театрӗ тата çитес çул 120 çул тултаракан П.А.Ойунский ячӗллӗ академи театрӗ – постановки халăх историне каласа паракан олонхопа çыхăнчӗ.

Çак кунах «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцие виçӗ театр ертӳçисм: С.А. Зверев-Кыыл Уол ячӗллӗ ташă театрӗн ертӳçи Саргылана Борисова, П.А.Ойунский ячӗллӗ Саха академи театрӗн Пётр Макаров тата 2008 çулта йӗркеленнӗ Олонхо театр ертӳçи Андрей Борисов, Саха-Якут Республикин культура  тата ăс-хакăл министрӗ Афанасий Ноев пулчӗç. Кулленхи ӗçӗ-хӗлӗ çинчн те, наци уявӗсем çинчен те каласа пачӗç. Кăçал Олонхо сăмах вӗççӗн ламран-лама куçакан халăх эпосне ЮНЕСКО пурлăх мар, ăс-хакăл шедеврӗ пек йышăннăранпа 20 çул çитнӗ. Малтанах ку савăнăçлă пулăма кашни çул кӗркунне палăртнă, каярахпа эрне паллă тунă, темиçе çул ӗнтӗ уйăхшар палăртма тытăннă. Шăп çак вăхăтра пулса иртеççӗ уяв кунӗсем. ЮНЕСКО олонхо эпосне йышăнсанах ятарлă театр уçнă. Степанидăпа Адрей Борисов тăрăшнипе никӗсленӗ ăна. Хусана театр репертуарӗнчи паллă постановкăсенчен пӗрне «Удаганки» (хӗрарăм-шаман) спектакле илсе килнӗ. Ӗçсем аппăшӗпе йăмăкӗ çинчен каласа параççӗ. Удаганкăсем çынсем пек çемьепе пурăнма ӗмӗтленеççӗ. Ӗмӗтленни çитет. Артистсем ку историе пластика мелӗпе, олонхо кӗввисемпе каласа параççӗ. Пăхма кăсăк, итлеме кăмăллă. Куракансем спектакль хыççăн темӗнччен «Браво» кăшкăрса алă çупса тав турӗç.

Саха-Якут театрӗсем хальхинче ятарласа Тутарстана килмен, Атăлçи тăрăхне «Росконцерт», РФ Культура министерстви тӗрев панипе  Марий Элта, Чăваш Енче, Тутарстанра тата Пушкăртстанра гастрольте пулаççӗ. Чăваш Енре СССР халăх артисткине Вера Кузьминана халалласа ирттерекен «Чӗкеç» регионсен шайӗнчи II театр фестивальне П.А.Ойунский ячӗллӗ Саха академи театрӗ те хутшăннă. «Хăлхасăр Велюй» (режссерӗ Р.Тараховский) этнос драми фестивалӗн триумфаторӗ пулса тăнă. «Чи лайăх спектакль» номинацире çӗнтернисӖр пуçне «Чи лайăх сценографи» ( Михаил Егоров), «Иккӗмӗш планри чи лайăх арçын ролӗ» (Герасим Васильев), «Иккӗмӗш планри чи лайăх хӗрарăм ролӗ»( Изабелла Николаева) ятсене те вăлах çӗнсе илнӗ.

Хусанта Олонхо эпосне курнисем Саха театрӗсен сцена çинчи ăсталăхӗ çӳллӗ шайра пулнине, пӗр-пӗринпе килӗштерсе, ăнланса,чаплă ансамбль пек ӗçленине пӗр савăнса, пӗр тӗлӗнсе ларчӗç.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.  .

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр