Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри ял хутлăхӗсене 43 миллион ытла тенкӗлӗх çӗнӗ ял хуçалăх техники параççӗ

Çĕнĕ техникăна республикăн Агрыз, Азнакай, Элкел, Элмет, Менделеевск, Анат Кама, Сарман тата Тукай районĕсенчи 17 ял хутлăхне парӗç.

Тутарстан Республикин закупкăсем тăвассипе патшалăх комитечĕ электронлă аукционсем ирттерни çинчен пĕлтернĕ. Ку аукционсем 2025 çулта грант конкурсĕнче çĕнтернӗ ял хутлăхӗсем валли ял хуçалăх техники туянассипе çыхăннă. Аса илтеретпӗр, конкурса кашни çул «ТР муниципаллă йркеленӳсен канашĕ» ассоциаци ирттерет.

Тăватă хутчен иртнӗ закупка тăрăх, пĕтĕмпе 43,8 миллион ытла тенкĕлӗх 16 «Беларус-82.1» тата тата пӗр «Беларус-422.1» тракторсем туянаççĕ. Асăннă техникăна 2025 çулта кăларнă.

«Ял хутлăхӗсен ял хуçалăх техникин паркне çӗнетни вăл тракторсем туянни кăна мар, яла аталантарассине тата ял çыннисен пурнăç пахалăхне ӳстерессине хывнă инвестици те. Çĕнĕ техника ял хутлăхӗсен территорийӗсене тата çул-йĕр инфраструктурине çулталăкӗпех лайăх пăхса тăма май парĕ», –  тенӗ кун пирки ТР  закупкăсем тăвассипе патшалăх комитечĕн председателĕ Марат Зиатдинов.

Техникăна декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕччен илсе килме палăртнă. ТР муниципаллă йӗркеленӳсен канашĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал грант конкурсне хутшăнма 305 заявка килнĕ, 170 ял хутлăхӗ тата хула евĕрлĕ 3 поселок çĕнтернĕ. Грант пулăшăвĕн пĕтĕмĕшле сумми 347,5 миллион тенкĕпе танлашнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество