Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

2028 çулччен рабочи профессийӗсемпе 1 миллиона яхăн специалист хатӗрлесшӗн

Раççей регионӗсенче кăçал колледжсене 1 миллион та 300 пин çамрăка вӗренме илнӗ. Ятарлă вăтам пӗлӳ паракан учрежденисенчи бюджетлă вырăнсем 68 пине ӳссе 850 пине çитнӗ.

«Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин пирӗн ума задача лартрӗ – 2028 çулччен промышленноçăн тӗрлӗ отраслӗсем валли рабочи профессийӗсемпе 1 миллиона яхăн специалист хатӗрлемелле. Паян эпир шкул пӗтерекенсем вăтам профессиллӗ пӗлӳ системипе рекордлă кăтартусемпе интересленннине куратпăр. Шкул ачисем инженерсен, строительсен, медицина ӗçченӗсен, вӗрентекенсен, ял хуçалăх специалисчӗсен кирлӗлӗхне ăнланаççӗ», – тенӗ РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов.

Кăçал абитуриентсенчен ытларахăшӗ техника специальноçӗсене суйланă. Тӗслӗхрен, программированипе IT-технологисем, машинăсем тăвасси, строительствăпа архитектура... Çавăн пекех медицина ӗçченӗ, кӗçӗн классен вӗрентекенӗ пулас текенсем те нумайăн. Туризмпа хăна çурчӗсен бизнесӗ те интереслентерет ачасене.  

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев