«Кадрсем» наци проекчӗпе Тутарстанра ӗçпе тивӗçтерекен 49 центра юсанӑ
Тутарстанра халӑха ӗçпе тивӗçтерекен центрсене тӗпрен юсаса пӗтернӗ. Программӑна 45 муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн ӗçпе тивӗçтерекен 49 центрӗ кӗнӗ.
«Кадрсем» наци проекчӗн «Ӗç рынокне йӗркелесси» федераллӑ программăпа килӗшӳллӗн, Тутарстанра халӑха ӗçпе тивӗçтерекен центрсене тӗпрен юсаса пӗтернӗ. Программӑна 45 муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн ӗçпе тивӗçтерекен 49 центрӗ кӗнӗ. Строительство ӗçӗсене пурнăçлама 833,5 млн тенкӗ уйăрнă пулнă. Кун пирки ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Объектсенче инженери сечӗсене юсанӑ, пӳлӗмсене шалтан юсаса тирпейленӗ, çӗнӗ оборудованипе тата сӗтел-пуканпа тивӗçтернӗ. Ӗçпе тивӗçтерекен центрсенче граждансемпе ӗçлеме мӗнпур услоивсем туса панă – хӑтлӑ йышăну вырӑнӗсем, цифра пулӑшӑвӗн зонисем, вакансисен интерактивлӑ банкӗ. Ӗçпе килнӗ ашшӗ-амăшне кӗтекен ача-пӑча валли выляма кӗтес туса пани таранччен. Инвалидсем валли те майсем туса панă.
Пӗр сăмахпа, ӗç центрӗсем граждансене паянхи куна тивӗçтерекен пулăшăва илме мӗнпур майсемпе тивӗçтереççӗ.
Унсăр пуçне ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви енӗпе Тутарстанра халӑха социаллӑ пулӑшу парассипе ӗçлекен учрежденисене юсассипе çыхăннă республика программине те пурнӑçа кӗртнӗ. Асӑннӑ программăпа 19 муниципалитетра 148 миллион тенкӗлӗх 31 объекта юсаса çӗнетнӗ.
Сăнӳкерчӗк https://minstroy.tatarstan.ru
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев