Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Константин Малышевăн кӗнеки кун çути курчӗ

«Ачалăхăм» кăларăма çирӗм тăхăр хайлав кӗнӗ. Вӗсенче автор хăйӗн ачалăхне таврăнать, çывăх çыннисене, пӗрле ӳснӗ тантăшӗсене аса илет, чунне хускатнă ӗçсем çинчен каласа парать. Калавсен ярăмне Тăхăрьял тăрăхне сăнланинчен, истори саманчӗсене асăннинчен пуçлать çыравçă. «Камсем пек тăхăрьялсем? Чăваш йăваш та сăпайлă халăх теççӗ. Ку пирӗн çинчен мар пуль. Чӗлхи вичкӗн, кăмăлӗ кăра. Аслисене хисеплессипе çыхăннă йăласем пӗр-пӗр Кавказ халăхне аса илтереççӗ... Кунти халăх ыттисен шухăшӗ çине çаврăнса пăхаканни мар, вăл хăйӗн çулӗпе утать. Хăйӗннисене юратарах парать. Çакнашкал кăмăл-туйăм кунти çынсен чӗрисене ачаранах кӗрсе юлать, çавăнпа вӗсем, тӗнчен кирек мӗнле кӗтесне салансан та, Тăван çӗршывӗпе мăнаçланаççӗ», — тет вăл.

Ачалăх этем кун-çулӗнчи чи савăк вăхăт тесен те йăнăш мар пулӗ. Пӗчӗк чуншăн пӗтӗмпех тӗлӗнмелле те çӗнӗ, асра юлмалла. Çулсем иртнӗçемӗн те ешӗл ӳсӗмри пулăмсем манăçа тухмаççӗ, аса килмессерен е йăл кулă парнелеççӗ, е пӗр хушă тунсăх авăрне туртса кӗреççӗ. Ачалăх çинчен чăваш писателӗсем чылай хайлав шăрçаланă. Трубина Мархвин «Ача чухнехи», Уйăп Мишшин «Ачалăх кунӗсем», Александр Галкинăн «Хаваслă ачасем» кӗнекисене вуламан чăваш сайра-тăр, уйрăмах аслăрах ӳсӗмрисен хушшинче. Юлашки çулсенче, сăмахран, Валентина Тараватăн «Чăн-чăн туслăх», Николай Ишентейӗн «Ыранхи кун вӗçевӗ», Николай Ларионовăн «Микки мыскарисем» кун çути курчӗ. Тин кăна ку çӳлӗке тепӗр кăларăм пуянлатрӗ — Чăваш кӗнеке издательствинче Константин Малышевăн «Ачалăхăмӗ» тухрӗ. Редакторӗ — Ольга Федорова, ӳнерçи — Дмитрий Литаврин. Тиражӗ — 800 экземпляр.


Константин Малышев — Тутарстанра пурăнакан чăваш журналисчӗ, çыравçи, блогерӗ. Вăл 1977 çулхи çу уйăхӗн 18-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнче çуралнă. Тăван ялӗнчи шкулта ăс пухнă, Пăвара çар водительне вӗреннӗ, Хусанти патшалăх педагогика институтӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. Студент çулӗсенчех «Сувар» хаçатра стажер пулнă, унтан корреспондентра (2000), хаçатăн тӗп редакторӗнче (2003 — 2019), хаçат сайчӗн редакторӗнче (2019 — 2023) тимленӗ. Константин Малышев — Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ, кăçалтан — Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗн çумӗ. Унăн малтанхи тӗрленчӗкӗсем «Сувар» хаçатра пичетленнӗ. Константин Анатольевич «Канаш» (Ульяновск), «Урал сасси» (Пелепей), «Хыпар» (Шупашкар) хаçатсемпе те çыхăну тытать.


«Ачалăхăм» кăларăма çирӗм тăхăр хайлав кӗнӗ. Вӗсенче автор хăйӗн ачалăхне таврăнать, çывăх çыннисене, пӗрле ӳснӗ тантăшӗсене аса илет, чунне хускатнă ӗçсем çинчен каласа парать. Калавсен ярăмне Тăхăрьял тăрăхне сăнланинчен, истори саманчӗсене асăннинчен пуçлать çыравçă. «Камсем пек тăхăрьялсем? Чăваш йăваш та сăпайлă халăх теççӗ. Ку пирӗн çинчен мар пуль. Чӗлхи вичкӗн, кăмăлӗ кăра. Аслисене хисеплессипе çыхăннă йăласем пӗр-пӗр Кавказ халăхне аса илтереççӗ... Кунти халăх ыттисен шухăшӗ çине çаврăнса пăхаканни мар, вăл хăйӗн çулӗпе утать. Хăйӗннисене юратарах парать. Çакнашкал кăмăл-туйăм кунти çынсен чӗрисене ачаранах кӗрсе юлать, çавăнпа вӗсем, тӗнчен кирек мӗнле кӗтесне салансан та, Тăван çӗршывӗпе мăнаçланаççӗ», — тет вăл.


Калавсемпе паллашнăçемӗн тимлӗ вулакан çакна хăйех сисме пултарать. Пӗрремӗш асаилӳ çинчен те кăсăклă каласа парать автор. Сăмах май, кашни хайлав пуçламăшӗнчех унăн архивӗнчи сăнӳкерчӗке вырнаçтарнă. Хура-шурă тӗслӗскерсем, вăхăт машини пек, иртнӗлӗхе илсе каяççӗ, сăнарсене куç умне кăларма пулăшаççӗ. Константин Малышевăн ашшӗн «Зенит» фотоаппарат пулнă-мӗн. Шăпах вăл тунă сăнӳкерчӗксем кӗнӗ те ӗнтӗ кӗнекене. «Ачалăха ума кăларма та мана атте тунă сăнӳкерчӗксем пулăшаççӗ», — тет писатель.


Асламăшӗ çинчен тата епле юратса çырать вăл! Ăна пирӗштипе танлаштарать. Пӗрремӗш туйăма тимлӗх уйăрмасăр мӗнле-ха тата? Юрату туйăмӗпе ача садӗнчех çунма пуçланă Константин Малышев савнă хӗрне те аса илет.


Пăрлă шыва чăмни, Чӗмпӗрте çухалса кайни, укçа тупни, унпа купăс илме ӗмӗтленни, лаша утланни, чӗкӗнтӗр çумлани, пулла кайни, поэт пулма тӗв туни, «Артекра» канни... — тем çинчен те юптарса парать автор. Машшук ятлă ӗни çинчен çырнине вара куççульсӗр вулама çук...
Кӗнекере халăх сăмахлăхӗн тӗслӗхӗсем те тӗл пулаççӗ: мунча такмакӗсем («Ачалăхăм»), туй юррисем («Туй чечекӗ»), Сурхури сăввисем («Шуйттан вăййи»), салтак юррисем («Асатте çырăвӗсем»).


«Çак асаилӳсем — ман ачалăхăн кӗске саманчӗсем çеç. Нумайăшне маннă. Кусене те манса кайиччен çырса хурас терӗм. Перестройка хыççăнхи çуклăхпа ирӗклӗх вăхăтӗнче ӳсрӗмӗр эпир. Паянхи кунпа танлаштарма çук», — тет Константин Малышев. Çак тапхăра аса илес текенсемшӗн те, ун çинчен вуласа пӗлес шутлă çамрăксемшӗн те «Ачалăхăм» кӗнеке кăсăклă пулӗ.


Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Архиври сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев