News by date 12 December 2023
-
Тутарстан Республикинче 2024 çулта та шкул ачисене Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче тунă республикăн çитӗнӗвӗсемпе малалла паллаштарӗç
2023 çулта Тутарстан Республики пӗрремӗш хут Пӗтӗм Раççейри «Дороги Победы» çарпа патриотизм программине хутшăннă. Тăван Çӗршывăмăрăн историйӗ пирӗн аслă ăрусен тӗслӗхлӗ паттăрлăхӗн чи çирӗп факчӗ пулса тăрать. Ăна тӗпченӗ май ирӗксӗрех Тăван çӗршывпа мăнаçланма тытăнатăн. Паллах, ун пирки илемлӗ литературăра, истори кӗнекисенче вуламаллах. Енчен те илтнине е вуланине куçпа та курма май килсен вара çав урок ӗмӗрлӗхех асра юлать.
-
Константин Малышевăн кӗнеки кун çути курчӗ
«Ачалăхăм» кăларăма çирӗм тăхăр хайлав кӗнӗ. Вӗсенче автор хăйӗн ачалăхне таврăнать, çывăх çыннисене, пӗрле ӳснӗ тантăшӗсене аса илет, чунне хускатнă ӗçсем çинчен каласа парать. Калавсен ярăмне Тăхăрьял тăрăхне сăнланинчен, истори саманчӗсене асăннинчен пуçлать çыравçă. «Камсем пек тăхăрьялсем? Чăваш йăваш та сăпайлă халăх теççӗ. Ку пирӗн çинчен мар пуль. Чӗлхи вичкӗн, кăмăлӗ кăра. Аслисене хисеплессипе çыхăннă йăласем пӗр-пӗр Кавказ халăхне аса илтереççӗ... Кунти халăх ыттисен шухăшӗ çине çаврăнса пăхаканни мар, вăл хăйӗн çулӗпе утать. Хăйӗннисене юратарах парать. Çакнашкал кăмăл-туйăм кунти çынсен чӗрисене ачаранах кӗрсе юлать, çавăнпа вӗсем, тӗнчен кирек мӗнле кӗтесне салансан та, Тăван çӗршывӗпе мăнаçланаççӗ», — тет вăл.
-
Салтаксем валли Çӗнӗ çул кучченеçӗ
Çӗпрел районӗнчи тӗрлӗ çапăçусене хутшăннă ветерансем контрактпа кайнă салтаксем валли ятарласа Çӗнӗ çул кучченеçӗ хатӗрленӗ. Ыхрапа, пăрăçпа техӗмлетсе тăварланă 12 килограмм сало, 3 литр пыл тата 5 рулон полиэтилен пленки хунă посылкăна гуманитари пулăшăвӗ леçекенсенчен декабрӗн 9-мӗшӗнче парса янă.
-
Метеор çине билета онлайн туянма пулӗ
Шыв-шур транспорчӗ çине билетсене Тутарстанра çуркуннерен онлайн сутма тытăнасшăн. Кун çинчен «ТР флочӗ» компанин генеральнăй директорӗ Роман Лизалин «Аслă Атăл çулӗ» регионсем хушшинчи маршрут проектне халалланă вебинарта пӗлтернӗ.
-
Раççей Федерацийӗн Конституцине йышӑннӑранпа 30 çул
Раштавӑн 12-мӗшӗнче Раççейре çулсерен РФ Конституци кунне паллӑ тӑваççӗ.