Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Метеор çине билета онлайн туянма пулӗ

Шыв-шур транспорчӗ çине билетсене Тутарстанра çуркуннерен онлайн сутма тытăнасшăн. Кун çинчен «ТР флочӗ» компанин генеральнăй директорӗ Роман Лизалин «Аслă Атăл çулӗ» регионсем хушшинчи маршрут проектне халалланă вебинарта пӗлтернӗ.

«Хальхи вăхăтра билетсене онлайн, çав шутра приложени урлă та, сутас ыйтупа ӗçлетпӗр. Потребитель приложение телефон çине уçласа илсе билет туянма пултартăр тесен, ку ӗçе пирӗн çуркуннеччен вӗçлемелле», – тенӗ вăл кун пирки.

Ун сăмахӗсем тăрăх, хальхи вăхăтра компанин сайтне тăвассипе ӗçлеççӗ вӗсем. Малашне билета сайт урлă та туянма пулӗ. Кунсăр пуçне транспорт çинчи вырăна пассажир малтанах суйламалли мелсем пирки шутлаççӗ. автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество