Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Салтаксем валли Çӗнӗ çул кучченеçӗ

Çӗпрел районӗнчи тӗрлӗ çапăçусене хутшăннă ветерансем контрактпа кайнă салтаксем валли ятарласа Çӗнӗ çул кучченеçӗ хатӗрленӗ. Ыхрапа, пăрăçпа техӗмлетсе тăварланă 12 килограмм сало, 3 литр пыл тата 5 рулон полиэтилен пленки хунă посылкăна гуманитари пулăшăвӗ леçекенсенчен декабрӗн 9-мӗшӗнче парса янă.

Ветерансен кучченеçӗ ку эрнере СВОри салтаксем патне çитмелле. Çӗпрел ветеранӗсем салтаксене Çӗнӗ çулпа саламласа пурне те ырă-сывă, Çӗнтерӳпе таврăнма сунаççӗ.

 Аса илтеретпӗр, Çӗпрел районӗнчи ветерансен канашӗн ертӳçи Виктор Петухов нумай пулмасть кăна-ха хăй те СВОна гуманитари пулăшăвӗ леçсе таврăнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество