Константин Прокопьев тăрăшнипе училище уçăлнă
2025 çулхи январӗн 12-мӗшӗнче Челябинск хулинчи «Золотая гора» мемориалта Артемий тата Екатерина Тельцовсем ертсе пыракан чăваш хастарӗсем чечек çыххисем хунă.
Вырăнти таврапӗлӳçӗсен шучӗпе Челябинск облаçӗнчи Курган хулинче контрреволюцилле хирӗçтăрусене хутшăннисене персе пăрахнă. Вӗсен хушшинче Константин Прокопьевич Прокопьев священник та пулнă. Митинга пынисем НКВД хур кӳнисене аса илнӗ.
Реальнăй училищӗне хута яраканӗ, унта Алексий святитель ячӗллӗ килти чиркӗве никӗслекенӗ тата унăн настоятелӗ Константин Прокопьев 1906 çултанпа Челябинскра пурăннă. Вăл хӗрарăмсен гимназийӗнче те вӗрентнӗ.
Константин Прокопьевич Çӗпрел районне кӗрекен Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 1872 çулта çуралнă. Чӗмпӗрти чăваш учителӗсене хатӗрлекен шкулта вӗреннӗ. Хусан император университечӗ çумӗнчи Археологи, истори, этнографи обществин чăн пайташӗ.
Вăл чăвашсен этнографийӗпе çырнă ӗçсен авторӗ пулнă. Пăва уесӗнче пурăнакан чăвашсен XIX ӗмӗр вӗçӗнчи – XX ӗмӗр пуçламăшӗнчи пурнăçӗнчи йăласене – çемье çавăрни, виле пытарни, асăнни тата ыттисене – тӗплӗн çырса кăтартнă. 1904 çул валли «Çулталăк кӗнеки» календарь чăвашла кăларнă. Чăвашсене христиан тӗнне йышăнтарнипе те тӗпчевсем пулнă унăн. Хусан император университечӗн типографийӗнче Константин Прокопьевăн «К истории просвещения инородцев Казанского края в XVIII веке» (1905 çул), «Брак у чуваш» (1903 çул), «Похороны и поминки у чуваш» (1903 çул), «Обряд вхождения в земляные ворота: (из быта чуваш)» (1903 çул) тата ытти ӗçӗсем пичетленсе тухнă.
Вӗрентӳ енӗпе, тӗн ӗçӗпе Челябинск тăрăхне Константин Прокопьевич пысăк тӳпе кӗртнӗ. Реальнăй училищӗне туса лартма çине тăрса калаçусем ирттернӗ. Унăн архитекторӗпе Владимир Николаевич Чаплицпа проекта тӗплӗн сӳтсе явнă. Владимир Николаевич кунччен те вӗренӳ заведенийӗсене тунă çӗре хутшăннă, çавăнпа ӗçе лайăх пӗлнӗ.
Челябинскри реальнăй училищӗн строительстви 1905 – 1907 çулсенче пынă. Вӗренӳ заведенийӗн виççӗмӗш хутӗнче вӗрентекенсен ӗç пӳлӗмӗсем пулнă, çакăнтах килти чиркӳ валли те вырăн тупăннă. Училище картишӗнче архитектор Константин Прокопьева парнелӗх чан çапмалли вырăн лартнă.
1938 çулхи январӗн 12-мӗшӗнче Курганра Константин Прокопьевăн пурнăçне татнă. 1957 çулхи майăн 11-мӗшӗнче архиепископăн, чăваш этнографӗн, вӗрентекенӗн таса ятне тавăрнă.
Николай КАЗАКОВ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев