Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Крешӗнсен Питравӗ 24-мӗш хут иртрӗ

Мамадыш районӗнче крешӗнсен 26 ял. Зюри район центрӗнчен 34 километр çурçӗререх вырнаçнă. Çурçӗр, анăç енчен яла вăрманлă сăртсем сивӗсенчен хӳтӗлеççӗ. Ял çумӗпе юхса иртекен Юкача çырми çывăхӗнчи Тырлау тӳремӗ Питравăн улшăнми вырăнӗ пулса тăнă.  Ял пысăк мар, 2010 çулхи çыравпа 338 çын пурăнать кунта, тӗпрен илсен – крешӗнсем. 

Çурхи ӗçсем вӗçленнӗренпе пуçланнă халăх уявӗсем республикăра иртнӗ шăматкун – июлӗн 16-мӗшӗнче вӗçленчӗç. Мамадыш районӗнчи Зюри ялӗнче крешӗнсен «Питрав» уявӗ вӗçлерӗ çакна.

Ытти халăхсенни пекех, пӗр ăстрăм шăпланнă хыççăн уяв XX ӗмӗр вӗçӗнче çӗнӗрен чӗрӗлсе тăнă. Питрав музейӗнче çырса кăтартнă май сасартăк чӗрӗлсе тăнă теме пулать. Албаево ялӗн халăхӗ тăрăшса вăй хурса ӗçленипе кăмăллă колхоз председателӗ Михаил Никифоров хитре тăхăнса тухса уяв тума сӗннӗ. Ял-йыш хапăлласа йышăннă ун сăмахӗсене. Васкаса килӗсене кайса арчасенчен крешӗнсен тум-юмне туртса кăларнă. Капăр тăхăнса каланă тӗле уява пуçтарăннă. Питӗ кăмăллă юлнă çак мероприятипе, çулталăкран тата пуçтарăнма калаçса татăлнă. Çапла чӗрӗлсе кайнă Питрав. Авалтан пыракан йăлапа ăна июлӗн 12-мӗшӗ тӗлне ирттернӗ. Çулсем иртнӗ май Питрав ирттерме район та хутшăннă, Зюри ялне куçарнă уява. Шел, йăласене тӗпрен тытса пыма çук-тăр, çӗнӗ вăхăт улшăнусем кӗртететех – е канмалли кун тӗлне лекмест, е ытти уявсем маларах черетре. 

Мамадыш районӗнче крешӗнсен 26 ял. Зюри район центрӗнчен 34 километр çурçӗререх вырнаçнă. Çурçӗр, анăç енчен яла вăрманлă сăртсем сивӗсенчен хӳтӗлеççӗ. Ял çумӗпе юхса иртекен Юкача çырми çывăхӗнчи Тырлау тӳремӗ Питравăн улшăнми вырăнӗ пулса тăнă.  Ял пысăк мар, 2010 çулхи çыравпа 338 çын пурăнать кунта, тӗпрен илсен – крешӗнсем. 

Питрав иртекен тӗлте ятарласа çуртсем туса лартнă. Кунсăр пуçне суту-илӳ палаткисем, пӗчӗк-пӗчӗк сценăсем нумай. Ача-пăча валли ӗçлекен площадкăсем те çителӗклех. 

24-мӗш хут иртрӗ кăçал уяв. Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнчен 50 пултурулăх ушкăнӗ хутшăннă унта. Пӗтӗмпе çак кун Зюрире 50 пин çын пулнă тесе калаçаççӗ. Тӗрӗсех-ши? Хамăр шутламан, анчах уяв тӳремӗнче халăх чăнах та йышлăччӗ. Мамадышран крешӗнсен уявне кашни 20 минутра автобус çӳрерӗ, билет хакӗ 70 тенкӗ. Килсе курас текенсем чылайăн пулни куçкӗрет.

Уяв программи

Кашнинчех мӗнле те пулин тематикăпа ирттереççӗ Питрава. Кăçал, тӗслӗхрен, туйпа çыхăннă. Ăна театрализациленӗ хайлавра та кăтартрӗç. Паллашу клубӗ те ӗçлерӗ, паллах, шӳт шайӗнче çеç пулчӗ ку, анчах  кăмăл йăпатмалăх, аса илмелӗх пур. Уяв уçăлнине пӗлтерсе Мамдыш муниципаллă район пуçлăхӗ А.П.Иванов ентешӗсене саламларӗ. Ӗçре палăрнă, наци культурине упрассипе, аталантарассипе пысăк ӗçсем тунă крешӗнсене наградăсем парса тав турӗç.

Яла кӗнӗ çӗрте, ятарлă вырăнта юланутçăсем ăмăртрӗç. Виçӗ категорипе ăмăрту пычӗ: ăратлă утсем (Марий Элтан А.Александров çӗнтерчӗ); хутăшнисем (Пушкăртстанран Р.Вильданов финиша пӗрремӗш çитрӗ) тата Тутар ăрачӗ (Лениногорск районӗнчен Р.Зарипова çӗнтерӳçӗ пулчӗ). 

Мероприятисемпе тăкăс Питрав программинче пӗлтерӗшлӗреххисене, вуншар çул улăштармасăр тытса пыраканнисене асăнар: «Крешӗн чиперӗ» (пирӗн «Уяв пики» манерлӗрех вăл) тата «Питрав паттăрӗ». «Крешӗн чиперӗ» конкурса хутшăнакансен финалӗ иртрӗ çак каç, июнь уйăхӗнче суйлав турӗнчен 12 хӗр иртнӗ. Çак каç тата 8 тӗрӗслев витӗр тухса чи хитри, пултарулли, маттурри «Крешӗн чиперӗ» титула çӗнсе илчӗ, вăл Мамадыш районӗн ятӗнчен хутшăннă Алена Евдокимова пулчӗ. II вырăна Татьяна Ефимова, III вырăна Вероника Степанова çӗнсе илчӗç. Хӗрсем иккӗшӗ те Рыбнослободски районӗнчен. Финала тухнă хӗрсене пӗрне те номинацисӗр, парнесӗр хăвармарӗç. 

Питрав тул çутăличченех пычӗ. 15 сехетре тӳлевсӗр лотерея билечӗсем (çын пуçне пӗр билетран ытла мар) салатрӗç, 00.00 сехетре вылянтараççӗ тесе çырнă билет çине. 10 пин билет салатнă уява килекенсен хушшинче! 

Кашни халăх уявӗнчи пекех Питравра та кӗрешӳçӗсем вăй виçрӗç. Ăмăрту чапӗ инçете саланнă – республикипе, кӳршӗ регионӗсенчен пуçтарăннă паттăрсем. Йăлана кӗнӗ тăрăх çӗнтерӳçӗ паттăра «Крешӗн чиперӗ» ята тивӗçнӗ хӗр парне парать. Хальхинче те çаплах пулчӗ.

Сăмах ал ăстисене

Суту-илӳ тăвакансем пирки уйрăммăн каласа хăварас килет. Тырлау тӳремӗнче вӗсем йышлăн, тӗрлӗ-тӗрлӗ тавар алăра. Юлашки вăхăтра йăлана кӗнӗ çыхнă теттесем те нумайччӗ. Çынсем маларах туяннă курăнать хăйсене кирлӗ теттесене, вӗсемпе интересленекенсемех çук. Йывăçран касса кăларакан ăстаçăсен ӗçӗсем интереслӗ. Хăйсем те тӗрлӗ вырăнтан, çакна кура пулӗ, япалисем те питӗ уйрăлса тăраççӗ. Челябинск облаçӗнчен килнӗ Юрий Деняев ывăлӗпе Владимирпа ăсталанă эрешлӗ кашăксем, кил-çурта илем кӳме тунă кӗлеткесем, савăт-сапа ытарма çук илӗртеççӗ хăйсем патне. Хурăн хуппинчен тата мӗн кăна туман?! Деняевсем Питравра пӗрремӗш хут, Тутарстанра халиччен те пулнă, Елабугăри ярмăрккăсене, фестивальсене хутшăннă. Елабуга районӗнчи Сергей Манин йывăçран теттесем ăсталать. Вӗсене салатса пазл пек пуçтарма пулать тата кăмăла каякан тӗссемпе сăрласа илемлетме юрать. Ачана çӗнӗ теттепе йăпатма кăна мар, пултарулăхне уçма та пулăшать. Сергей Николаевича мăшăрӗ Надежда Александровна пулăшать. Мамадыш районӗнчи Сарбаш Пустошь ялӗнчи йывăç ăсти Рифат Назипов ӗçӗсем те тӗлӗнмелле хăйне евӗрлӗ. Нихăçан курман шахмат кӗлеткисем е тата умра выртакан сӗрме купăс тӗлӗнмелле ӗлккен пӗчӗк шкап пулса каять. Кашни япали тӗлӗнмелле ăсталăхпа тавçăрулăха пӗрлештерет.

Таврари улăх-çаранра ӳсекен чечек-курăкран ӗлӗкрен чей хатӗрленӗ. Юлашки çулсенче çакă уйрăмах анлă сарăлнă. Питравра курăк чейӗ сутакансем пурччӗ Вӗсенчен пӗринпе – Елабуга районӗнчи Александр Карповпа паллашрăмăр. Вăл кунта та хӗрлӗхен курăкӗнчен (иван-чай) чей хатӗрлетчӗ: курăка ятарлă ывăс çинче йăвалантарса çулçăсене çавăрттараççӗ иккен. Çакăн хыççăн банкăна хурса ăшă вырăнта талăк тытаççӗ (кăна типӗ çанталăкра тумалла, çумăрлă кунсенче силоса çаврăнать). Талăкран типме сараççӗ.

Питравăн кăçалхи уйрăмлăхӗ – флайбордистсен шоу-программи. Шыв çийӗн сывлăша çӗкленекен спортсменсем ачасемшӗн çеç мар, аслисемшӗн те питӗ кăсăк пулчӗç. Кăнтăрла кăна мар, çӗрле те ятарлă çутатакан костюмсем тăхăнса шоу кăтартрӗç халăха. Çурçӗр иртсен тавралăха фейерверк илемлӗн çутатни те Питрав уявлакансен чӗрине савăнăçпа тултарчӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздники 2022 Год культурного наследия народов России