News by date 23 July 2022
-
Крешӗнсен Питравӗ 24-мӗш хут иртрӗ
Мамадыш районӗнче крешӗнсен 26 ял. Зюри район центрӗнчен 34 километр çурçӗререх вырнаçнă. Çурçӗр, анăç енчен яла вăрманлă сăртсем сивӗсенчен хӳтӗлеççӗ. Ял çумӗпе юхса иртекен Юкача çырми çывăхӗнчи Тырлау тӳремӗ Питравăн улшăнми вырăнӗ пулса тăнă. Ял пысăк мар, 2010 çулхи çыравпа 338 çын пурăнать кунта, тӗпрен илсен – крешӗнсем.
-
Уявра «Чăваш шкулӗ» ӗçлерӗ
Сиктӗрме-Хусанкайра иртнӗ Уява Чăваш наци конгресӗ çумӗнчи Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен регионсен хушшинчи ассоциацийӗн тата Вӗренӳ комитечӗн пайташӗсем хастар хутшăнчӗç. Вӗсене Хусанкай тата Чăваш Пăрнай шкулӗсен ачисемпе ăс-хакăл вăййи ирттерме ятарласа «Чăваш шкулӗ» çурт лартса панă. Чăваш чӗлхине вӗрентекенсем шкул картишӗнче Чăваш Ен историне лайăхрах пӗлес, мухтавлă тăван халăхăн паллă çыннисемпе паллашас тата ваттисен сăмахӗсен пӗлтерӗшне ăнланас, тупмалли юмахсен тупсăмне тавçăрас тӗллевпе ачасемпе ăс-хакăл вăййи йӗркелерӗç. Вӗрентекенсем вăййа тăватă станцире ирттерчӗç.
-
Цифровизаци çулталăкӗ: 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче Тутарстан порталне 88 çӗнӗ услуга хушăннă, тепӗр 92-шне çулталăк вӗçлениччен хута ярӗç
Тутарстан цифра çине куçассине ӗнер-паян кăна пуçăнман. Регион лидерӗн Р. Миннихановăн хушăвӗпе 2022 çула Цифровизаци çулталăкӗ тесе йышăнни ӗçе тата хăвăртлатрӗ. Çитӗнӳсем курăмлă, цифра трансформацийӗ енӗпе РФ субъекчӗсен хушшинче иккӗмӗш вырăнта эпир. Июлӗн 20-мӗшӗнче «Татар-информ» агентствăра иртнӗ черетлӗ пресс-конференцире ТР цифра аталанăвӗн министрӗ Айрат Хайруллин пӗрремӗш çур çула пӗтӗмлетсе иккӗмӗш çур çула палăртнă планпа паллаштарчӗ.