Уявра «Чăваш шкулӗ» ӗçлерӗ
Сиктӗрме-Хусанкайра иртнӗ Уява Чăваш наци конгресӗ çумӗнчи Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен регионсен хушшинчи ассоциацийӗн тата Вӗренӳ комитечӗн пайташӗсем хастар хутшăнчӗç. Вӗсене Хусанкай тата Чăваш Пăрнай шкулӗсен ачисемпе ăс-хакăл вăййи ирттерме ятарласа «Чăваш шкулӗ» çурт лартса панă. Чăваш чӗлхине вӗрентекенсем шкул картишӗнче Чăваш Ен историне лайăхрах пӗлес, мухтавлă тăван халăхăн паллă çыннисемпе паллашас тата ваттисен сăмахӗсен пӗлтерӗшне ăнланас, тупмалли юмахсен тупсăмне тавçăрас тӗллевпе ачасемпе ăс-хакăл вăййи йӗркелерӗç. Вӗрентекенсем вăййа тăватă станцире ирттерчӗç.
Утă уйăхӗн 10-мӗшӗнче Тутарстанри Элкел районӗн Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче Уяв кӗрлесе иртрӗ. Ăна кăçал Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалларӗç. Тӗрлӗ халăх çыннисем хăйсен тумӗпе пыни Уява сăн кӗртрӗ.
Ял çумӗнчи илемлӗ лапамра архитектурăпа этнографи туристсен комплексӗнче Çӗнӗ Сăвар хулин крепоçне, авалхи чăвашсен пурнăçӗпе, йăли-йӗркипе паллаштаракан кил-çурт хуçалăхӗсем, шыв тата çил арманӗ, ытти çуртсемпе хуралтăсем туса лартнă. Кунтах СССР 100 çул тултарнине халалланă паркра вырнаçтарнă «Восток» ракета кӳлепи аякранах курăнса ларать. Çакăн пек караппа пирӗн ентеш Андриян Николаев тӗнче уçлăхне хăпарнă.
Чаплă уява Чăваш наци конгресӗ çумӗнчи Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен регионсен хушшинчи ассоциацийӗн тата Вӗренӳ комитечӗн пайташӗсем хастар хутшăнчӗç. Вӗсене Хусанкай тата Чăваш Пăрнай шкулӗсен ачисемпе ăс-хакăл вăййи ирттерме ятарласа «Чăваш шкулӗ» çурт лартса панă. Чăваш чӗлхине вӗрентекенсем шкул картишӗнче Чăваш Ен историне лайăхрах пӗлес, мухтавлă тăван халăхăн паллă çыннисемпе паллашас тата ваттисен сăмахӗсен пӗлтерӗшне ăнланас, тупмалли юмахсен тупсăмне тавçăрас тӗллевпе ачасемпе ăс-хакăл вăййи йӗркелерӗç. Вӗрентекенсем вăййа тăватă станцире ирттерчӗç.
Хусанкайпа Чăваш Пăрнай шкулӗсен вăтам класӗсенче вӗренекенсем кашни станцири ӗçсене ушкăнпа пурнăçларӗç. «Чăваш Ен» чарăнура вӗсем çирӗм пӗр пая пайланă Чăваш Республикин карттине пуçтарчӗç, «Чаплă ентешсем» станцире сăнӳкерчӗксем тăрăх пирӗн халăхăн мухтавлă та паллă çыннисене палласа илме, кашнин пирки кӗскен те пулин каласа пама пултарчӗç. «Сăмах кушелӗ» станцире вара чăваш чӗлхин вăрттăнлăхӗсене уçса пама тупмалли юмахсемпе тупсăмӗсене шӗкӗлчерӗç, ваттисен сăмахӗсен пӗлтерӗшӗсене уçăмлатрӗç.
Пултарулăх ăмăртăвӗсене ирттерекенсем ачасене пулăшса пычӗç, вӗсене хавхалантарса ытларах чăвашла калаçтарма тăрăшрӗç. Çав вăхăтрах учительсем вӗренекенсене тăван чӗлхе илемне туйса илме пулăшрӗç.
Вӗренекенсем ăмăртусене хаваспах хутшăнчӗç, кирлӗ пӗлӳ илме ăнтăлчӗç. Çакă вӗсен пултарулăхне аталантарма, тавракурăмне анлăлатма, ăс-тăнне çивӗчлеме чылай май пачӗ.
Ăс-хакăл вăййисене хутшăннă ачасене Чăваш наци конгресӗн Тав хучӗпе, кӗнекесемпе тата парнесемпе чысларăмăр. Шупашкар хулин Г.Н.Волков ячӗллӗ 62-мӗш шкулăн чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ Нина Егорова Хусанкай шкулӗн музейне хăй аллипе тӗрленӗ чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкайăн портретне парнелерӗ. Аслă ăру поэчӗсем Хусанкайпа Волков туслă пулни çинчен каларӗ вăл.
Хусанкай тата Чăваш Пăрнай шкулӗсенче вӗренекенсемшӗн тăван культурăпа çыхăнтарса йӗркеленӗ пултарулăх вăййи усăллă пулчӗ. Вăл вӗсене çӗннине пӗлме пулăшрӗ тата шкул вӗренӗвӗнче пухнă пӗлӗве çирӗплетсе хăварма май пачӗ.
«Чăваш шкулӗнче» ачасемпе ăс-хакăл вăййи ирттернӗ Вӗренӳ комитечӗпе Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен регионсен хушшинчи ассоциацийӗн пайташӗсене – Ю.Е.Анисимовăна, Л.Н.Клементьевăна, Е.М.Михайловăна, Л.А.Алексеевăна, Л.В.Анисимовăна, В.А.Фоминана, А.В.Егоровăна, З.М.Михайловăна, В.М.Михайлова, Н.И.Егоровăна, Л.Н.Даниловăна, А.П.Игнатьевăна, Н.В.Александровăна, А.М.Степанова, И.А.Диаровăна – тав тăватăп, малашне те чăваш чӗлхипе, тăван литературăпа тата тăван ен культурипе пултарулăх ăмăртăвӗсене ирттерме ырлăх-сывлăх сунатăп.
Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен регионсен хушшинчи ассоциацийӗн председателӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев