Цифровизаци çулталăкӗ: 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче Тутарстан порталне 88 çӗнӗ услуга хушăннă, тепӗр 92-шне çулталăк вӗçлениччен хута ярӗç
Тутарстан цифра çине куçассине ӗнер-паян кăна пуçăнман. Регион лидерӗн Р. Миннихановăн хушăвӗпе 2022 çула Цифровизаци çулталăкӗ тесе йышăнни ӗçе тата хăвăртлатрӗ. Çитӗнӳсем курăмлă, цифра трансформацийӗ енӗпе РФ субъекчӗсен хушшинче иккӗмӗш вырăнта эпир. Июлӗн 20-мӗшӗнче «Татар-информ» агентствăра иртнӗ черетлӗ пресс-конференцире ТР цифра аталанăвӗн министрӗ Айрат Хайруллин пӗрремӗш çур çула пӗтӗмлетсе иккӗмӗш çур çула палăртнă планпа паллаштарчӗ.
Айрат Хайруллин сăмахӗсем тăрăх, цифра çине куçман пӗр министерствăпа ведомство та çук пирӗн. Цифровизаци çулталăкӗн ятарлă планне вӗсем кашни хатӗрленӗ. Мӗнле пурнăçланине Рустам Нургалиевич кашни шăматкун хăй итлесе тимлӗхре тытать. Коронавирус пандемийӗ цифровизацие аталантармалли хистев пулнине те палăртрӗ министр. Дистанцилле майпа ӗçлесси мӗн иккенне шкул ачинчен пуçласа асли таранах туйрăмăр.
Учительсене 24000 ноутбук
Телее, пысăк хăвăртлăхлă интернет хуласенче кăна мар, ялсене те çитнӗ. Паянхи кун тӗлне Тутарстанри çуртсен 82 процентне интернет кӗнӗ, ку вăл пӗтӗмпе 1 миллион та 137 пин пользователь. Çавăнпа интернет халӗ çӗнӗлӗх мар, унпа усă куракан социаллă ушкăнсем нумай, çитменнине тӗрлӗ çултисем. Шăпах çавăнпа 2022 çулăн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – ялпа хула хушшинчи цифра уйрăмлăхне пӗтересси, урăхла каласан, 100 çынран ытларах пурăнакан тата 1336 яла 3G тата 4G пысăк хăвăртлăхлă интернет кӗртмелле. Кун валли çулталăк вӗçлениччен 61 ялта тӗп станци лартӗç, сотовăй çыхăнăвăн 379 станцине, шкулсенче Wi-Fi оборудованине çӗнетӗç тата видеосăнав лартӗç. Вӗрентекенсен ноутбукӗсене çӗннисемпе улăштарма та программа йышăннă. Ăна Ак Барс банкпа ICL компани пулăшнипе пӗтӗмпе 24 пин çӗнӗ ноутбук туяннă. 12 пинӗшне шкулсене валеçнӗ те.
Çӗнӗ почта
Çӗнӗлӗхсем нумай пулаççӗ кăçал. Вӗсенчен пӗри – республикăри 15 почта уйрăмне юсаса çӗнетесси (тепӗр çулсенчи планра – 200). Сăмах май, малашне вӗсем электронлă хут ӗçӗсене те илсе пырӗç. Иккӗмӗшӗ тата пӗлтерӗшлӗреххи – Хусан территорийӗнче Раççейӗн пӗрремӗш бонд складне (таможня статусӗллӗ склад) вырнаçтарасшăн. Кун валли Тутарстанăн лайăх инфраструктури, вăйлă логистики пур. Айрат Хайруллин бонд склачӗ Хусан аэропорчӗн территорийӗнче вырнаçасса, кăçалах ӗçлесе каясса пӗлтерчӗ. Çапла майпа «Раççей Почти» тавара ют çӗршыври интернет-лавккасенчен кӳрсе кунта вырнаçтарӗ. Бонд склачӗсем хамăрăн çуккипе Раççейре интернетри суту-илӳ аталанайман-мӗн. Таможня пошлинине вара унчченхи пек чикӗ урлă каçнă чух мар, тавара туяннă хыççăн кăна тӳлемелле капла, кирлӗ пулман тавара ют çӗршыва каялла çăмăллăнах тавăрма та пулать.
Хакерсем 212 пин хут тапăннă
Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа пирӗн республикăри предприятисемпе организацисем çине те хакерсем нумай тапăннă. Май уйăхӗнче кăна 212 пин атакăна (ку вăл апрель уйăхӗнчен 40 хут нумайрах) сирме пултарнă. «Предприятисен ӗçне чартармалла мар пирӗн. Июнӗн 3-мӗшӗнчен ТР Министрсен Кабинечӗ киберхăрушсăрлăх оперативлă штабӗн йышне официаллă майпа çирӗплетрӗ», – терӗ кун пирки Айрат Хайруллин. Хальхи вăхăтра штаб республикăн 72 предприятине киберхăрушсăрлăхпа тивӗçтерессипе ӗçлет.
Черет йышăнмалла мар
Электронлă услугăсен шучӗ халӗ те пӗчӗкех мар-ха Тутарстан порталӗнче. 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче вӗсен йышне 88 çӗнӗ услуга хушăннă, тепӗр 92-шне çулталăк вӗçлениччен хута ярӗç. Кăçал кăна патшалăх услугисен порталӗ урлă пурӗ 72730 электронлă заявлени тăратнă, вӗсенчен 30 пинӗ ачана пӗрремӗш класа ярассипе çыхăнни пулнине палăртрӗ министр. Ӳлӗмрен ачине ку е вăл шкула пӗрремӗш класа ярас тесе ашшӗ-амăшӗ талăкӗ-талăкӗпе черетре тăмасть.
Кăçал çаплах «Я – школьник», «Я строю», «Мои субсидии», «Локоло» сервиссене малалла аталантарӗç. Кунсăр пуçне пуçласа «Карта жителя Республики Татарстан» (чиплă пластик картта, ячӗ-шывӗ, СНИЛС номерӗ, сăнӳкерчӗк, электронлă алă пусни, тӳлев, социаллă приложенисем) проекта хута яма хатӗрленеççӗ. Кун пек проект хальлӗхе Раççейре çук-ха. Кунсăр пуçне тутарстансем Патшалăх услугисемпе «ВКонтакте» социаллă сеть платформи çинчех усă курмалла тăвасшăн.
Штрих-кодлă сулă
Çитес вăхăтра Хусанти республика клиника больницинче те çӗнӗлӗхсем пулассине пӗлтерчӗ министр. Кунта лекнӗ пациентсене цифра платформипе çыхăнтарнă ятарлă штрих-кодлă сулă пама пуçлаççӗ. Ун тăрăх пациентăн пӗтӗм чир историне, маларах мӗнле тата мӗн чухлӗ эмел, мӗнле процедура çырса панине, пациента мӗн юраманнине, анализӗсене – йăлт пăхма пулать. Ку вара тухтăрсен ӗçне çăмăллатнипе пӗрлех тӗрӗс диагнозпа сиплев палăртма пулăшӗ. Каярах çак сулла медицина сестри те сканерласа мӗнле тата мӗн чухлӗ эмел памаллине пӗлӗ.
ИТ-специалистăн ӗç укçи нефтяникăнни пек
Тутарстансен пирӗн цифровизаци çулталăкӗпе туллин усă курса юлма май пур. «Цифра профессийӗ» проектри 100 курса хуть кам та иртсе ăсталăха ӳстерме е тата тупăшлăрах ӗçе куçма пултарать. Республикăра ИТ-специалистсем çителӗксӗррипе çӗнӗ кадрсем хатӗрлес тӗллевпе йӗркеленӗ ăна. Шкул ачисемпе студентсем валли ятарласа «Лето знаний» тӳлевсӗр контент та ӗçлет. Ачасем унта хăйсем тӗллӗн ППЭне, ОГЭне, олимпиадăсене хатӗрленме пултараççӗ.
Çӗнӗ ИТ-парк
Цифровизаци çулталăкӗ пулнăран республикăра кăçал тӗрлӗ шайри 114 мероприяти палăртнă. Вӗсенчен пӗр пайӗ иртнӗ те ӗнтӗ. Рунет, Радио кунӗсене, Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа ача-пăча ИТ-паркӗнче иртнӗ мероприятисене пин-пин çын, çитменнине ачасемпе ашшӗ-амăшӗсем, хутшăнасса кӗтмен те иккен йӗркелӳçӗсем. Эппин, Тутарстан халăхне цифровизаци теми интереслӗ, ку вара савăнтарать. ИТ-технологисемпе интересленекен çамрăксем валли ятарласа мероприятисен ярăмнех хатӗрленӗ. Вӗсенчен пӗрне – «Легко об ИТ» паблик-тока çӗр ытла çамрăк хутшăннă, тепӗр 95 пинӗшӗ пăхнă иккен.
Паян, июлӗн 23-мӗшӗнче, Хусанти «Урам» экстрим-паркра «Цифровиада» спортпа кану ИТ-фестивалӗ пулать. Августăн 30-мӗшӗнче Хусан варринче, унчченхи «Спартак» атă-пушмак фабрики пулнă вырăнта, Башир Рамеев ячӗллӗ çӗнӗ ИТ-парк уçăлать. Август-сентябрь уйăхӗсенче программистсемпе аналитиксен Kazan Digital Legends Пӗтӗм Раççейри онлайн-хакатон ăмăртăвӗсем, сентябрӗн 21-24-мӗшӗсенче Kazan Digital Week халăхсен хушшинчи форум, сентябрӗн 25-мӗшӗнче ИТ-паркра киберспорт енӗпе ТР Президенчӗн кубокӗшӗн «Киберпарк» ăмăртăвӗ (парне фончӗ 3,5 миллион тенкӗ) иртеççӗ. Пӗр сăмахпа, цифровизаци Тутарстанра сулмаклăн аталанать, ИТ-специалистсем чи кирлӗ професси шутӗнче, мӗншӗн тесен малашлăх вӗсен аллинче.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев