Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кун пек операцие халĕ Хусанта та тăваççĕ

Хальхи саманари наука аталанăвӗ тата çӗнӗ технологисем пулăшнипе унччен сыватма май çук чирсенчен те сыватаççӗ чирлисене. Акă, тӗслӗхрен, Хусанти Республикăн клиника больницинче нумай пулмасть тӗлӗнмелле операци тунă — çивӗч панкреатитпа аптракан пациента çӗнӗ методикăпа усă курса ӳте касмасăрах пулăшу панă: пӗчӗк шăтăк урлах чирлин вилнӗ ӳтне касса илнӗ. Çак технологи кунашкал чирпе чирлекенсен хушшинчи вилеслӗхе икӗ хут чакарма май парать. «Татар-информ» ИА çӗнӗ методика пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлнӗ.

Анат Кама районӗнче пурăнакан Рамис Валишинăн кăçалхи майăн 3-мӗшӗнче хырăмӗ вăйлă ыратса кайнă. Хăй каланă тăрăх, çакăн пек хытă нихăçан та нимӗн те ыратман унăн. Ыратсан та больницăна кайма васкаман-ха арçын, чăтнă. Çапах та тепӗр кун хӗрӗ ашшӗне васкавлă пулăшу чӗнсе илсе больницăна ăсатнах. 
Тухтăрсем пăхнă хыççăн Рамисăн çивӗч панкреатит — хырăмлăх ай парӗсем шыçни — пулни палăрнă. Пациента малтан реанимаци уйрăмне вырттарса операци тунă — трубкăсем лартнă. Операци хыççăн пӗрлехи палатăна куçарнă. 

Тухтăрсем ăнлантарнă тăрăх, хырăмлăх ай парӗсем шыçсан УЗИ пулăшнипе сăнаса тăрса хырăма дренаж лартаççӗ. Çакă хырăмлăх ай парӗсенчи токсинсене организм тулашне чăрмавсăр тухма кирлӗ. Специалистсем каланă тăрăх, çӗршыври больницăсенчен нумайăшӗнче сиплев çакăнпа вӗçленет.

Кирлӗ процедурăсене тунă хыççăн Рамис Валишин хăйне аванрах туйма пуçланă. Хăйне тата та лайăхрах туйма пуçличчен вырăнти больницăрах выртнă вăл. Вăхăт çитсен дренажа илнӗ те пациента килне янă. Анчах Рамис хăйне каллех аванах мар туйма пуçланă, вăл хырăмӗ темиçе çӗрте шыçма тытăннине асăрхасан каллех больницăна пулăшу ыйтма кайнă. Ку хутӗнче тухтăрсем чир тата шала кайнине палăртнă, диагноз — панкреонекроз. Ку вара хырăмлăх ай парӗсем çӗрме пуçланине пӗлтерет. Рамиса васкаса Республикăн клиника больницине Хусана ăсатнă. 

Асăннă больницăра çулталăкра вăтамран çак проблемăпа килнӗ 35 пациента операци тăваççӗ, панкреатитпа вара 190 яхăн çын пулăшу ыйтса пырать. 
«Шыçнă ӳтӗн лаптăкӗ пысăк пулсан ăна дренаж лартнă шăтăк урлă кăна касса илме çук, çавăнпа та уçă операци — лапаротоми — тăваççӗ кун пек чух. Ку вара тата кăткăслăхсем кăларса тăратать. Çавна пула пациент вилме те пултарать», — тесе ăнлантарать Республикăн клиника больницин тӗп врачӗн çумӗ Р. Зефиров. 

Диагностикăпа сиплевӗн рентгенпа хирурги уйрăмӗн заведующийӗ И. Ахметов ăнлантарнă тăрăх, унччен таçта шалта вырнаçнă çӗре çитес тесе хырăма касма тивнӗ. Çакă токсинсене хырăм тăрăх тата та анлăрах сарнă çеç. Чирлӗ çыннăн ахаль те япăх сывлăхне тата та япăхлатнă ку. Статистика кăтартăвӗсемпе, паян çӗршыври больницăсенче панкреонекрозран уçă операци тунине пула чир тата шала кайнăран пациентсенчен 25 проценчӗ пурнăçран уйрăлать. 

Çак лару-тăрăва лайăхлатас тӗлӗшпе РКБра 2018 çултанпах ӗçлеме пуçланă. Асăннă чиртен сыватассинче тухтăрсен ушкăнӗ утăм хыççăн утăм сывату принципӗсене улăштарнă. Ку ӗçе больницăри тухтăрсен çур коллективӗ таран, çавăн пекех районсенчи тӗп больницăсен специалисчӗсем те хутшăннă. Сиплев ăнăçлăхӗ чире май килнӗ таран маларах сиплеме пуçланинчен те килет, паллах. РКБ тухтăрӗсен пациентсене сыватас тесе çӗнӗлле операци тума вӗренме тивнӗ. 

«Хамăр клиникăра эпир пуçласа çӗнӗ методикăпа операци тума пуçларăмăр. Çакна Мускаври ӗçтешӗмӗрсем пулăшнипе пурнăçларăмăр. Халь эпир пӗчӗк дренажсем урлă канала эндоскоппа кӗрсе хырăмлăх ай парӗсен тӗртӗмӗ мӗн чухлӗ юрăхсăра тухнине куçпах курма пултаратпăр. Тепӗр инструментпа вилнӗ клеткăсене касса илетпӗр, юна юхма чаратпăр», — ăнлантарать Р. Зефиров. 

Кунашкал операцисене VARD (видеоэндоскопическая ретроперитонеальная некрсеквестрэктомия) теççӗ. Çак меслет пулăшнипе пациентсем асăннă чирпе чăнахах та икӗ хут сахалрах вилме пуçланă. Кун пек майпа операци туни пациента сахалрах ырату кӳрет, хăвăртрах сывалма пулăшать. 

Республикăн клиника больницине лекни Р. Валишина вилӗмрен çăлса хăварнă. Малтан ăна çӗнӗ меслетпе усă курса сулахай енчи вилнӗ тӗртӗмӗсене касса илнӗ, тепӗр икӗ кунтан — сылтăмрине. Кашни операци пӗр сехете яхăн çеç тăсăлнă. Хăй каланă тăрăх, арçын операцинчен пӗрре те хăраман. «Хама мӗнле майпа операци туни çинчен каласа парсан хытă тӗлӗнтӗм. Халь операцирен ӳт çинче пӗчӗк шăтăксем кăна юлнă ӗнтӗ. Питӗ маттур тухтăрсем! Хирургсем те, медсестрасем те питӗ кăмăллă çынсем», — тет Рамис. 

Операци хыççăн арçын часрах сывалса мая кайма тивӗç, вара вăл кулленхи пурнăçпа пурăнма пуçлӗ. 

Тухтăрсем хальлӗхе пациент хăйне еплерех туйнине тимлӗ сăнаççӗ-ха. Çывăх вăхăтра больницăран кăларма шутлаççӗ. Арçыннăн, паллах, хăвăртрах килне таврăнасси килет. Çывăх çыннисем ăна тӗрев параççӗ, шăнкăравласах тăраççӗ. Килӗнче аслашшӗ-кукашшӗне ултă мăнукӗ чăтăмсăррăн кӗтет. Ӗçтешӗсем те Рамиса кӗтеççӗ — унсăр ӗç пыманнине, опытлă водитель питӗ кирлине систереççӗ. «Халӗ ӗнтӗ сывлăх çине урăхларах — тимлӗрех — пăхатăп. Çӗнӗ пурнăç пуçланчӗ маншăн», — тет телейлӗ пациент. 

Мӗнле чир-ха вăл панкреатит? Унпа чирлес мар тесен мӗн тумалла? Республикăн клиника больницин тӗп врачӗн çумӗ Р. Зефиров ăнлантарнă тăрăх, ку питӗ хаяр чир, шел пулин те, унран вилекенсен шучӗ пысăк. Хырăм ыратма пуçларӗ, ӳт температури хăпарчӗ пулсан пӗр тăхтаса тăмасăрах тухтăрсенчен пулăшу ыйтма васкамалла. Вăхăтра пулăшу ыйтманни пакреонекроз патне илсе çитерме пултарать. Ку вара тата хăрушăрах. 

Телее, Республикăн клиника больницинче ӗçлекен тухтăрсем çак чирсемпе чирлекенсене пулăшма çӗнӗ меслетпе операци тума вӗреннӗ (унччен çакнашкал операцисене Мускавра кăна тунă). Эппин пациентсен сывалас шанăç пысăк халь. 

Панкреатит ан пултăр тесен чи малтанах тӗрӗс апатланмалла, эрех-сăрапа иртӗхмелле мар, пирус туртмалла мар, спортпа туслă пулмалла тата çулсерен диспансеризаци иртсе сывлăха тӗрӗслесех тăмалла. Çапла сӗнеççӗ РКБ тухтăрӗсем. 

Хамăр корр. 
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане