News by date 10 August 2024
-
Кун пек операцие халĕ Хусанта та тăваççĕ
Хальхи саманари наука аталанăвӗ тата çӗнӗ технологисем пулăшнипе унччен сыватма май çук чирсенчен те сыватаççӗ чирлисене. Акă, тӗслӗхрен, Хусанти Республикăн клиника больницинче нумай пулмасть тӗлӗнмелле операци тунă — çивӗч панкреатитпа аптракан пациента çӗнӗ методикăпа усă курса ӳте касмасăрах пулăшу панă: пӗчӗк шăтăк урлах чирлин вилнӗ ӳтне касса илнӗ. Çак технологи кунашкал чирпе чирлекенсен хушшинчи вилеслӗхе икӗ хут чакарма май парать. «Татар-информ» ИА çӗнӗ методика пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлнӗ.
-
Çӗнтерӳçӗсене кĕркунне палăртаççĕ
Пӗтӗм Раççейри IX наукăпа тӗпчев ӗçӗсен конкурсне пурӗ 3 пин ытла заявка панă, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерстви. Аслă шкулта вӗренекен, ăслăлăх организацийӗнче тăрăшакан 450 ытла студентпа аспирант хăйсен авторла проекчӗсене тăратнă унта.
-
Çĕнтерӳ кубокĕ Çĕнĕ Йĕлмелĕнче юлчĕ
Ăна ятарлă çар операцине хутшăнса 2022 çулхи май уйăхӗнче пуç хунă 26 çулти ентеше Андрей Владимирович Годунова халалласа Сывлăш десант çарӗсен кунӗ тӗлне йӗркеленӗ.