Квитанцие редакцие ярса пама манмарăр-и?
«Сувар» хаçат редакцийӗ 2025 çулăн пӗрремӗш çур çулне хаçат çырăннисен хушшинче акци ирттерни пирки аса илтеретпӗр.Тӗп парне – аэрогриль! Çавăн пекех чăвашла кӗнекесем, ытти хаклă парнесем те нумай пулаççӗ. Квитанцисене январӗн 25-мӗшӗччен йышăнатпăр.
Хаçата 2025 çулăн 1-мӗш çур çулне (6 уйăхран кая мар) çырăнтăр пулсан квитанцие (е унăн копине) suvar@mail.ru электронлă адреспа е редакцин +79179076881 телефон номерӗ çине Ватсап урлă ярса памалла. Хăвăрăн тулли ятăра (хушамат, ят, аçăр ячӗ), адресăра тата телефон номерне çырса яма ан манăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев