News by date 23 January 2025
-
Республикăра 49 çамрăк çын хваттерлӗ пулнă
Конкурса хутшăнассин тӗп условийӗсенчен пӗри – пӗр çын пуçне пурăнмалли лаптăк 18 тăваткал метртан сахаларх пулни. Çӗнтерес пулсан суйланă хваттершӗн ун пӗтӗмӗшле хакӗнчен 10 процентне тӳлемелле.
-
Квитанцие редакцие ярса пама манмарăр-и?
«Сувар» хаçат редакцийӗ 2025 çулăн пӗрремӗш çур çулне хаçат çырăннисен хушшинче акци ирттерни пирки аса илтеретпӗр.Тӗп парне – аэрогриль! Çавăн пекех чăвашла кӗнекесем, ытти хаклă парнесем те нумай пулаççӗ. Квитанцисене январӗн 25-мӗшӗччен йышăнатпăр.
-
Çывăх вăхăтра Хура тинӗсе мазутран тасатма республикăран 30 волонтер каяççӗ
Тутарстанран Хура тинӗс хӗррине 30 волонтер кайнине, вӗсем хушшинче Хусанти Н.Э.Бауман ячӗллӗ патшалăх ветеринари академийӗн студенчӗсем пулнине Студент кунне халалланă пресс-конференцире ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков пӗлтернӗ.
-
Тутарстанри Аграри университечӗ пуринчен малтан студентсем валли ятарлă площадка хатӗрленӗ
Площадка çамрăксемшӗн пӗр-пӗринпе хутшăнмалли вырăн пулнисӗр пуçне аслă шкулăн обществăлла пурнăçне те явăçма пулăшӗ», – тенӗ ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков.
-
Тутарстанра контракт çыракансене парăнакан тӳлеве 2 миллион та 800 пин тенкӗ таран ӳстернӗ
РФ Оборона министерствипе контракт тăвакансене республикăра пӗр хутчен пурăнакан тӳлеве 2 миллион та 800 пин таран ӳстернӗ. Ку сумма виçӗ пайран тăрать: 2,1 миллион тенкӗ – Тутарстан Республикинчен, 400 пин тенкӗ – РФ Оборона министерствинчен тата 300 пин тенкӗ таран – муниципалитетсенчен. Ятарлă çар операцинхутшăнакансем кашни уйăхра 210 пин тенкӗ илсе тăраççӗ.
-
Хусанти котролерсем автобуссенче тӳлевсӗр ярăнакансене хирӗç рейда тухаççӗ
Хусанти автобуссенче тӳлевсӗр ярăнма юратакансен малашне ку йăлана пăрахмах тивет, мӗншӗн тесен «мулкачсене» хирӗç рейдсем пуçланаççӗ. Тӗрӗслевсем кондукторсăр системăпа ӗçлекен 62, 72, 75-мӗш номерлӗ автобуссенчен пуçланаççӗ, урăх маршрутсем те хӗрринче юлмӗç.
-
Тепӗр хӗрарăм ултавçӑсен аллине лекнӗ
Пӗкелмере пурăнакан пенсионерка интернетра укçа инвестицилесси çинчен калакан рекламăна курсан хăйӗн капиталне ӳстерме шутланă. Ӑна Виктория ятлӑ хӗрача шăнкăравланă, укçа мӗнле ӗçлесе илмеллине каласа панă. Вăл пенсионеркӑн телефоне çине тӗрлӗ программӑсем вырнаçтарма пулӑшнă, унпа темиçе кун хушши видеоçыхăнура пулнă.
-
«Алексеевски – Элмет» çул февраль вӗçӗнчен тӳлевлӗ пулать!
ТР Транспортпа çул-йӗр хуçалăхӗн министерстви «Автострада» АО хыпарӗ çине таянса пӗлтернӗ тăрăх, «Алексеевски – Элмет» çӗнӗ çулпа çӳренӗшӗн 2025 çулхи февраль уйăхӗн вӗçӗнчен тӳлеттерме тытăнаççӗ, хăш кунран пуçланасси хальлӗхе паллă мар-ха, каярах пӗлтерӗç.
-
Çанталăк сивӗтсен шкул расписанине улшӑнусем кӗртме пултараççӗ
Синоптиксем çитес кунсенче сывлӑш температури -28 градус таран анма пултарнине пӗлтереççӗ. Шартлама сивӗре Тутарстанри шкулсенче уроксене ирттерме чарма пултараççӗ.
-
Севастопольте чăваш ӳнерçин ӳкерчӗкӗсен куравӗ уçăлнă
Январӗн 22-мӗшӗнче Крым Республикинчи Севастополь хулинче Станислав Вороновăн ӳкерчӗкӗсен куравӗ уçăлнă.