Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çывăх вăхăтра Хура тинӗсе мазутран тасатма республикăран 30 волонтер каяççӗ

Тутарстанран Хура тинӗс хӗррине 30 волонтер кайнине, вӗсем хушшинче Хусанти Н.Э.Бауман ячӗллӗ патшалăх ветеринари академийӗн студенчӗсем пулнине Студент кунне халалланă пресс-конференцире ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков пӗлтернӗ.

«Çитес эрнере ТР Раисӗ Рустам Минниханов пулӑшнипе Тутарстанран 30 волонтер Хура тинӗс хӗррине каять. Вӗсен хушшинче чӗрчунсемпе вӗçен кайӑксене пулӑшма каякан ветеринари академийӗн студенчӗсем те пур», – каланӑ Ринат Садыков.

Аса илтеретпӗр, декабрь уйӑхӗнче Керчь проливӗнче икӗ танкер арканнӑ, вӗсенчи мазут тинӗсе юхса тухса шыва тата çырана вараланӑ.

Тутарстанра волонтерство «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗн шайӗнче пурнӑçланать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: экология волонтерство Ринат Садыков