Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тепӗр хӗрарăм ултавçӑсен аллине лекнӗ

Пӗкелмере пурăнакан пенсионерка интернетра укçа инвестицилесси çинчен калакан рекламăна курсан хăйӗн капиталне ӳстерме шутланă. Ӑна Виктория ятлӑ хӗрача шăнкăравланă, укçа мӗнле ӗçлесе илмеллине каласа панă. Вăл пенсионеркӑн телефоне çине тӗрлӗ программӑсем вырнаçтарма пулӑшнă, унпа темиçе кун хушши видеоçыхăнура пулнă.

Тӗрлӗ суммăсемпе асӑннӑ счет çине хӗрарăм пурӗ пӗр миллион тенкӗ укçа куçарнă. Хăй ӗçлесе илнӗ процентсене кăларма шутласан, ӑна страховкăпа комисси (пурӗ 300 пин тенкӗ) тӳлемеллине пӗлтернӗ. Улталанине ӑнланса илсен, пенсионерка полицие кайнӑ.

Республикăра финанс пирамидисенчен шар куракан пӗрремӗш çын мар пулсан та хӗрарăм укçасăр тăрса юлнă. Асра тытмалла, ултавçӑсем тӗрлӗ майсемпе усӑ кураççӗ – пысăк процентлă вкладсем сӗнме пултараççӗ, укҫа-тенкӗ управленийӗнче пулăшу пама тата тупӑш илессе шантараççӗ.

Мошенниксен аллине лекес мар тесен, асӑрхануллӑ пулмалла, ытла илӗртӳллӗ сӗнӗве шанмалла мар. Компани е сӗнӳ пирки иккӗленетӗр пулсан, финанс эксперчӗ е юрист патне консультацие каймалла. Вӗсем сире теветкеллӗхе хаклама тата тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӗç.

Сăнӳкерчӗк «Татар-инфром» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество мошенники