Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти котролерсем автобуссенче тӳлевсӗр ярăнакансене хирӗç рейда тухаççӗ

Хусанти автобуссенче тӳлевсӗр ярăнма юратакансен малашне ку йăлана пăрахмах тивет, мӗншӗн тесен «мулкачсене» хирӗç рейдсем пуçланаççӗ. Тӗрӗслевсем кондукторсăр системăпа ӗçлекен 62, 72, 75-мӗш номерлӗ автобуссенчен пуçланаççӗ, урăх маршрутсем те хӗрринче юлмӗç.

Çакăн пек мерăсем йышăнма халăха обществăлла транспортпа турттаракан компанисем тупăша самай çухатни хистенӗ. «ПАТП № 2» МУП хăйӗн Telegram-каналӗнче пӗлтернӗ тăрăх, рейдсем хуть мӗнле кунра, вăхăтра иртме пултараççӗ.

Контролерсем хальхинче хăйсем кăна мар, полици сотрудникӗсемпе çӳреççӗ. Автобуссене кӗрсе пассажир тӳленипе тӳлеменнине ятарлă хатӗрсемпе тӗрӗслӗç вӗсем. Транспорт, социаллă е банк карттине çак хатӗр çине хурсан «тӳленӗ» тесе çырни тухрӗ-тӗр, пассажир патне ыйтусем çук. Тӳлевсӗр ярăнакан пассажир çакланчӗ-тӗк, докуменчӗсене тӗрӗслесе полици сотрудникӗ акт çырса копине парать. Çумра докуменчӗ çуккисене вăл кам тата ăçтан пулнине палăртма полици уйрăмне илсе каяççӗ.

Аса илтеретпӗр, обществăлла транспортпа тӳлевсӗр çӳренӗшӗн штрафсен сумми çӗнӗ çултан ӳснӗ. Унччен вăл 300 тенкӗ пулнă-тăк, халӗ – 2500 . Штрафа акт çырнă хыççăн 60 кунра тӳлесе ӗлкӗрмелле, унсăрăн сумма икӗ хут ӳсет, парăма суд приставӗсем шыраса илеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество