Çанталăк сивӗтсен шкул расписанине улшӑнусем кӗртме пултараççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çанталăк сивӗтсен шкул расписанине улшӑнусем кӗртме пултараççӗ

Синоптиксем çитес кунсенче сывлӑш температури -28 градус таран анма пултарнине пӗлтереççӗ. Шартлама сивӗре Тутарстанри шкулсенче уроксене ирттерме чарма пултараççӗ.

Термометр кӑтартӑвӗсене пӑхмасӑрах, республикăри шкулсемпе педагогика коллективӗсем пурте унчченхи йӗркепе ӗçленине пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби. Çула çитмен ачасене килте хăварма май çук пулсан, шкулсенче вӗсене сывлăш  температури кирек мӗнле пулсан та йышӑнаççӗ. Ачасемпе педагогсем пулаççӗ, вӗсене вӗри апатпа тивӗçтереççӗ. Ача килте юлать пулсан, ашшӗ-амӑшӗн класс ертӳçине кун çинчен пӗлтермелле.

ТР Вӗрентӳпе наука министерстви аса илтернӗ тăрăх сывлăш температури:

- 23 градус пулсан ялти шкулсенче кӗçӗн классенче;

- 25 градус – хулари шкулсенче кӗçӗн классенче тата ялти шкулсенче 5-9 классенче;

- 27 градус – хулари шкулсенче 5-9 классенче;

- 30 градус – ялти шкулсенче 10-11 классенче;

- 32 градус – хулари шкулсенче 10-11 классенче вӗренекенсем шкула каймасса пултараççӗ.

Хӗлле уçӑ сывлӑшра физкультура урокӗ ирттерес тесен те санитари нормисемпе правилисене пăхăнмалла:

Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.


Образование образовательные учреждения

Нет комментариев