Тутарстанри Аграри университечӗ пуринчен малтан студентсем валли ятарлă площадка хатӗрленӗ
Площадка çамрăксемшӗн пӗр-пӗринпе хутшăнмалли вырăн пулнисӗр пуçне аслă шкулăн обществăлла пурнăçне те явăçма пулăшӗ», – тенӗ ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков.
Хусан патшалăх аграри университетӗнче Росмолодежь организацийӗпе унăн партнерӗсен продукчӗсемпе пурне те пӗр тан усă курма май туса парас тӗллевпе «Студ.Пространство» уçăлнине пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби. Студентсем валли ятарлă уçлăхсем йӗркелени «Молодежь и дети» наци проектне тивӗçтерет. Мӗн-ха вăл? Ку вӗренекенсене студентсен пурнăçне хăнăхма, вӗсен хушшине кӗме пулăшакан площадка. Унсăр пуçне вӗренекенсем аслă шкулта мӗнле конкурссем пурри çинчен, тест иртсе мӗнле сферăра ӗçлеме пултарнине пӗлме тата харпăр идейăсене пурнăçа кӗртме пултараççӗ.
«Хусанти аграри университечӗ Росмолодежăн «Студ.Пространство» проектне хутшăннă Тутарстанăн пӗрремӗш аслă шкулӗ пулчӗ. Студентсене кирлӗ майсем туса панисӗр пуçне вӗсемпе мӗнле усă курмаллине ăнланмалла каласа, кăтартса пани те кирлӗ. Площадка çамрăксемшӗн пӗр-пӗринпе хутшăнмалли вырăн пулнисӗр пуçне аслă шкулăн обществăлла пурнăçне те явăçма пулăшӗ», – тенӗ ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков.
Студентсен уçлăхӗ 100 тăваткал метр вырăн йышăнакан трансформациленме (улшăнма) пултаракан уçă тӗрлӗ функциллӗ зал. Концепцине кура вăл темиçе пайран тăрать – вӗренӳ, кану, мероприятисем ирттермелли тата апатлану вырăнӗсем. Çывăх вăхăтра гардероб тата япаласене управа хăвармалли вырăн та пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев