Севастопольте чăваш ӳнерçин ӳкерчӗкӗсен куравӗ уçăлнă
Январӗн 22-мӗшӗнче Крым Республикинчи Севастополь хулинче Станислав Вороновăн ӳкерчӗкӗсен куравӗ уçăлнă.
Станислав Воронов Чăваш Енри Элӗк районӗнчи Тури Хурасан ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хусан патшалăх университечӗн юридици факультетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. Афганистан вăрçине хутшăннă, генерал-лейтенант.
Çар çыннин профессине ӳнер ӗçӗпе шайлаштарма май тупнă Станислав Кириллович. Вăл пин ытла картина çырнă, вӗсем Раççейри тата чикӗ леш енчи музейсенче тата уйрăм коллекцисенче упранаççӗ. Унăн пултарулăхӗн тӗп юхăмӗсем: пейзаж, натюрморт, портрет, истори сюжечӗ. Тăван халăх историне халалланă уйрăм ярăм та пур унăн.
«ХЫПАР-ВЕСТИ ЧУВАШИИ» телеграмм-каналтан илнӗ сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев