Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Алексеевски – Элмет» çул февраль вӗçӗнчен тӳлевлӗ пулать!

ТР Транспортпа çул-йӗр хуçалăхӗн министерстви «Автострада» АО хыпарӗ çине таянса пӗлтернӗ тăрăх, «Алексеевски – Элмет» çӗнӗ çулпа çӳренӗшӗн 2025 çулхи февраль уйăхӗн вӗçӗнчен тӳлеттерме тытăнаççӗ, хăш кунран пуçланасси хальлӗхе паллă мар-ха, каярах пӗлтерӗç.

Аса илтеретпӗр, ку çул хальлӗхе тӳлевсӗр. Оборудованисене тест режимӗпе тӗрӗсленипе çыхăннă ку. 2024 çулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче уçăлнă «Алексеевски – Элмет» тӳрӗ çул (тăршшӗ 145 çухрăма яхăн) питӗ кирлине 10 кунра ун тăрăх 32,495 пин автомобиль, вӗсенчен 16,133 пинӗ – Элмет, 16, 362 пинӗ Алексеевски енне иртни çирӗплетет. Пӗр талăкри чи пысăк кăтарту январӗн 6-мӗшӗнче пулнă. Ун чух 6,482 пин машина çак çулпа кайнă.

Çул вăхăтне чакаракан çак трасса Хусанпа Элмет агломерацийӗсемпе, Оренбургпа çыхăнусене аталантараççӗ. Кунсăр пуçне Казахстанпа Вăтам Азие каймалли чи кӗске çул та вăл. Çавăнпа республикăн ку çулпа çыхăннă планӗсем пысăк, вӗсенчен пӗри — 2038 çул тӗлне ун çывăхӗнче пурӗ 719 пин тăваткал метр чухлӗ пурăнмалли çӗнӗ çуртсем лартасси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество