Ленинград блокадине сирнӗ куна халалланă Паттăрлăх урокӗ
Дубровкăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта «Раççей халăхӗсен Ленинград Çӗнтерӗвне кӗртнӗ тӳпи» темăпа Паттăрлăх урокӗ иртрӗ. Кадет класӗсенче вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем Ленинград облаçӗнчи Туслăх Çурчӗн, Раççей Халăхсен ассамблейин регионти уйрăмӗн, «Невский пятачок» музейӗн Дубровкăри филиалӗн ертӳçисемпе, этнокультура организацийӗсен хастарӗсемпе тӗл пулнă. Видеоçыхăну урлă мероприятие «Пурнăç çулӗ» музей-мемориал комплексне аталантарас енӗпе ӗçлекен директорăн çумӗ Баир Иринчеев та хутшăнчӗ.
Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи, Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн пайташӗ Валериан Гаврилов ачасене хăйӗн кукашшӗн Мирон Иванович Ивановăн вăрçăри çулӗпе паллаштарчӗ. Çемьери паттăр çинчен ăна маларах кукамăшӗ Фекла Дмитриевна тата халь 93 çула çитнӗ Елена мăнакăшӗ каласа панă.
«Каçхи апат вăхăтӗнче Мирон Иванович фронтри йывăр лару-тăру çинчен каласа панă, хăй каялла таврăнасса шанманни çинчен пӗлтернӗ. Çывăх вăхăтра унăн Ленинград фронтне каймалла, унта хӗрӳ çапăçусем пыраççӗ. Мӗнле йывăр пулсан та ачисене пӗлӳ пама ыйтнă вăл мăшăрӗнчен. Вăл вăхăтра çемьере хăйсен пилӗк ачисӗр пуçне Мирон Ивановичăн аппăшӗн усрава илнӗ ачи те ӳснӗ. Хăйӗн аслă ывăлне вăрçа кайма хатӗрленме хушнă.
Мирон Иванович ирхине Вăрмар районӗнчи военкомата килнӗ, ыттисемпе пӗрле Канаш хулине сбор пунктне поездпа кайма тухнă. Каçхине лавсемпе Янкăлч вăрманне, фронта яма çар чаçӗсем йӗркеленӗ çӗре çитнӗ. Виçӗ кунтан вӗсене илме эшелон килнӗ. Кобон станцине çитсен Мирон Ивановича малтанхи кунах штаба чӗнтернӗ, ăна полк штабӗн писарӗ пулма çирӗплетнӗ. Кобон станцийӗнчен вӗсем машинăсемпе Осиновец поселенине кайнă. Кунта йӗркеленӗ марш ротисене тӗрлӗ çар подразделенисене ăсатнă.
Мирон Ивановича Морозов поселокӗнче тăракан стрелоксен 70-мӗш дивизине янă. Фронт çывăх пулнă пулсан та вӗсем хӗç-пăшалсăр тăнă. Котелоксемпе – 30 процент, штык кӗреçисемпе – 15 процент, фляжкăсемпе – 20 процент, граната сумкисемпе медальонсем пулман, уйрăм пакетсемпе – 60 процент тивӗçтернӗ.
Дивизире çапăçусене хатӗрленессипе, вырăнти шурлăхлă вырăнсене тата шыв урлă каçнă чухне сиксе тухнă чăрмавсене иртме пулăшу хатӗрӗсем туса хатӗрлессипе занятисем пулсах тăнă.
1942 çулта сентябрӗн 26-мӗшӗнче 70-мӗш дивизи, ишсе çӳрекен Т-38 танксем пулăшнипе Мускав Дубровки, Арбузово тата Анненски патӗнче темиçе плацдарма туртса илнӗ. Октябрӗн 3-4-мӗшӗсенче, танксен хӳттинче, дивизи стрелокӗсем 8 хут нимӗçсен позицийӗсене атакăланă, фронт линине 70 метр маларах куçарнă, анчах минометсемпе артиллери хаяррăн персе тăнипе каялла хăйсен позицийӗсене чакма тивнӗ. Çав хаяр çапăçусенче пулнă ветерансем çапла аса илеççӗ: «Нимӗçсен артиллерийӗпе миномечӗсем пӗр минут та пеме чарăнмарӗç, снарядсемпе минăсене хӗрхенмерӗç. Минăсенчен питӗ нумай çухатусем пулчӗç. Хăш чухне вилнисене кунне тăватшар хут пытартăмăр. Чавса хуплатпăр кăна, каллех вӗçсе килеççӗ... Çав тери хăрушăччӗ...»
Октябрӗн 5-мӗшӗнче дивизие Нева юханшывӗн сылтăм çыранӗ енне куçарасси çинчен приказ килнӗ. Дивизи позицисене улăштарнă вăхăтра вӗсене хӳтӗлеме юлнă салтаксен ушкăнӗнче Мирон Иванович та пулнă. Нимӗç салтакӗсен черетлӗ атакине сирсе янă вăхăтра отряд контрнаступлени пуçланă. Мирон Иванович умӗнче мина çурăлса кайнипе вăл хырăмӗнчен йывăр аманнă, ăна 50-мӗш эвакогоспитале ăсатнă. Октябрӗн 9-мӗшӗнче суранӗсене пула Мирон Иванович вилнӗ, ăна Пискарев мемориал масарӗнче пытарнă», – пӗлтерчӗ Валериан Гаврилов.
«Эсир Ленинград çыннисемшӗн паттăр та сăваплă вырăнта пурăнатăр, çакна нихăçан та ан манăр. Кăçал пире пӗлтерӗшлӗ пулăм кӗтет – Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхӗ. Çак уява пӗтӗм çӗршыв паллă тăвӗ. Эпир вăйлă халăх пулнă, пулатпăр та, мӗншӗн тесен эпир – пӗрле», – палăртрӗ Туслăх Çурчӗн ертӳçин çумӗ, Раççей Халăхсен ассамблейин регионти уйрăмӗн председателӗ Елена Ермолина.
Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ шайӗнче иртнӗ Паттăрлăх урокне Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне, Ленинград блокадине сирнӗренпе 81 çул çитнине халалланă.
Валериан ГАВРИЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев