News by date 2 February 2025
-
Кăштах кулăш
Экзаменра. Студент экзамен пыракан пӳлӗме кӗрет те преподавательсен умӗнчи сӗтел çинчен пӗр билет илет. Вулать те каялла хурать. Унтан теприне илет – каллех вуласа каялла хурать. Виççӗмӗш билетпа та çаплах пулса иртет. Вара хайхискер ним каламасăрах пӳлӗмрен тухать. Экзаменаторсем ăна «2» паллă лартасшăн. Анчах пӗр профессор хирӗçлет: – Ку студента «3» лартма юрать пек туйăнать. – Мӗншӗн? – Ну... хăвăрах куртăр, вăл мӗн-тӗр шырарӗ. Апла-тăк мӗн-тӗр пӗлет...
-
Урташ палăкӗ патне чечек хуракансем халь те пур
Валентин Урташ поэт-юрăçăн 100 çуллăхне Раккассинче декабрӗн 21-мӗшӗнче паллă турӗç, апла пулин те ун палăкӗ патне çав-çавах хӗрлӗ гвоздикăсемпе чечек кăшăлӗ хуракансем халь те пур. Пӗрисем юбилей хăçан пулни пирки маларах пӗлеймен, теприсен унта çав кун килме май килмен ахăр. Чаплă палăка Валентин çуралса ӳснӗ çурт вырăнне вырнаçтарнă. Вун саккăр тултарнă-тултарманах хăй ирӗкӗпе вăрçа каякан каччă, пулас çар паттăрӗ, сумлă юрăç-поэт тата юрăç-кӗрешӳçӗ тăван кил умӗнче ашшӗ-амăшӗпе, тăванӗсемпе, ял-йышпа сывпуллашса çирӗппӗн каланă: «Эпӗ çӗнтерӳпе таврăнатăп!»
-
Ленинград блокадине сирнӗ куна халалланă Паттăрлăх урокӗ
Дубровкăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта «Раççей халăхӗсен Ленинград Çӗнтерӗвне кӗртнӗ тӳпи» темăпа Паттăрлăх урокӗ иртрӗ. Кадет класӗсенче вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем Ленинград облаçӗнчи Туслăх Çурчӗн, Раççей Халăхсен ассамблейин регионти уйрăмӗн, «Невский пятачок» музейӗн Дубровкăри филиалӗн ертӳçисемпе, этнокультура организацийӗсен хастарӗсемпе тӗл пулнă. Видеоçыхăну урлă мероприятие «Пурнăç çулӗ» музей-мемориал комплексне аталантарас енӗпе ӗçлекен директорăн çумӗ Баир Иринчеев та хутшăнчӗ.
-
Вăрманçăсем ӗçсене пӗтӗмлетрӗç
Иртнӗ эрнере ТР Вăрман хуçалăх министерстви çулталăка пӗтӗмлетсе килес çулăн тӗллевӗсене палăртрӗ. Климат улшăнса пынă май пушар хăрушлăхӗ ӳсни, сиенлӗ хурт-кăпшанкă сарăлса йывăçсене пӗтерни кăна мар вăрманçăсен йывăрлăхӗсем.