Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Урташ палăкӗ патне чечек хуракансем халь те пур

Валентин Урташ поэт-юрăçăн 100 çуллăхне Раккассинче декабрӗн 21-мӗшӗнче паллă турӗç, апла пулин те ун палăкӗ патне çав-çавах хӗрлӗ гвоздикăсемпе чечек кăшăлӗ хуракансем халь те пур. Пӗрисем юбилей хăçан пулни пирки маларах пӗлеймен, теприсен унта çав кун килме май килмен ахăр. Чаплă палăка Валентин çуралса ӳснӗ çурт вырăнне вырнаçтарнă. Вун саккăр тултарнă-тултарманах хăй ирӗкӗпе вăрçа каякан каччă, пулас çар паттăрӗ, сумлă юрăç-поэт тата юрăç-кӗрешӳçӗ тăван кил умӗнче ашшӗ-амăшӗпе, тăванӗсемпе, ял-йышпа сывпуллашса çирӗппӗн каланă: «Эпӗ çӗнтерӳпе таврăнатăп!»

Иртнӗ çул вӗçӗнче чăвашсем пурăнакан вун-вун ял-хулара «Урташ вулавӗсемпе» ытти тӗлпулусем иртрӗç. Вӗсене литературăпа чăн-чăн поэзие юратакансем йышлăн хутшăнчӗç. Паллă поэт çуралнă Раккасси ялӗнче, вăл вӗреннӗ Элшелӗнчи тӗп шкулта, Хусанта чăвашла тухса тăракан «Сувар» хаçат редакцийӗнче, Шупашкарти çыравçăсемпе творчество коллективӗсенче те унăн 100 çуллăхне анлăн паллă турӗç. Хăйӗн çавра çулӗпе, характерӗпе, никамăннипе те танлаштарма çук пултарулăхӗпе палăрса тăракан хăюллă та пуçаруллă кӗрешӳçӗ-трибун шăпипе мăнаçлăхӗ чăвашлăха юратакан пин-пин çынна хумхантарать.  

Валентин Урташăн янăравлă сăввисем тăрăх хăй те, ытларахăшне Александр Сергеевпа ытти композиторсем кӗвӗленӗ, чăваш пурăнакан ял-хуласенче пуринче те пӗлекен юрă-сăвăсем «Укăлча умӗнче шурă хурăн», «Шупашкарăн лăпкă каçӗсем», «Тавах, анне,  çуратнăшăн», «Тăван çӗршыв, сана юратрăм» тата ыттисем вăл вăхăтри ватти-вӗттине çеç мар, паянхи çамрăксене те чăн-чăн юратупа туслăх, патриотизм туйăмӗпе тыткăнлаççӗ. Шăпах çавна пула ӗнтӗ чылай библиотекăсенче «Урташ 100 çуллăхӗ» стендсен умӗнче паян та тӗрлӗ çулти вулакансен тӗлпулăвӗсем иртеççӗ. 

Хӗллехи каникул хыççăн шкулсенче «Урташ урокӗсем» йӗркелени те  ырă пулăм. Ку чухнехи программăсенче унăн пӗр-икӗ сăввине кăна пăхмасăр калама вӗреннӗ пулин те, ачасем класӗ-класӗпе унăн юррисене шăрантараççӗ.  

Поэт-юрăç биографийӗ вăрăм мар. Вăл Раккассинче пуçламăш, Элшелӗнче вăтам шкулта çичӗ класс пӗтернӗ. Вăрçă хирӗнче ун умӗнчех тăшман мини ӳксе çурăлнăран кăшт çеç вилмесӗр юлнă. Пӗрремӗш ушкăнри инвалид пулса юлнăскерӗн шăпи пӗрре те çăмăл пулман. 

Шутласа пăхăр-ха, йывăр аманнă шăм-шакпа, уксах урапа, хăрах куçпа, хăраххи татăк, тепри виçӗ пӳрнеллӗ аллипе 400 яхăн сăвă (вӗсенчен ик çӗр ытларахăшне юрра хывнă) хайла-ха...  Поэмăсем çырма та, вырăсларан темиçе роман куçарма та хал тупнă. Çитменнине пӗр вăхăт Хусанта тухса тăнă «Хӗрлӗ ялав» хаçатăн, каярахпа Шупашкарта Чăвашрадио корреспондентӗнче ӗçлеме те чăтăмлăх çитернӗ. Унсăр пуçне мана та, ытти çамрăксене те поэзи тата çырулăх (журналистика е чăн-чăн çыравçă) çулӗ çине тухма пулăшнă. Тепӗр ăслă, самаях çулланнă чăваша (Антун Мучи ятпа) сăвă кӗнеки кăларса панă.

Çакна та палăртса хăварам-ха: вăл Тăхăрьялти кăна мар, ун чухнехи Совет Союзӗн çӗр-çӗр ял-хулине çитме ӗлкӗрнӗ. Елчӗкре, ман патра та, сахал мар пулнă. Пӗррехинче виçӗ-тăватă кун хушшинчех «Прогресс» колхозри республикипех паллă чăх-чӗп ӗрчетекен Маргарита Нягина çинчен пурне те тыткăнлакан «Пӗчӗк Роза» ятлă поэма çырса кăларчӗ. Çакăнпа хавхаланнă, савăннă колхоз председателӗ Александр Иванов ăна вырăнти маçтăр çӗленӗ чаплă кӗрӗк парнеленӗччӗ.

«Урташ ялан халăх хушшинче. Çавна пула ӗçкӗ патне те туртăннă», –  текелесе те илеççӗ хăш-пӗрисем. Тӳррӗн каласан, ăна ватти-çамрăкки ал çинче йăтса çӳреме те хатӗр пулнă. Вăл вӗсене хăйӗн сăввисемпе паллаштарнă, хăйӗн юррисене пӗрле юрласа савăнтарнă. Чăнах та, пирӗн пата килсен, пӗр ирхине, апата ларсан: «Каçар, Толя, çӗрле сурансем хытă сурнипе чăтаймарăм, икӗ хутчен çуршар черкке ӗçме тиврӗ», – тенӗччӗ. Манăн мăшăр, Оля, кайран час-часах ăна шеллесе аса илетчӗ вара. «Çав сурансемпе эпир пӗр кун та пурăнаяс çук», – тетчӗ. 

Мухтав  Турра, Валентин Андреевич 49 çул патнеллех пурăнчӗ. Хăйӗн амăшӗпе аппăшне тата ашшӗ Андрей Степанович патне фронтран янă çырăвӗсенче çакăн пек йӗркесем пур:

Анне, эп вун çиччӗ тултартăм,

Вун саккăра кайăп ыран.

Шинель тăхăнма та пултартăм. 

Кама халь шинельсӗр куран?

 

Вăрçăра çӳретӗп эпӗ халӗ,        

Вăрçăра çӳреççӗ тантăшсем.

Инçетре пулсан та ырă ялăм, 

Кил çинчех, аппаçăм, шухăшсем.

Атте...

Канмасăр çӗр каç çутăлтартăм, 

Урамçăм утмасть ураран...

Темле асап, йывăрлăх курса  фронтран таврăннă, темиçе хутчен те кăткăс операцисем витӗр тухнă пулсан та сăвăç хăй хуçăлса ӳкменнине палăртать:

Ан тив,  ан пултăр мăшăр алă, 

Çаплах ӗç тупăп эп, аппа.

Тен, ӗçӗмпе те пулăп паллă,

Çаплах эп çӳрӗп ыр ятпа...

Пирӗн шутпа, Валентин Андреевичăн ӗмӗчӗ туллинех пурнăçланнă.   Хăйӗн кӗске пурнăçӗнче вăрçăра политертӳçӗ çумӗ пулнă май, салтаксене хăй пекех тăшмана хирӗç пӗр шелсӗр кӗрешме хавхалантарнă, каярахри пурнăçне халăх валли чуна кӗрсе вырнаçмалла сăвă-юрă хывма панă. Çамрăксене, çав шутра мана та, тăван чӗлхепе литературăна алла илсе творчество ӗçне хутшăнтарнă, çӗршывăн чăн-чăн патриочӗ пулма хавхалантарнă. Акă мӗншӗн эпӗ унпа пӗтӗм кăмăлтан мухтанатăп. Хам çамрăк мар пулсан та (халӗ сакăр вун çиччӗпе пыратăп) манăн та, паянхи çамрăксен пурин те, вăрçă тертне пула вăхăтсăр куçне хупнă Валентин Андреевич Яковлев-Урташшăн та   пурăнмалла. Тата, ПӖТӖМ ВĂЯ ПАРСА ӗçлемелле, Украинăра пыракан ятарлă çар операцийӗ ăнăçлă, пирӗн чыслă çӗнтерӳпе вӗçлентӗр тесе хамăртан мӗн кирлине пурне те тумалла. 

 

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Валентин Урташ премийӗн лауреачӗ, Раккасси ялӗн хисеплӗ гражданинӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана чувашские писатели