Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Экзаменра. Студент экзамен пыракан пӳлӗме кӗрет те преподавательсен умӗнчи сӗтел çинчен пӗр билет илет. Вулать те каялла хурать. Унтан теприне илет – каллех вуласа каялла хурать. Виççӗмӗш билетпа та çаплах пулса иртет. Вара хайхискер ним каламасăрах пӳлӗмрен тухать. Экзаменаторсем ăна «2» паллă лартасшăн. Анчах пӗр профессор хирӗçлет: – Ку студента «3» лартма юрать пек туйăнать. – Мӗншӗн? – Ну... хăвăрах куртăр, вăл мӗн-тӗр шырарӗ. Апла-тăк мӗн-тӗр пӗлет...

Профессор, студента епле те пулсан «3» лартас тесе тăрăшаканскер, ыйту парать:

– Лекцисене мӗнле темăпа вуланă?

Студент чӗнмест. 

– Лекцисене кам вуланине кала хуть...

Студент каллех чӗнмест. 

– Эсӗ е эпӗ?..


анекдоты

Нет комментариев