Майпен пырсан инçерех каян
Республикăн патшалăх автоинспекцийӗн статистики пӗр кун та улшăнмасăр тăмасть, мӗншӗн тесен çул-йӗрсем çинчи инкексен шучӗ хушăнсах пырать. Айăпӗ кунта хамăрта, тӗрӗсрех каласан, хыпаланса васканинче. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа кăна республикăри çулсем çинче пурӗ 549 инкек пулнă, вӗсенче 63 çын вилнӗ, 690-ăн аманнă. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аварисен шучӗ пӗчӗкрех пулсан та вилнисем 16 çын ытларах. Кун çинчен юнкун, мартăн 27-мӗшӗнче, Тутарстанăн тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов «Татар-информра» журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ.
— Тӗлпулăва хатӗрленӗ слайдсем информаципе паллаштарнинчен ытла кашни водительпе çуран çӳрекене кун пек йăнăшсем ан туччăр тесе чӗнсе калани. Эпир паян Раççейри мар, хамăр хушăмăртах, хамăр çулсем çинчех пулнă тӗслӗхсем çинчен каласа паратпăр, — тесе пуçларӗ хăйӗн сăмахне русем Гарипов.
Вăл каланă тăрăх, аварисен сăлтавӗсенче çӗнни çук. Яланхи пекех пӗрремӗш вырăнта, умри машинăран иртес тесе инçӗше, хăвăртлăха шута илмесӗр хирӗç çул çине тухса тепӗр машинăпа çапăнни. Кăçал кăна çакăн пек водительсене пула 29 çын вилнӗ пирӗн.
— Инкексем юранă вырăнсенчех пулаççӗ. Асăннă çак 29 çынран 28-шӗ умри машинăран иртме ирӗк пур участоксенче вилнӗ. Хăрушлăх пысăк çӗрте знаксем, камерăсем пуррипе хыпаланакан водительсем çукпа пӗрех. Çавăнпа водительсене хирӗç çул çине тухиччен малтан вăл пушшине лайăх пăхмаллине тепӗр хут аса илтеретпӗр, — терӗ. Ыйтăва пӗрле татса парас шутпа муниципалитетсенчен кашни хăйсен территорийӗнчи çулсене лайăх тӗрӗслеме ыйтрӗ. Тен, вырăн-вырăнпа знаксене улăштармалла, калăпăр, знаксем лартмалла.
Иккӗмӗш вырăнта машинăсем çуран çӳрекенсене çапса хăварни. Çак сăлтавпа республикăра çулталăк пуçланнăранпа 15 çыннăн ӗмӗрӗ вăхăтсăр татăлнă. Кунта ӗнтӗ водителе кăна айăплани тӗрӗс мар. Çуран çӳрекенсем хăйсем те нумай чухне çул-йӗр правилисене пăхăнмаççӗ. Юраман вырăнта çул урлă чупса каçаççӗ.
— Енчен те эпир унччен ачасене «зебра» çул урлă хăрушсăр каçмалли вырăн тесе ăнлантараттăмăр пулсан, халӗ лару-тăру улшăнчӗ. «Зебра» çине ура ярса пусиччен малтан машина ирттерсе ямашкăн чарăннипе чарăнманнине пăхма ыйтатпăр. Мӗншӗн тесен водитель сире курса ӗлкӗреймессе пултарать. Водителӗн те кун пек вырăнсенче çул çине çынсем сиксе тухассине хатӗр пулмалла, — терӗ.
Çуран çӳрекенӗн тумӗ е ытти çӗрте çутта тавăракан элемент пурри пурнăçа çăлса хăварать. Уйрăмах кӗрхи-çурхи е çумăрлă кунсенче тем пекех кирлӗ ку. «Инкек пулнă вырăнти автомобилӗн рулӗ умне хамăр ларса тӗрӗслетпӗр, нумай чухне чăнах та водитель умри çынна асăрхайманнине ӗненетпӗр, мӗншӗн тесен курăнмасть, уйрăмах çумăр вăхăтӗнче, кӗркунне, çуркунне. Хӗлле юр çути пулăшать-ха хăть. Тӗттӗм вăхăтра водитель çул çине тухнă çынна 50 метртан тин курать пулсан, çутта тавăракан пӗчӗк япалана та 100 метртанах асăрхать. Паллах, иккӗмӗш хутӗнче машинăна чарса ӗлкӗрме вăхăт нумайрах унăн. Белоруссире, тӗслӗхрен, çутта тавăракан элементсемпе усă курма законпа çирӗплетнӗ хыççăн, çуран çӳрекенсен хушшинче вилеслӗх 70 процента чакнă. Пирӗн вара ку хальлӗхе сӗнӳ шайӗнче кăна-ха.
Çутта тавăракан элементсем пекех хăрушсăрлăх пиçиххийӗ те автоинспектора мар, чăн малтан пире кирлине асра тытмалла пек те. Кăçал аварире вилнисенчен 4-шӗ шăпах хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе çыхăнманнисем пулнă.
Çул-йӗр инкекӗсенче ачасем вилни тата пысăкрах трагеди. 2023 çулта республикăри çулсем çинче 17 (Раççейӗпе — 611) ача вилнӗ, кăçал та пур кун пек инкексем. Январь уйăхӗнче, тӗслӗхрен, Тури Услонра, Çӳлтура пулнă аварисенче 6 çулти икӗ хӗрача вилнӗ. Салонра ача ларать-тӗк, водителӗн уйрăмах тимлӗ пулмаллине, хăвăртлăха самай чакармаллине аса илтерчӗ автоинспектор. Кăçал аварире пирӗн 36 ача аманнă. „Ачасен айăпӗпе темелле мар кунта, вӗсемшӗн аслисем эпир яваплă. Ашшӗ-амăшӗн ачисене кашни кун килтен тухас умӗн çул-йӗр правилине пăхăнма, асăрхануллă пулмаллине аса илтермелле, ăнлантармалла“, — сасси çирӗппӗн янăрарӗ спикерăн
Кӗçех ăшă кунсем çитеççӗ, юр ирӗлсе пӗтсенех çулсем çине самокатсем, мототранспорт, велосипедсем тухаççӗ. Хăш-пӗри хăрушсăрлăх çинчен манса ачисене питбайк парнелет. Чăн малтан вăл спорт инвентарӗ, автомобиль çулӗсем çинче çӳреме юрăхлă транспорт мар. Иккӗмӗшӗнчен, 16 çул тултарсан кăна çӳретме ирӗк пур. „Çӳреме юрамасть тесе каламастăп, юрать, анчах ятарлă вырăнсенче кăна. Анчах вӗренсе „М“ категориллӗ права илтӗр малтан. Шлем пек тата ытти хӳтлӗх хатӗрӗсем туянса парăр», — терӗ автоинспектор мототранспортпа çӳремелли правилăсене тепӗр хут аса илтерсе.
Хӳтлӗх хатӗрӗсем мототранспортпа кăна мар, самокатпа, велосипедпа çӳрекенсен те пулмалла. Самокатпа, велосипедпа пыракансен çул урлă каçнă чух нихăçан та çӳресе пыма юрамасть. Тӗслӗхрен, пӗлтӗр июнь уйăхӗнче 8-ти хӗрачана çул урлă самокачӗпех ярăнса каçнă чух машина çапса хăварнă. Августра 5-ри ача сăртран самокачӗпе ярăнса машина айне лекнӗ. Шел, пӗри те сывă юлайман.
ПАИ çулсерен самокатсен сезонне хатӗрленет. Çитрес вăхăтра Хусанта хула ӗçтăвкомӗпе, проката параканнисемпе лару ирттерсе хăрушсăрлăх, самокатсене лартас ыйтусене сӳтсе явӗç. Çапах та çулсем çинче чăн малтан хамăр тимлӗ те асăрхануллă пулмалла. Майпен пырсан инçерех каясса манмалла мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев