News by date 29 March 2024
-
Тутарстанри хăш-пӗр заведение эрех сутма чарасшăн
Республикăра каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 10 сехетчен алкогольлӗ шӗвексем сутма чарасси çинчен çӗнӗ закон йышăнасшăн. Хальхи вăхăтра закон проекчӗ коррупцие хирӗç экспертиза тӗрӗслевӗнче. Çӗнӗ законпа килӗшӳллӗн, чару нумай хваттерлӗ çуртсенче е ун çывăхӗнче вырнаçнă 50 тăваткал метртан пӗчӗкрех лавккасене пырса тивет. 500 ытла çын пурăнакан монохуласенчи нумай хваттерлӗ çуртсенче вырнаçнă 100 тăваткал метртан пӗчӗкрех лавккасенче вара алкогольлӗ шӗвексене ӳлӗмрен вуçех сутма чарасшăн. Нумай хваттерлӗ çуртсен картишӗнчен кӗмелли обществăлла апатлану заведенийӗсенче те каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 10 сехетчен эрех тавраш пулмалла мар.
-
Майпен пырсан инçерех каян
Республикăн патшалăх автоинспекцийӗн статистики пӗр кун та улшăнмасăр тăмасть, мӗншӗн тесен çул-йӗрсем çинчи инкексен шучӗ хушăнсах пырать. Айăпӗ кунта хамăрта, тӗрӗсрех каласан, хыпаланса васканинче. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа кăна республикăри çулсем çинче пурӗ 549 инкек пулнă, вӗсенче 63 çын вилнӗ, 690-ăн аманнă. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аварисен шучӗ пӗчӗкрех пулсан та вилнисем 16 çын ытларах. Кун çинчен юнкун, мартăн 27-мӗшӗнче, Тутарстанăн тӗп автоинспекторӗ Рустем Гарипов «Татар-информра» журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ.
-
Ыран, мартăн 30-мӗшӗнче, Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗн отчетпа суйлав конференцийӗ иртет
Ыран, мартăн 30-мӗшӗнче, Хусанти Тутарстан Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Чăваш наципе культура автономийӗн черетлӗ отчетпа суйлав конференцийӗ пулать.
-
Апачĕ тутлă пултăр!
Типӗ апачӗн рецепчӗсем.