Ыран, мартăн 30-мӗшӗнче, Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗн отчетпа суйлав конференцийӗ иртет
Ыран, мартăн 30-мӗшӗнче, Хусанти Тутарстан Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Чăваш наципе культура автономийӗн черетлӗ отчетпа суйлав конференцийӗ пулать.
Йӗркелӳ комитетӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, унта республикăри хуласемпе районсенчен 90 делегат тата 30 хăна пуçтарăнмалла. Çавсен шутӗнче ТР Халăхсен ассамблейипе Туслăх Çурчӗн, ӗç тăвакан власть представителӗсем, районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсем, çамрăксен пӗрлешӗвӗн активисчӗсем тата ыттисем пулаççӗ. Хаклă хăнасен шутӗнче РФ Геройӗ, Раççей Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ Николай Гаврилов килесси паллă.
Кун йӗркинче иртнӗ 3 çулти ӗç планне пăхса тухса пӗтӗмлетӳсем тăвасси тата çитес виçӗ çуллăха ӗç программине хатӗрлесси. Йӗркелӳ комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, тӗп докладпа ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ К. А. Малышев тухса калаçать. Унсăр пуçне хăйсен ӗçӗпе Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ С. Н. Чаркина, чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Елизавета Савелькина паллаштарасси паллă.
Паллах, тӗп ыйтусен шутне Автономин председателӗн суйлавӗпе Канаш йышне палăртасси кӗрет. Хальхи вăхăтра ЧНКА Канашӗн председателӗ пулса Д. А. Самаренкин тăрăшать. Çак хушăра чылай пысăк ӗçсем туса ирттернӗ, нумай проекта пурнăçа кӗртнӗ.
Мӗнлерех улшăнусем, çӗнӗлӗхсем кӗтеççӗ Тутарстан чăвашӗсене — ун пирки çитес номерте тӗплӗн çырса пӗлтерӗпӗр.
Сăмах май, Чăваш наципе культура автономийӗ 1997 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Паяна Тутарстанра унăн 27 филиалӗ ӗçлет. Обществăлла организацин тӗп тӗллевӗ чăваш культурине, йăли-йӗркисене, тăван чӗлхене упрассипе аталантарасси пулса тăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев