Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

Апачĕ тутлă пултăр!

Типӗ апачӗн рецепчӗсем.

КУПĂСТА КОТЛЕЧӖ

Манна кӗрпи çине çур стакан шыв ямалла, шӳтӗр. Купăстана шултра шăтăклă теркăпа хырмалла, сухана ваккăн турамалла. Теркăланă купăста çине туранă сухан, шӳнӗ манна кӗрпи, томат соусӗ, «Хмели-сунели» приправа, тăвар, вӗтетнӗ ыхра, типӗре усă курмалли майонез хушса кашăкпа лайăх пăтраштармалла та котлетсем тумалла. Енчен те хутăш шӗвӗрех пулсан темиçе кашăк çăнăх хушма юрать. Тип çу янă çатма çинче икӗ енӗпе те ăшаламалла.

500 г купăста, çур стакан манна кӗрпи, 1 пуç сухан, типӗ майонез, 1-2 шăл ыхра, томат соусӗ, тăвар тата «Хмели-сунели» приправа кирлӗ. 

КИШӖР ТОРЧӖ

Мăйăра духовкăра ăшаласа илмелле. Сахăр песокне тип çупа хутăштармалла, пулнă хутăш çине сок ямалла. Кишӗре вӗтӗ шăтăклă теркăпа хырмалла, мăйăра блендерпа вӗтетмелле. Веçех пӗрлештерсе хутăштармалла. Разрыхлительпе тата ванильпе хутăштарнă çăнăх хушса чуста хатӗрлемелле. Хатӗр чустана пергамент хут сарнă форма çине ямалла та духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле. Кăмăл пулсан торта хăвăр пӗлнӗ пек илемлетме те юрать. 

150 г çăнăх, 8 кашăк тип çу, 1 стакан сахăр песокӗ, 1 стакан улма-çырла сокӗ (хуть мӗнли), 150 г аçтăрхан мăйăрӗ, 150 г кишӗр, 1 чей кашăкӗ разрыхлитель, 1 пӗчӗк пакет ванилин, кăшт тăвар кирлӗ. 

ТУТЛĂ ПОМИДОР

Помидора çумалла та типӗтсе илмелле. Тăрринчен кашнинех хӗреслесе касмалла, чашăка хумалла. Вӗттӗн туранă укроппа петрушка, ыхра, тăвар, сахăр песокӗ, горчица тата уксус хушса лайăх пăтраштармалла. Пленкăпа витсе пӗрер сехете холодильнике лартмалла. Унтан çиме те юрать.

500 г черри помидор, 50 г укроп, 50 г петрушка, çур чей кашăкӗ тăвар, 1 чей кашăкӗ сахăр песокӗ, 1 чей кашăкӗ 9 процентлă уксус, 1 чей кашăкӗ вăрăллă горчица, 3 шăл ыхра кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты