Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри хăш-пӗр заведение эрех сутма чарасшăн

Республикăра каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 10 сехетчен алкогольлӗ шӗвексем сутма чарасси çинчен çӗнӗ закон йышăнасшăн. Хальхи вăхăтра закон проекчӗ коррупцие хирӗç экспертиза тӗрӗслевӗнче. Çӗнӗ законпа килӗшӳллӗн, чару нумай хваттерлӗ çуртсенче е ун çывăхӗнче вырнаçнă 50 тăваткал метртан пӗчӗкрех лавккасене пырса тивет. 500 ытла çын пурăнакан монохуласенчи нумай хваттерлӗ çуртсенче вырнаçнă 100 тăваткал метртан пӗчӗкрех лавккасенче вара алкогольлӗ шӗвексене ӳлӗмрен вуçех сутма чарасшăн. Нумай хваттерлӗ çуртсен картишӗнчен кӗмелли обществăлла апатлану заведенийӗсенче те каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 10 сехетчен эрех тавраш пулмалла мар.

 Чару ресторансемпе барсене, буфетсене (вӗсем нумай хваттерлӗ çуртсенче е ун çывăхӗнче вырнаçнă пулсан та) пырса тивмест. Чăн та, вӗсенче сăра, сидр, пуаре, симпыл пек алкогольлӗ шӗвексене ваккăн сутма ирӗк пулӗ.

Тутарстанри рестораторсен ассоциацийӗн ертӳçин Галина Шарафутдиновăн сăмахӗсемпе вара, ку чару индустри çине витӗм паратех. Обществăлла апатлану объекчӗсен çывăхне те пыман «черкке ярса паракан» пӗчӗк лавкка пеккисене пула лайăх заведенисемех хупăнма пултараççӗ капла. «Çакăн пек закона ӗçкӗçсене пухакан лавккасемпе нумай хваттерлӗ çуртсенче пурăнакансем кăмăлсăрланнипе йышăнма хистени паллă-ха ӗнтӗ, анчах бизнеса яваплă илсе пыракан обществăлла апатлану заведенийӗсене ӗçлеме чармалла мар», — тенӗ вăл.

Relab Femily коктейль-бар йӗркеленӗ Артур Галайчук та ку законпа килӗшсех каймасть, тесе пӗлтерет РБК Татарстан сайт. Мӗншӗн тесен хула районӗсенче закона пăхăнса каçхине 23 сехетчен тирпейлӗн ӗçлекен пӗчӗк сăра барӗсене ӗçлеме чарать. Вӗсем хупăнсанах вӗсен вырăнне вăрттăн заведенисем уçăласси куçкӗрет. Ку вара урăхла йывăрлăхсем кăларса тăратасса кӗтмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество