Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МАНĂÇМИ ЭКСКУРСИ

Тӗнчепе паллашма илсе кайнăшăн учительсене халӗ те тав туса пурăнатпăр

1961 – 1962 вӗренӳ çулӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх пирӗн Учалле шкулӗн 7-мӗш класӗн отрячӗ районта пыракан социализмла ăмăртура çӗнтерӳçӗ пулса тăчӗ. Çу уйăхӗн вӗçӗнче пире, 6 арçын ачапа 7 хӗрачана, класс ертӳçи тата шкулăн пионер дружинин вожатăйӗ Халима аппа Магданиева çула хатӗрленме хушрӗ: пирӗн отряда экскурсие илсе каяççӗ иккен. Тата ăçта вӗт: Хусан – Ульяновск!

Салтакран таврăннă пиччесен кутамккисене хаçатпа чӗркесе пиçнӗ çăмарта тултартăмăр (çулла мӗн хуратăн ӗнтӗ вăл вăхăтра ялта...). Пионер галсту­кӗсене якатрăмăр.

Колхоз машини çине тиенсе эпир каçхине райцентра çитрӗмӗр, 1-мӗш шкулăн общежитине вырнаçрăмăр. Ирхине пирӗн йыша Самат Батталович Усманов ертӳçӗпе Азнакай сборнăй команди хутшăнчӗ. Вăл вăхăтра Азнакай хула марччӗ-ха, апла пулин те çак коллектив хăйне ирӗклӗн, мăнаçлăн тытать. Вӗсем шавлăн автобуса кӗрсе ларчӗç, юлнă вырăнсене эпир йышăнтăмăр. Элмете çитсен иккӗмӗш автобуса куçрăмăр, пăртакран Чистай хулине çитрӗмӗр.

Пире, 13–15 çулти 30 ачана, малта физкультура учителӗ Усманов ертсе пырать, колоннăн вӗçне Халима аппа сăнать. Трап тăрăх теплохода кӗретпӗр, вăл сулланать, шыва ӳкесрен хăратпăр хамăр. Пире, ялта хурсем ишекен кӳлӗрен пысăкрах юханшыв курман ачасене, Куйбышев  водохранилищи вӗçӗ-хӗррисӗр океан пекех туйăнчӗ.

Экскурси пит интереслӗ те тӗрлӗ енлӗ пулса тухрӗ. Теплоходпа  Ульяновск хулине çит­рӗмӗр. Кăнтăрла эпир экскурсисенче. Шавлă ушкăнпа ялти пек пӗр хутлă çуртсен урамӗпе утса пыратпăр. Икӗ хутлă йывăç çурт патне çитсен чарăнтăмăр. Ленин çуралса ӳснӗ çурт пулчӗ ку. Экскурсовод Володя Ульяновăн ачалăхӗпе çамрăклăхӗ пирки тӗплӗн ăнлантарать, эпир çăвара карса итлетпӗр. 

Хусанта пире Казанка юханшывӗ хӗрринче вырнаçнă шкулăн спорт залне вырнаçтарчӗç. Кунта республикăн Наци музейӗнче пултăмăр. 1894 çулта туса лартнă çуртăн капашлăхӗ, ăшӗнчи тирпейлӗх пире хаваслантарчӗç. Мӗнле кăна экспонат çук унта?!

Пӗр каçхине пире Муса Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрне илсе кайрӗç. Ăна вăрçăччен тума пуçланă, уçăлма вара 1956 çулта çеç уçăлнă. Пире акăш-макăш пысăк театрта мачча варринче çакăнса тăракан  тонна  ытла таякан люстра, тулти тата шалти илем тӗлӗнтерчӗ.  Музыкăллă  комеди пăхрăмăр, хаваслă пулчӗ.

Хулапа эпир йывăç ларкăчлă трамвайсен чӳречинчен, троллейбуссен уçă кантăкӗнчен пăхса паллашрăмăр. Вăл вăхăтра аэропорт хуларахчӗ, самолетсем вӗçсе хăпарнине тата анса ларнине хӳме урлă сăнарăмăр. «Аэропорт çывăхӗнче пурăнакан Хусан çыннисем кунти сасса мӗнле тӳсеççӗ-ши?» – тесе шутларăмăр хамăр ăшра. 

Каçсерен шкул алăкӗ умӗнче эпир волейболла вылярăмăр. Пӗррехинче пирӗн ушкăна çав таврара пурăнакан хула ачисем хутшăнчӗç. Вăйă савăкланчӗ. Анчах пӗр пуçтахӗн хăйне кăтартасси килчӗ пулмалла, вăл пирӗн мечӗке çӗçӗпе чиксе шăтарчӗ. Юрать пирӗн сасса илтсе Самат абый тухрӗ. Вăл Хусан ачисене çилленсе хытă вăрçрӗ, хăнасемпе апла хăтланмалла марри пирки тӗплӗн ăнлантарчӗ.

Тулли кăмăлпа таврăнтăмăр эпир тăван яла. Атте-анне пире кӗтсе хăшкăлнă. Çитменнине çак вăхăтра хăрушă хыпар сарăлнă иккен: Камăра пӗр теп­лоход аварие лекнӗ. 

Пире, ачасене, тӗнчепе паллашма манăçми экскурси йӗр­келенӗшӗн учительсене, пио­нер организацийӗн ертӳçисе­не ӗмӗр тăршшӗпех тав туса пурăнатпăр.

 

Ухтияр ИЛЮХИН.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев