Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МĂНКУН ЙĂЛИСЕМ ПИРӖН ÇЕМЬЕРЕ

Аслăрах çулсенчисем хăнана чăваш тумӗпе çӳреме калаçса татăлтăмăр

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Карсаковсемпе Назаровсен йăхӗсене тытса пыракан çулланнă çынсем, тӗпрен илсен, православипе çыхăннă йăла-йӗркесене пăхăнса илсе пыраççӗ. Христиансен чи пысăк, çутă уявӗсенчен пӗри – Мăнкун. Эпир ăна яланах чăтăмсăррăн кӗтетпӗр. Тахçан малтан хатӗрленме пуçлатпăр – кил-çурта çуса тасататпăр, картишсене тирпейлетпӗр. Чылайăшӗ типӗ тытнă, чиркӗве çылăх каçарттарма çӳренӗ, Турă юнӗ сыпнă. 

Тӗн уявӗпе çыхăннă йăласем нумай пирӗн. Мăнкун ваттисене те, ача-пăчана та савăнăç парнелет. Çак кун хӗвел те савăнса тухать, хăй çутине ăшшăнрах сапалать çӗр çине. 

Мăнкунра ӗлӗкрен хутаç тытнă ачасем ирех: «Христос чӗрӗлнӗ», – тесе кӳрше каçнă, урам тăрăх, ял тăрăх кайнă. Кил хуçисем: «Чăн чӗрӗлнӗ», – тесе хуравласа сăрласа илемлетнӗ çăмартасем хунă хутаçӗсене. Шăпăрлансем тав туса ырлăх-сывлăх суннă, килне, картишне йыш хушăнма пилленӗ. Çак йăла пирӗн тăрăхра ӗлӗкрен пырать. 

Паллă ӗнтӗ, тӗрлӗ наци çыннисен йăлисем те тӗрлӗ. Пирӗн ратнен ырă йăли – чиркӳ уявӗсенче çулталăкра икӗ хут пӗрле пухăнасси. Çӗнйӗлмелсем 1861 çулта Димитрий Солунский Çветтуя халалласа ял варрине чиркӳ лартнă (совет саманинче, 1991 çулччен, унта клуб пулнă). Çавăнтанпа ноябрӗн 8-мӗшӗ пирӗн ялшăн престол праçникӗ,  тӗп уяв.  Çак кун эпир ратнепе тăван патне пуçтарăнатпăр. Мăнкунра та çаплах, малтан калаçса килӗшнӗ пек тăвансенчен пӗри хăнана кӗтет. 

Кăçал Тутарстанра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗ пулнипе халăхсен культура аталанăвне патшалăх структурисем уйрăмах тимлеççӗ.  Çакна тӗпе хурса эпир, Карсаковсемпе Назаровсен çемйисенчи аслăрах çулти çынсем, хăнана чăваш тумӗпе çӳреме калаçса татăлтăмăр. Хӗрарăмсем те, арçынсем те тӗплӗн хатӗрлентӗмӗр. Уйрăмах хӗрарăмсем. Кам-тăр асламăш-кукамăшӗн арчара упранакан кӗпине кăларнă, теприсем халăх тумӗсем çӗлекен ательесене заказ панă, виççӗмӗшсем хатӗррине лавккаран туяннă. 

Кăçал Мăнкуна Петр Дмитриевичпа Светлана Сергеевна Карсаковсен çӗнӗ çуртне пуçтарăнтăмăр. Питӗ ăшшăн, тарават кӗтсе илчӗç пире кил хуçисем. Хальхи стильпе хăтланă çуртра çутă, пӳлӗмӗсем аслă, ларма-тăма кăмăллă. Тăванăмăрсенчен пӗри сăмах вылятса та илчӗ: «Çутă уява çутă çуртра çутă тумсемпе ирттерме кăмăллă». Кӗрекере шăкăл-шăкăл калаçса ларнă май эпӗ алла купăс  тытрăм. Чăваш халăх юррисене шăрантартăмăр хурăнташсемпе. Кăшт вăхăтран çурт çывăхӗнчи çерем çине тухса уçăлас терӗмӗр. Кунта та купăс сасси шăпланмарӗ – юрларăмăр, ташларăмăр – вăхăт иртни сисӗнмерӗ.

Нумай пулмасть çемйипе хуларан яла таврăннă Петр Дмитриевич Карсаков çӗнӗ çурта пӗрремӗш хут килнӗ тăванӗсене тав турӗ, хăнасен тумӗсене ырларӗ. Малашне çакăн пек уявсене Карсаковсен, Назаровсен çитӗннӗ ывăл-хӗрӗсене те хутшăнтармалли çинчен каларӗ, пирӗн йăха малалла тăсакансем вӗсем-çке. Кил хуçи мăшăрӗ, чăваш фольклорне юратакан Светлана Сергеевна хăнасене чăваш халăх юрри-ташшипе савăнтарнăшăн тав турӗ. Пурне те сывлăх, çитӗнӳ сунчӗ: «Шурсухалсем, эпир сире юрататпăр, хаклатпăр, хисеплетпӗр».

Хăнасем те тав сăмахӗсӗр тухса каймарӗç – кил хуçисене тарават кӗтсе илнӗшӗн, уява илемлӗ йӗркелесе ирттернӗшӗн тав турӗç. Ноябрьте Димитрий Солунский уявне кам патӗнче ирттерессине калаçса татăлчӗç те килӗсене саланчӗç. Çак çутă уява тăванăмăрсем нумай çул ырăпа аса илсе пурăнӗç.  

 

Геннадий КАРСАКОВ.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Йӗлмел.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: традиции