Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Марье аккан ывăлӗсем тутарла та, чăвашла та пӗр пекех аван калаçаççӗ

– Ун чухне ӗç çыннине кашнине хаклатчӗç – чыслă ятсем, орден-медаль, кашни уявра тенӗ пек парне паратчӗç (утиял, простынь тата ытти те). «Çӗнӗ çул» ятлă район хаçатӗнче те яланах çырса тăратчӗç пирӗн çитӗнӳсем çинчен, Хусантан та журналистсем килкелетчӗç. Район тата колхоз пуçлăхӗсем мана Социализмла Ӗç Геройӗ ятне пама та шут тытнă иккен, çак тӗллевпе документсем хатӗрлеме пуçларӗç ӗнтӗ, мана кантура чӗнтерсе анкетăсем çыртарчӗç. Анчах 1968 çулхи февральте ман пӗрремӗш ача çуралчӗ, эп декрета кайрăм. Ун хыççăн вара ку пуçару путланчӗ, – каласа парать Мария Сергеевна.

Мария Халимова (Ларионова) ашшӗне астумасть, Сергей Сергеевич 1942 çулта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă та икӗ уйăхранах хыпарсăр çухалнă. Хӗрача ун чухне тăватă çулта çеç пулнă. Амăшӗ куллен колхоза çӳренӗ, мӗн хушнă – çавна тунă. Çурма тăлăх Марье 7 класс пӗтерсенех колхоз ӗçне пуçăннă.

Ӗçлеме васкарăмăр

– Эпӗ Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 1937 çулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче çуралнă. Шкулта пӗрле вӗреннӗ Ванькка Маркова, Валя Кадировăна астăватăп. 1-мӗш класра пире Ольга Михайловна вӗрентрӗ, Хулаçырминченччӗ. Шкул пӗтернӗ хута илмесӗрех эпир Сима Назаровăпа çырма леш майӗнче вырнаçнă Суворов ячӗллӗ колхоза куллен çӳреме пуçларăмăр, ӗçлеме васкарăмăр. 

Ун чухне кунта сурăх, сысна, лаша нумайччӗ. Ирех каяттăмăр та выльăхсем валли пысăк хуранпа улăм хурса тăрса çӗрулми пӗçереттӗмӗр. Унтан миххе кӗл тултарса хире тăкма йăтса утаттăмăр. Çуркунне енне хире юр купалама çӳреттӗмӗр. Ку колхозра кладовщикра пирӗн Альтук акка упăшки Сантăр Пришельцев тăратчӗ. 1952 çулхи декабрьте анне шăнса пăсăлчӗ те вилсе кайрӗ. Анне пӗчӗк пит-куçлăччӗ, чеченччӗ. Вăл вилнӗ чухне Вера акка вербовкăпа ялтан тухса кайнăччӗ, Николай тете (ăна эпир Саня теттӗмӗр) салтакраччӗ. Çапла вара эпир килте Илюк тетепе (1932 çулхи) çеç юлтăмăр. Вăл Кивӗ Чукалти МТСра тракториста вӗренсе тухрӗ те Миккалай Чашкинпа пӗрле ӗçлерӗ. Илюк тете чирлӗ аннене çав тери лайăх пăхрӗ. Анне вара ăна вилес умӗн: «Пуçу çинче мӗн чухлӗ çӳç пӗрчи, çавăн чухлӗ пехил сана», – тесе хăварчӗ. 

Суворов колхозне пӗтерсен эп Ленин ячӗллӗ колхоза куçрăм, унта кӳршӗ хӗрӗпе Рая Шагаевăпа сыснасем пăхма пуçларăмăр. Каярах Марье  Амосова та пирӗн пата килчӗ. Çапла темиçе çул пӗрле туслăн ӗçлерӗмӗр, пӗр-пӗрне сивӗ сăмах каласа курман. Укçа паман пире колхоз ун чухне, ӗç кунӗ çеç лартса пынă. Çавсене шутласа вара кӗркунне тырă паратчӗç, – аса илет ачалăхне тата çамрăклăхне Марье акка.

Тутар ялне ӗçлеме куçни

1959 çулта вара ун пурнăçӗнче улшăну пулать. Çӗнӗ Йӗлмелпе Çӗнӗ Чукал (тутар ялӗ) пӗр-пӗринчен виç çухрăмра çеç вырнаçнă. 1950-мӗш çулсен пуçламăшӗнче вӗсене пӗр колхоза пӗрлештереççӗ те Бауман ятне параççӗ. Çӗнӗ Чукалта вăл вăхăтра выльăх питӗ нумай усранă: 1000 ытла пăру (вӗсене 10 çын пăхнă), 800 пуçа яхăн сурăх  (7-8 çын пăхнă), 700 – 800 путек (7-8 çын пăхнă), 200 – 300  лаша  (4-5 конюх пăхнă). Сăвакан ӗнесем те нумай пулнă. Çавăнпа Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи 6 хӗре Çӗнӗ Чукала ӗне сума илсе кайнă, унта дояркăсем кирлӗ пулнă.

– 1959 çулта пире доярка пулма Çӗнӗ Чукала куçарчӗç, пушă пӳрт пачӗç. Эпир вара çакăнта пурăнма пуçларăмăр: эпӗ, Рая Шагаева, Галя Тарасова, Тарье Антипова, Нина Кадирова, Тякка Хветуçӗ. Каярах виçшер çынна пайласа çын патне хваттере ячӗç. Колхоз çумӗнче хăна çурчӗ туса лартсан вара унта пурăнтăмăр. Хамăр яла эрнене пӗрре çеç кайса çимелли илсе килеттӗмӗр. Пурӗ 30 доярккăччӗ. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен пирӗн хыççăн кунта каярах çамрăксем те ӗне сума килчӗç: Валя Абрамова, Елюк Гусева, Люся Пришельцева, Валя Антонова... 1961 çулта укçа улшăнсан вара пире ӗçшӗн кăштах укçа пама пуçларӗç.

1962 çулта председателе Равиль Низаметдинов ларсан колхоз çӗнӗ вăйпа çӗкленсе кайрӗ, выльăх пăхассипе районта кăна мар, республикипех малтисен ретне тăчӗ. Ун чухне кашни дояркăн 10 ӗнеччӗ, алăпа сăваттăмăр. Мана колхоз председателӗ Сартунккаран тата виçӗ пуç ăратлă ӗне кӳрсе пачӗ.

Интернационаллă çемье

Эпӗ 1965 çулта кашни ӗнерен 3 пин те 559 килограмм, 1966 çулта вара 3 пин те 656 килограмм сӗт суса илсе Çӗпрел районӗнчи дояркăсен хушшинче пыракан ăмăртура пӗрремӗш вырăн йышăнтăм. 1966 çулхи мартăн 29-мӗшӗнче мана Ленин орденӗпе наградăларӗç. 1967 çулхи мартăн 12-мӗшӗнче Тутар АССР Верховнăй Совечӗн депутатне суйларӗç, çапла 6 çул депутат пултăм. Уншăн уйăхсерен 60 тенкӗ тӳлесе тăратчӗç. Хусана сессисене район пуçлăхӗ Ахметов хăй илсе каятчӗ, 3-4 кунран каялла  илсе килетчӗ. Колхозра ялан район семинарӗсем иртетчӗç. 1967 çулта вара эпир Çӗнӗ Чукал çыннипе Зиганша Халимовпа (1931 çулхи) пӗрлешсе интернационаллă çемье çавăртăмăр, вăл колхоз председательне çăмăл машинăпа турттаратчӗ. Тӳрех колхоз çумӗнче хамăр валли уйрăм пӳрт лартма пуçларăмăр, тепӗр çул пӗтертӗмӗр.

Эп нихçан та пуçлăхсене хирӗçлесе, тавлашса курман, хушма ӗç те хăратман мана. Мӗн хушнине веçех вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă, çавăнпа мана хисеплетчӗç. Мана кăна мар, ун чухне ӗç çыннине кашнине хаклатчӗç – чыслă ятсем, орден-медаль, кашни уявра тенӗ пек парне паратчӗç (утиял, простынь тата ытти те). «Çӗнӗ çул» ятлă район хаçатӗнче те яланах çырса тăратчӗç пирӗн çитӗнӳсем çинчен, Хусантан та журналистсем килкелетчӗç. Район тата колхоз пуçлăхӗсем мана Социализмла Ӗç Геройӗ ятне пама та шут тытнă иккен, çак тӗллевпе документсем хатӗрлеме пуçларӗç ӗнтӗ, мана кантура чӗнтерсе анкетăсем çыртарчӗç. Анчах 1968 çулхи февральте ман пӗрремӗш ача çуралчӗ, эп декрета кайрăм. Ун хыççăн вара ку пуçару путланчӗ, – каласа парать Мария Сергеевна.

Ачасене сиккипе чупса çӳресе ӳстертӗм

Икӗ уйăхран декретран тухсан вара вăл ӗçне улăштарнă, фермăна пăру пăхма кайнă. 

– Ну нуша куртăм та ачасем пӗчӗк чухне! Декретра нумай лартмастчӗç, ӗçе илсе каятчӗç ун чух. Ку ялта ман тăвансем, çывăх çынсем, пулăшакансем çук, ачасене никам патне те хăварма çукчӗ. Фермăран чупса киле-киле ачасене ӗмӗртеттӗм, çăваттăм. Унтан каллех хăйсене çеç хăвараттăм. Куç-пуçран вут тухатчӗ. Юрать, колхоз çумӗнче пурăнатпăр, килме инçе марччӗ. Ачасене çапла сиккипе чупса çӳресе ӳстертӗм, питӗ йывăр пулчӗ. Пурӗ эп фермăра 46 çул вăй хутăм, – тет Марье акка.

Мария Сергеевна тата Зиганша Мингалиевич тăватă ывăл çуратса ӳстернӗ – Ирек, Ильхам, Ильдам, Ильгам. Телее, вӗсене нушаллă ӳстерни сая кайман. Ачисем пурте ятарлă пӗлӳ илнӗ, ачаллах лайăх ӗç воспитанийӗ илнӗскерсем, чыслăн ӗçлеççӗ. 

Ирек Ульяновскри автомеханика техникумӗнчен вӗренсе тухнă, Елабугăри милици шкулне, Хусанти юридици институтне пӗтернӗ. Çӗпрел районӗнчи шалти ӗçсен уйрăмӗнче ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухрӗ, чылай çул уголовнăй шыравпа  патшалăх автоинспекцийӗн службисене ертсе пычӗ, майор званипе тивӗçлӗ канăва кайрӗ. Кайран районти суд приставӗсен пуçлăхӗнче ӗçлерӗ, подполковнике çитрӗ. Ун ывăлӗ Ленар Хусанти «Ак Барс-2» хоккей командинче вылярӗ. Унтан «Нефтяник» (Элмет), «Прогиб» (Румыни), «Чебоксары» (Шупашкар) командăсен чысне хӳтӗлерӗ. Халӗ «Кристалл» (Саратов) командăра вылять. Иртнӗ сезонра вăл ВХЛра чи лайăх хӳтӗлевçӗ ятне илчӗ. 

Ильхам Пăвари ветеринари техникумӗнчен вӗренсе тухнă, Ульяновскри ял хуçалăх институтӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. Колхозри тӗп ветеринари врачӗ, 6 çул вырăнти колхоз пуçлăхӗ пулчӗ. Халӗ «Халимов» ятлă хресченпе фермер хуçалăхне ертсе пырать, хăйӗн 100 гектар çӗр, 20 ӗне. Амăшӗпе çумлăн пӳрт лартнă, ăна кунне темиçе хут пырса кайса пăхса тăрать. 

Ильдам Теччӗри ял хуçалăх техникумне пӗтернӗ, «Дрожжаное агро» фирмăн Çӗнӗ Чукалти филиалӗн управляющийӗ. Унсăр пуçне килӗнче мăшăрӗпе 10 ӗне тытаççӗ, патшалăха сӗт сутаççӗ. Ильдам арăмӗ те, хăй пекех, çурма чăваш, çурма тутар. 

Марье аккан кӗçӗнни вара, Ильгам, Хусанти кооператив институтӗнчен вӗренсе тухнă, районти заготконтора пуçлăхӗ те пулнă пӗр вăхăт. Кивӗ Çӗпрелӗнче пурăнать, Мускава вахтăпа çӳрет. 

– Шел, ашшӗ чире пула 67 çултах çӗре кӗчӗ çав, ачасен çитӗнӗвӗсене чылайăшне кураймарӗ. Ачасем ăслă, тăрăшуллă пулчӗç, нимле ӗçрен те пăрăнмарӗç, ӳркенекеннисем пулмарӗç. Ӳсерех парсан питӗ пулăшрӗç хамăра, ман пата фермăна пулăшма чупатчӗç, хирте чӗкӗнтӗр çумлатчӗç, килти выльăхсене пăхатчӗç. Çакăншăн савăнатăп. Таваттăшӗ те ачаранах чăвашла лайăх калаçаççӗ. Кашни ачан икшер мăнук ӗнтӗ паян. Ачасем те, мăнуксем те шăнкăравласа кăна тăраççӗ, тăтăшах сывлăха ыйтса пӗлеççӗ. Часах 85 çул тултаратăп ӗнтӗ, пенси лайăх илетӗп. Мана урăх нимех те кирлӗ мар. Сывлăх кăна пултăр. Эсир те чипер çӳрӗр, Турă сыхлатăр, –  вӗçлет калаçăва Марье акка.

Çӗпрел районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей