Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Михаил Пришвинăн калавӗсем – икӗ чӗлхепе

Кăçал çӗршывăмăр Михаил Пришвин (1873–1954) çыравçă тата публицист çуралнăранпа 150 çул çитнине паллă тăвать. Михаил Михайлович – çутçанталăкпа тăван çӗр юрăçи. Хайлавӗсенче вăл мӗнпур тавралăха – тискер чӗрчунсемпе кайăксене, йывăç-курăка, тăватă ураллă туссене – юратни çинчен çырнă.

Сумлă датăна халалласа Чăваш кӗнеке издательстви 2022 çулта М.Пришвинăн хайлавӗсене пухса кăларма йышăннăччӗ. Нумаях пулмасть вара «Лесной доктор. Вăрман тухтăрӗ» кăларăм кун çути курчӗ. Эппин, вăл кӗçех библиотекăсемпе лавккасене çитӗ. Ăна кӗçӗн çулхи ачасем валли хатӗрленӗ. Кӗнекене çыравçăн тăхăр калавӗ кӗнӗ. Чăвашла вӗсене Валерий Алексин куçарнă, ӳнерçи – Светлана Бритвина, редакторӗ – Ольга Иванова.

Çуркунне çитсен пӗтӗм тӗнче ыйхăран вăранать. Çак вăхăта писатель «Йывăçсем пӗр-пӗринпе пуплешни» калавра илемлӗ сăнласа парать. Йывăçсемпе тӗмсем те пӗр-пӗринпе «пуплеме» пултараççӗ-мӗн: «Акă йывăçсем пӗр-пӗринпе пăшăлтатса калаçма пуçларӗç; хурăн хăйӗн аякра тăракан пӗлӗшне чӗнсе илсе тем каласшăн, çамрăк ăвăс уçланкă варрине сиксе тухнă та хăй пекех яштака тантăшне тураттипе сулласа йыхăрать, çӗмӗрт хăй тăванне папкаллă туратне тăсса парасшăн». Пур çӗрте те пурнăç вӗресе тăрать. Çакна курма çеç пӗлмелле.

Çурхи хӗвел ӳсен-тăрана кăна мар, чӗрчунсемпе хурт-кăпшанка те чӗрӗлӗх кӗртет. «Шапа чӗппи» хайлав шăпах çавăн пек ӗç-пуç çинчен каласа парать: «Кăнтăрла пӗр-ик сехетлӗхе те пулин юр çинче тӗрлӗ-тӗрлӗ нăрăсемпе эрешменсем, ӳпре таврашӗсем йăшăлтатса вӗçкелеме пуçлаççӗ. Юр айӗпе çурхи шыв юха пуçласан кӗрен шапа чӗппи ыйхăран вăраннă. Айванскер юра сирсе хӗвел питтине тухнă та çуркунне çитнӗ пуль-ха тесе çулçӳреве пуçтарăннă…» Ку ăнтăлу мӗнпе вӗçленнӗ-ши? Калавпа паллашсан пӗлейӗр.

Михаил Пришвин чӗрчунсемпе вӗçен кайăксен пурнăçне чухлани кашни хайлавӗнчех сисӗнет. Вăл сăнлакан пулăмсем чӗррӗн куç умне тухаççӗ. Çутçанталăк вăрттăнлăхӗсене вулакана та уçса парать çыравçă. Чӗрӗп хаçата вăрманти типӗ çулçă вырăнне хурса унран йăва çавăрма пултарать иккен («Чӗрӗп»). Тăрна умлăн-хыçлăн хӗрӗх виçӗ шапа та çисе яма пултарать-мӗн («Тăрнашка»). Вăрман та темиçе хутлă: «Вӗçен кайăксемпе тискер чӗрчунсен вăрманта кашнин хăйӗн вырăнӗ пур: шăшисем çӗр айӗнче шăтăк тăваççӗ, шăпчăксемпе ытти кайăксем хăйсен йăвине çӗр çине çавăраççӗ, сульхасен йăви çӳллӗрех вырăнта, тӗмӗсем çинче, улатаккасем, кăсăясемпеле тăманасем тата çӳлерех, йывăç хăвăлӗнче, пурăнаççӗ, вăрманти çӳлти хута çăткăн кайăксем – хурчкасемпе ăмăрткайăксем – йышăнаççӗ» («Вăрман миçе хутлă»).

Мӗнле кайăка «вăрман тухтăрӗ» тесе калаççӗ-ши тата? Ку ыйту хуравне пурте пӗлеççӗ-тӗр. Тӗплӗнрех вара «Вăрман тухтăрӗ» хайлавра тупса вулама май пур.

Михаил Пришвинăн кӗнеки пӗчӗк вулакансемшӗн паха парне пуласса шанатпăр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: птицы