Михаил Сениэль поэт çуралнăранпа – 85 çул
Паян пирӗн ентешӗмӗр, паллă поэт Михаил Сениэль çуралнăранпа 85 çул çитрӗ.
1940 çулхи раштав уйăхӗн 30-мӗшӗнче Тутарстанри Аксу районне кӗрекен Саврăшпуç ялӗнче çуралнă. 1954 çулта Саврăшпуçӗнче тулли мар вăтам шкул, 1957 çулта Аксура вăтам шкул, 1959 çулта Чистайра медицина училищи пӗтернӗ. Ун хыççăн икӗ çул хушши Аксу районӗнчи ялсенче фельдшерта ӗçленӗ.

Михаил Сениэль. 1962 – 1967 çулсенче Михаил Сениэль Хусан университетӗнче историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Университет пӗтерсен ăна ӗçлеме Чăваш кӗнеке издательствине яраççӗ. Унта вăл вун икӗ çул малтан ахаль редакторта, унтан аслă редакторта вăй хурать.
Михаил Сениэль 1974 çултанпа – СССР Писательсен союзӗн пайташӗ. 1987 – 1989 çулсенче Мускавра литература институчӗ çумӗнчи аслă курсра вӗреннӗ.
Михаил Сениэль кӗнекисем Шупашкарта та, Мускавра та тухнă. Сениэль хайлавӗсене украин, белорус, поляк, еврей, тутар, азербайджан, пушкăрт, туркмен, осетин, сербохорват, итали, француз, акăлчан, яппун чӗлхисене куçарнă.
Михаил Павлович сумлă çемьере çуралса ӳснӗ. Ашшӗпе амăшӗ Павел Гавриловичпа Вера Гавриловна Егоровсем ялта хисеплӗ çынсем пулнă. Çичӗ ывăл – Михаил, Иван, Петр, Григорий, Николай, Сергей, Владимир – тата икӗ хӗр – Зинаида тата Елизавета – çуратса ӳстернӗ Егоровсем. Михаил Павлович çемьере асли пулнă.

Михаил Сениэль ашшӗ-амăшӗпе тата пӗртăван шăллӗсемпе.
Чăваш литературинче ят-сум çӗнсе илнӗ аслă тетӗшӗ мӗнпе асра юлнине Михаил Сениэлӗн кӗçӗн шăллӗ, Тутарстанри паллă чăваш композиторӗ, тава тивӗçлӗ педагог Владимир Егоров акă мӗнле аса илет:
– Миша тете мана иккӗмӗш атте пекех туйăнатчӗ. Сăмах май, мана вăл ят хунă та. Професси илсе фельдшерта ӗçлекенскер, тете эп çуралнă вăхăтра шăпах яла отпуска килнӗ пулнă иккен. Унăн флотра хӗсметре тăракан Володя ятлă чи çывăх юлташӗ те канма килнӗ. Тусӗн ятне хурас тенӗ пулас мана... Миша тете питӗ ăслăччӗ. Шупашкарта вӗреннӗ чухне эпӗ ун патӗнче нумай пурăннă. Каçсерен пӗрле уçăлма тухаттăмăр та хамăрăн тепӗр ентешӗмӗрпе Алексей Александрович Трофимовпа тӗл пулаттăмăр. Миша тете хура беретка тăхăннă академика аякранах асăрхатчӗ те: «Ав Элекçей хăта килет», – тетчӗ. Çӳреттӗмӗр вара виçсӗмӗр Шупашкарти раща хӗррипе. Тем çинчен те калаçатчӗç вӗсем, итлеме çав тери кăсăкчӗ... Миша тете çулла яланах утă çулма килетчӗ. Хам пӗчӗк чух вăл киле посылкăсем тăтăш ярса тăнине астăватăп. Посылкăна илме почтăна анне яланах мана яратчӗ. Посылкăра мăйăр, конфет тавраш, ытти тутлă çимӗç туллиехчӗ вара. Мана ун чух тата мӗн кирлӗ пулнă ӗнтӗ?.. – ăшшăн аса илет тетӗшне Владимир.
Сăнӳкерчӗксем Егоровсен çемье архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев