News by date 30 December 2025
-
Музейсенче Çӗнӗ çула кӗтсе илни
Çӗнӗ çул уявӗ кашни киле, яла, хулана килессе кӗтетпӗр, уяв мероприятийӗсене ирттеретпӗр. Культура учрежднийӗсм пӗр-пӗринпе ăмăртмалла Çӗнӗ çул концерчӗсем, спектаклӗсем лартаççӗ
-
Çухатнă япаласем хуçисене кӗтеççӗ
Хусанти метрора декабрь уйăхӗнче пассажирсем 200 япала манса хăварнă
-
Пурхил тетен музейӗ пушă лармасть
Чăваш халăх поэчӗн Порфирий Васильевич Афанасьевăн тăван ялӗнчи, Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи музейӗ (ăна поэтăн килӗ вырăннех лартнă) хӗл кунӗнче те пушă тăманни савăнтарать. Хӗллехи каникул пуçланас умӗн Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗн вӗренекенӗсем экскурсире пулнă.
-
Михаил Сениэль поэт çуралнăранпа – 85 çул
Паян пирӗн ентешӗмӗр, паллă поэт Михаил Сениэль çуралнăранпа 85 çул çитрӗ.
-
Юрăхсăр кӗпе
Çӗнӗ çул çывхарса килет. Ыран шкулта ёлка. Костюм конкурсӗ пуласси пирки калакан пӗлтерӳ умӗнче шкул ачисем хытах шавланине илтсен Ирина чарăнса тăчӗ. Саша та кунтах. Вăл 7-мӗш класра вӗренет, унран пӗр çул çеç аслăрах. Саша кашни çулах чаплă костюм хатӗрлет. Вăл ытла та тӗлӗнмелле тум шухăшласа кăларма пултарнинчен тӗлӗнет Ирина.
-
Пирӗн Дима ҫарта та Хӗл Мучи!
Талантлӑ ҫын салтакра та хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма майсем тупать.
-
2026 – Вутлă Лаша çулӗ
Китай календарӗнче 2026 çул Вутлӑ Лаша паллипе иртет, вӑл февралӗн 17-мӗшӗнче пуçланӗ, 2027 çулхи февралӗн 5-мӗшӗччен пырӗ. Лаша çулӗ хӗрӳ туйӑм, хускану, хӑюллӑ шухӑшсемпе ӑраскаллӑ йышӑнусен вӑхӑчӗ пулма шантарать. Лаша – хӗвелтухӑç зодиакӗн ирӗклӗхе юратакан чӗрчунӗсенчен пӗри, вут-çулӑм стихийи ӑна хавхалану, чӑрсӑрлӑх тата кӗтмен япала хӗлхемӗ парать. 2026 çул – пӗр вырӑнта тӑма юраман çул. Йӑлтах улшӑнӗ: çынсем, лару-тӑру, çил те урăх енне вӗрме тытăнать. Çакӑн пек çулсенче лидерсем, художниксем, тӗпчевçӗсем, революционерсем çуралаççӗ. Сывлӑшра улшӑнусен вăйӗ хуçаланнине лӑпкӑн пурӑнакансем те сисӗç.