Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пурхил тетен музейӗ пушă лармасть

Чăваш халăх поэчӗн Порфирий Васильевич Афанасьевăн тăван ялӗнчи, Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи музейӗ (ăна поэтăн килӗ вырăннех лартнă) хӗл кунӗнче те пушă тăманни савăнтарать. Хӗллехи каникул пуçланас умӗн Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗн вӗренекенӗсем экскурсире пулнă.

Музей ӗçченӗсем ачасене Порфирий Афанасьев литературăра пӗрремӗш утăмсене мӗнле туни, тăван тавралăха, халăха юратса произведенисем çырма мӗн хавхалантарни çинчен каласа панă.

Ачасене ытларах поэтăн ӗç сӗтелӗ килӗшнӗ. Шăп çак сӗтел хушшинче çырăннă-çке унăн сăввисемпе прозăллă произведенийӗсем. Музейре поэтăн харпăр япалисем, кӗнекисемпе тӗрлӗ вăхăтра ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗкӗсем нумай.

Ачасемпе çакнашкал литература экскурсийӗсем йӗркелени ачасене поэтпа лайăхрах паллашма пулăшать, тăван литературăпа кăсăклантарать. Экскурсире пулса курнă ачасем те акă П.В.Афанасьевăн тата ытти чăваш писателӗсемпе поэчӗсен пултарулăхӗпе тӗплӗнрех паллашас килнине пӗлтернине хыпарлать район сайчӗ.

(Т.Васильева сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество