Пирӗн Дима ҫарта та Хӗл Мучи!
Талантлӑ ҫын салтакра та хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма майсем тупать.
Хусанти тата Тутарстанри чӑваш мероприятийӗсене нумай ҫул ертсе пыракан маттур чӑваш каччи Дмитрий Мясников халӗ салтакра пулнине «Сувар» хаҫат тусӗсенчен нумайӑшӗ пӗлет. Инҫетре - Уссурийскра - хӗсметре тӑрать вӑл.

Пултаруллӑ качча унта та асӑрханӑ. Дима салтак тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ май тӗрлӗ культура мероприятийӗсене хутшӑнма та ӗлкӗрет. Акӑ вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн Хӗл Мучи пулса ачасене саламлама кайнӑ иккен.
Маттур, Дима! Талантлӑ ҫын салтакра та хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма май тупать.
Д. Мясников архивӗнчи сӑнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев