Музейсенче Çӗнӗ çула кӗтсе илни
Çӗнӗ çул уявӗ кашни киле, яла, хулана килессе кӗтетпӗр, уяв мероприятийӗсене ирттеретпӗр. Культура учрежднийӗсм пӗр-пӗринпе ăмăртмалла Çӗнӗ çул концерчӗсем, спектаклӗсем лартаççӗ
ТР Наци музейӗпе филиалӗсем Çӗнӗ çула хатӗрленсе интереслӗ кăсăк мероприятисем хатӗрленӗ.
Сакăр çултан аслăраххисем валли «Прекрасный праздник – Новый год» интерактивлă элементсемпе йӗркеленӗ экскурси программи çемье хаклăхӗсем çинчен ăнлантарать, Раштав, Çӗнӗ çул уявӗсене XIX ӗмӗрте мӗнле ирттернине каласа параççӗ.
Наци музейӗнче «Вокруг света» курава ятарласа çак уяв тӗлне йӗркеленӗ, хӗллехи каникулсем вӗçленичченех пырать вăл. Çутă пиншер çул çынсен аталанăвӗ, культури çине витӗм кӳни çинчен каласа парать экспозици.
Кӗçӗннисем валли хатӗрленӗ «Её величество Тень. Из истории теневых театров» мӗлкесен театрӗн историне те каласа парать, килте авăн пек театр тума та вӗрентет, пӗрремӗш урокӗсене вырăнтах ирттерет.
Уяв кунӗсенче, хӗллехи каникулсене Наци музейне Пăхăр ту хуçи илет, анчах вăл хаклă чулсем тултарнă шкатулкине çухатнă иккен. 8 çултан аслăраххисемвалли квест-экскурси кăсăк пулӗ, чылай усăллине пӗлеççӗ ачасем.
Çакăнтах кӗçӗннисене Çӗнӗ çул открыткине, ӗмӗтсен çуртине тума хăнăхтаракан мероприятисем те тума вӗрентеççӗ. «Путь дракона» квест Тухăç мифологийӗпе паллаштарать.
Çӗнӗ çул ТР Наци музейӗн филиалӗсенчи программăсем
ТР Наци музейӗн филалӗсенче: А.М. Горький ячӗллӗ музейри «Горьковские ёлки» Çӗнӗ çул уявӗ çеç мар, культурăпа çутӗç программи те. Максим ятлă кушакпа МарияДеренкова барышньă ачасене музей кăтартаççӗ çеç мар, асамлă арчари авалхи япаласем çинчен те нумай интереслине каласа параççӗ. Çакăнтах çăкăр пӗçерекен тутлă булкăсем пӗçерме вӗрентет.
Е.А. Боратынский ячӗллӗ музейре «Рождественский визит» программа январӗн 2-мӗшӗнче пуçланать. Уяв экскурсийӗсем 200 яхăн çул каялла çак çуртра пурăннă Боратынскийсен Раштава хатӗрленсе илемлетнӗ çуртӗнче пулаççӗ. Юрпикепе Çӗнӗ çул юррисене те юрлаççӗ.
Музей Л.Н. Толстой ячӗллӗ музейре те январӗн 11-мӗшӗчченех вăйă программисем пыраççӗ. 12 – 14 çулсенчи ачасене Лев Толстой çемйинчи уяв йăлисене каласа параççӗ. Бал регламенчӗпе паллаштараççӗ, веер «чӗлхине» вӗрентеççӗ.
Шариф Камалăн мемориал-музейӗнче (Тутар кӗнеке çурчӗ)
ыран тутарсен чей ӗçессин йăлисем çинчен каласа параççӗ. Чăн-чăн тутар чейне мӗнле хатӗрленинекаласа параççӗ, пылак чейпе хăналаççӗ. Каникул вăхăтӗнче унтах «Бүләкләр экскурсиясе» парнелӗх кӗнекесен экскурсийӗ,Кивӗ тутар слободинче Çӗнӗ çул открыткине тума вӗрентеççӗ. Январӗн 6-мӗшӗнче кивӗ журналсенчен коллаж тума пуçтарасси те кăсăк пулӗ. Тутар писателӗсен Çӗнӗ çулӗ çинчен итлес текенсене январӗн 7-мӗшӗнче кӗтеççӗ. Тепӗр кунах «Ночные посиделки у Шарифа Камала». Писатель пурăннă çуртри хваттерсене те кӗрсе курӗç хăнасем, сӗтелçи вййисене те вылӗç,чмузыка итлесе чей ӗçӗç. Шариф Камал музейӗнчи уяв программи январӗн 9-мӗшӗнче «Как создается современная музыка» лекципе вӗçленеççӗ.
В.И.Ленин ячӗллӗ музей те Çӗнӗ çула ХIХ ӗмӗрте кӗтсе илни çигнчен экскурси йӗркеленӗ. Çӗнӗ çул вăййисем кӗтеççӗ ачасене, чăрăша мӗнле илемлетни çинчен каласа параççӗ. Совет Союзӗнче ӳкернӗ мультфильмсем кăтартаççӗ.
Орловсен усадьбинчи Раштав уявӗсен тӗп шухăшӗ – çемье тата çемье йăлисем. Печищи ялӗнчи Янка Купала музейӗнче, Красновидово ялӗнчи А.М.Горький музейӗнче, Г.Тукай ячӗллӗ литературамузейӗнче – Çӗнӗ çула ТР Наци музейӗн пур филиалӗнче те интереслӗ программăсемпе кӗтсе илеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев