Юрăхсăр кӗпе
Çӗнӗ çул çывхарса килет. Ыран шкулта ёлка. Костюм конкурсӗ пуласси пирки калакан пӗлтерӳ умӗнче шкул ачисем хытах шавланине илтсен Ирина чарăнса тăчӗ. Саша та кунтах. Вăл 7-мӗш класра вӗренет, унран пӗр çул çеç аслăрах. Саша кашни çулах чаплă костюм хатӗрлет. Вăл ытла та тӗлӗнмелле тум шухăшласа кăларма пултарнинчен тӗлӗнет Ирина.
– Саша ёлкăра кам пулатăн? Костюму хатӗр-и? – ыйтрӗ вăл арçын ачаран.
– Аюк, каламастăп. Ун пек интереслӗ мар. Ыран курăн ак, – терӗ Саша. – Ху тата хатӗрлесе ӗлкӗртӗн-и? Сӗнӳ пур. Калам-и? Эс вутăшпи çинчен илтнӗ-и?
– Çук, ан кала. Интереслӗ пулмасть, – хуравларӗ Ирина. Те «вутăшпи» тени килӗшмерӗ, те сăмахне ăнланманни вăтантарчӗ.
Ирина кашни кун кӗписене çавăркаласа пăхать-ха. Анчах паян кун та юрăхлă кӗпе тӗл пулмарӗ. Юр пӗрчи пулӗччӗ – шурă кӗпи çук. Хура çӗр пулма хура кӗпе кирлӗ, каллех çук... Йăлтăркка сарă атласран çӗленӗ кӗпине тăхăнса пăхрӗ – килӗшмерӗ: арки ытла тăвăр, утма кансӗр. Тепре тăхăнса пăхрӗ – килӗшмерӗ: чӗркуççинчен ытла çӳлте, эппин – кӗске. Паян тата тепре тăхăнса пăхрӗ пилӗксӗр кӗпене, пиçиххи çукран шăлт пулă евӗр курăнать кӗлетки. Ним илемӗ те çук. Кам валли çӗленӗ ӗнтӗ? Илемлӗ пусмана сая янă çеç. Кӗпи пур-ха, çук тесе калаймăн. Анчах ниçта тăхăнса кайма та юрăхлă мар.
Тем шыранăн Ирина кӗнеке çӳлӗкӗсене тӗрӗслерӗ. Кунта çӳç тыттармалли ăпăр-тапăр тултарнă коробка ларать. Вӗсене çавăркаласа пăхрӗ. Унтан юнашар коробкине уçрӗ. Кунта тӗрлӗрен хутсем пур. Анчах ниепле те япаласене пӗр çӗре пуçтарса мӗн-тӗр ăсталама пултараймарӗ Ирина.
Пулă… Сарă пулă… Такама ӳпкелесе Ирина тепӗр хут куçкӗскирен хăй çине пăхса илчӗ. Сарă пулă мар, ылтăн пулă! Çакна асăрхасан Ирина шалт тӗлӗнсе кайрӗ. Темле вăрттăнлăх тупрӗ тейӗн, куçӗ чарăлса кайрӗ, тути кулать.
Ирина кӗнеке шкапӗ патне пӗчӗк утăмсемпе пусса пычӗ те открыткăсенчен çӗлесе çыпăçтарнă коробкине сӗтел çине илсе хучӗ. Кунта унăн чи паха япалисем упранаççӗ. Тӗрлӗ канфет хучӗсем айӗнчен йăлтăркка чей хучӗсене туртса кăларчӗ. Темӗн чухлӗ пуçтарăннă. Ара, икӗ çул хушши пухать те. Ирина тӗпелтен чейник хуппине илсе килчӗ те чей хучӗсем çине çаврашкасем йӗрлеме пикенчӗ. Касса кăларнă йăлтăркка çаврашкасене хытă хут çине çыпăçтарса тухрӗ. Пулă хуппи хатӗр. Çӗлесе тухмалли çеç юлчӗ. Пулă хуппине кӗпе çумне пӗр вырăнтан çеç çирӗплетмелле, тӳме лартассинчен те хăвăртрах пулнипе ӗç вăраха пымарӗ.
Халь кӗске кӗпине епле тăсмалли çинчен шухăшларӗ хӗрача. Чăрăш илемлетме тесе илнӗ çинçе дождик çипписем куç тӗлне пулсан тупсăмӗ тупăнчӗ. Ирина вӗсене кӗпе аркинчен çӗлесе тухрӗ – ку пулă хӳри пулчӗ. Костюм хатӗр.
Теттесемпе илемлетнӗ чăрăш ларакан пӳлӗме кӗрсен Ирина пӗрле вӗренекенсенчен нумайăшне паллаймарӗ. Кам кăна çук кунта! Пурте тенӗ пек маска тăхăннă тата. Ирина пӳлӗм тепӗр вӗçӗнчен рыцарь тумне тăхăннă арçын ача хăй патне утса килнине асăрхарӗ. Анчах кам иккенне паллаймарӗ, питне хупланă. Рыцарь аллине тăсрӗ:
– Тӗлӗнтересшӗн пултăм та, анчах кăçал чи чаплă костюм санăн, Ылтăн Пулă. Саламлатăп! Эпӗ сана ӗнер Вутăшпи тумне хатӗрлеме сӗнесшӗнччӗ, – терӗ хайхискер Саша сассипе.
– Саша, эсӗ кашни çулах тӗлӗнтеретӗн. Сана та саламлатăп, Рыцарь – Львиное Сердце! – хуравларӗ Ирина.
Уяв вӗçӗнче Сашăна та, Иринăна та пӗрремӗш вырăн парса чысларӗç. Парнисене илме те пӗрлех утса тухрӗç туссем. Рыцарь Ылтăн Пулла аллинчен çавăтнă, лешӗ çумӗнче вӗттӗн-вӗттӗн утса пынине курсан учительсем те кулмасăр чăтаймарӗç.
Киле таврăнсан Ирина юрăхсăр кӗпене шифоньера вешалка çине çакса хучӗ.
Ирина БОЛЬШАКОВА.
Хусан.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев