Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

2026 – Вутлă Лаша çулӗ

Китай календарӗнче 2026 çул Вутлӑ Лаша паллипе иртет, вӑл февралӗн 17-мӗшӗнче пуçланӗ, 2027 çулхи февралӗн 5-мӗшӗччен пырӗ. Лаша çулӗ хӗрӳ туйӑм, хускану, хӑюллӑ шухӑшсемпе ӑраскаллӑ йышӑнусен вӑхӑчӗ пулма шантарать. Лаша – хӗвелтухӑç зодиакӗн ирӗклӗхе юратакан чӗрчунӗсенчен пӗри, вут-çулӑм стихийи ӑна хавхалану, чӑрсӑрлӑх тата кӗтмен япала хӗлхемӗ парать. 2026 çул – пӗр вырӑнта тӑма юраман çул. Йӑлтах улшӑнӗ: çынсем, лару-тӑру, çил те урăх енне вӗрме тытăнать. Çакӑн пек çулсенче лидерсем, художниксем, тӗпчевçӗсем, революционерсем çуралаççӗ. Сывлӑшра улшӑнусен вăйӗ хуçаланнине лӑпкӑн пурӑнакансем те сисӗç.

ЛАША (1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002, 2014) 

Ку çул сирӗн. Çавăнпа çулталăк шăпана татса паракан йышăнусемпе, улшăнусемпе пуян пулать. Хамăрта чи лайӑххине — хӑюлӑха, уçӑ кӑмӑллӑха, пултарулӑха – кӑтартма шанӑç пулать 2026 çулта. Анчах явап тытма хатӗррине тӗрӗслеме те манмасть. Юратакансен çутӑ, ӑраскаллӑ хутшӑнусем. Ытлашши чупса вӑй-хала тӑкак­ламасан карьерӑра – ӑнӑçу. Ку сирӗншӗн пӗр вăхăтрах çӗнтерӳ те, экзамен та. Халиччен ӗмӗтленсе пурăннисене Лаша çулӗнче çăмăллăнах пурнăçа кӗртме май пулать. 

КАЧАКА  (1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003, 2015) 

Лаша çулталӑкӗнче нумай чупкалама, йăрă пулма тӳр килет. Çулталăк пуçламӑшӗнче пӑшӑрханмаллисем тупăнаççӗ, çăва тухаспа йăлт йӗркеллӗ пулать. Чӗререн пыракан ачаш юрату савăнтарать, кулянмалли пулмасть. Пӗчченнисен çулталăкӗпех романтикăллă тӗлпулусем пулаççӗ. Сирӗншӗн халь чи кирли – ытларах çын çине тухмалла, чуна уçса калаçмалла, ыттисене итлемелле. Çынсене йышăну тума хатӗр пулнине кăтартмалла. Эсир вăйлă çын пулнине пурте курччăр. Япаласене ăнсăртран туянма пăрахсанах финанс лару-тăрăвӗ лайăхланать.  

УПĂТЕ (1920, 1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004, 2016) 

Чăннипех ку çула кун кӗнекинче приключенисен çулӗ тесе палăртма пултаратăр. Лаша сире вăй-хăват хушать, çав вăхăтрах мыскараллă авантюрăсене сӗтӗрсе кӗрет. Хăвăр пӗр проекта вӗçлеме ӗлкӗриччен теприн çине сиксе каймасан, ӗçре йăлт аван пулать. Лаша сирӗнте креативлăх хаклать. Юратура кӗтмен тӗлпулусем хăвăрт çирӗп çыхăнăва çаврăнаççӗ. Харкам пурнăç çулталăкӗпех шавлă, савăнăçлă пулать. 

АВТАН (1921, 1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005, 2017)

Сире лаша микрофон парать курăнать – 2026 çулта эсир мӗн каланине пурте илтеççӗ, итлеççӗ. Ку çулталăк – творчествӑлла çитӗнӳсем, хӑюллӑ йышӑнусем тумалли вӑхӑт. Уйрăмах профессире çирӗп утăмсемпе малалла кайма май пулать. Сирӗн пуçарăвăра ырласа йышăнӗç. Анчах хăвăра пăхăнакансене те, юлташăрсемпе çемйӗре те тӗрӗслесе тăма кирлӗ мар, пурпӗрех хăйсем пек тăваççӗ, Лаша правилăсене пăхăнмасть-­çке. Юратура кӑткӑс самантсем пулсан та хӗрӳллӗ хутшӑнусем нумайлăха асра юлаççӗ. Мӗн суйласа илетӗр – лăпкă та тăнăç пурнăç е кăвар çинчи пек ташлассине?  Татăклă утăм тума вăхăт. Укçа-тенке тăкакланă чух пӗлсе планлани тăнăçлăх кӳрет.  

ЙЫТĂ (1922, 1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006, 2018)

Йытӑпа Лаша пӗр-пӗрне сӑмахсӑрах ӑнланаççӗ. Çулталӑк пулӑшу, çӗнӗ туссем тата ӑшӑ хутшăнусем илсе килӗ. Халиччен кӳреннисене каçарма пӗлсен хутшӑнусем çирӗп­ленеççӗ. Ӗç савӑнтарать, уйрӑмах чӗререн юратакан ӗç савăнăç кӳрет. Лаша сире ӗçре те, харкам пурнăçра та ӗмӗтӗрсене пурнăçлама шанăç парнелет. Хутшăнусенче хӗрӳ туйăм вăйлă эмоцисем çуратаççӗ, кӗтмен пăрăнчăксем сиксе тухаççӗ. 2026 çулта командăпа ӗçлемелли проектсенче çитӗнӳ тăватăр. Финанс лару-тăрăвӗ тăнăç кăна мар, çирӗп­ленет те. Лаша ирӗклӗхе юратать, çавăнпа кашни вак-тӗвеке, кашни утăма тӗрӗслесе тăмалла мар. Ӗçре те, килте те.

СЫСНА (1923, 1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007, 2019)

Çулталӑк ӑнӑçлӑ та кӑмӑллӑ пулать. 2026 çул сирӗншӗн ăнăçу çулталăкӗ, пӗрре чарăнмасăр шав малалла каймалла. Карьера пӗр тикӗс аталанать. Паллах, ку кану çинчен манмалла тенине пӗлтермест. Пӗчӗк чарӑну туни хавхаланăва тата ытларах çӗклет. Çӗнӗ романсем, интереслӗ çулçӳрев­сем, ӗçре улшӑнусем пулӗç Лаша çулӗнче. Анчах туйӑмсене ӑс-тӑна тытса илме ан парӑр, темӗнле васкасан та шутласа илме вăхăт тупăр. Укçа-тенкӗ сфери тӑкаксенче виçелӗх пулнине юратать. Çулçӳревре çӗнӗ çынпа паллашатăр. Лаша çулӗн чи лайăх канашӗ – умра çутă малашлăх чух ӳркенме, кахалланма ан хăйăр.

ЙӖКЕХӲРЕ  (1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008, 2020)

Çулталӑк пурнăç хăвăртлăхӗпе улшӑну илсе килет. Хӑтлă шӑтӑкра хăнăхнă ӗçсемпе аппаланакансене Лаша мӗн-тӗр çӗнни çине куçса пӑхма хистет – бизнес уçсан лайăх-и, пӗр-пӗр харкам проект хута ямалла-и – кашнин хăйӗн суйласа илмелле. Кирлӗ çынсемпе паллашни самай усă кӳрӗ. Карье­ра-барьер ӑмӑртăвӗсене те хутшăнатăр, анчах ытлашши теветкелленни сиенлӗ пуласса асра тытмалла. Юратури туйăмсем хӗрӳ, вăйлă, пӗрлешсе нумай çул телейлӗн пурăнма шанăç пур, анчах сирӗн кашни утăма тахçан малтан шутласа хума пăрахмалла. Чи кирли – хӑвна ху çухатмалла мар. Харăсах темиçе ӗçе пуçăнмалла мар, темиçе çӗре çитме ан васкăр.

ВĂКĂР (1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009, 2021) 

Лаша çулӗнче çавраçиле лекет тейӗн – хӑнӑхнӑ йӗрке арканать. Анчах шӑпах çакӑ кун хыççăн кун пӗр пек тăсăлса пыракан пурнăçа улăштарма пулăшать те. Енчен те эсир пачах урăх çулпа каясшăн-тăк, нимӗнрен хăрамасăр тăвăр çакна, анчах малтан тӗплӗн шутламалли çинчен ан манăр. Ӗçре пулса иртекен çӗнӗлӗхсене хирӗçлеме ан васкăр, хăш чухне калаçа-калаçа пӗр чӗлхе тупма пулать. Харкам пурнăçра сирӗн чăтăмлăха тӗрӗслеççӗ тейӗн, ку тем мар, çаврăнăçуллăрах пулма вӗренмелле, пиçӗ хулă пек. Çапла тусан туйăмсем çӗнелсе çирӗпленеççӗ. Укçа-тенкӗ пӗрмай тăнăç теме çук, çавăнпа пысăкрах тăкак кӳрес япаласене туянассине самай малтан планламалла. Çулталӑк вӗренме, пурнăçра кирлӗ хăнăхусене лайăхлатма та питӗ меллӗ. 

ТИГР (1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998, 2010, 2022)

Тигрпа Лаша – пӗр шухăшлă чӗрчунсем, çавăнпа хăюллăнах ку çула сирӗн чи ăнăçлисенчен пӗри темелле. 2026 çулта сирӗн таврари çынсене  лидер пулнине ӗнентермелле. Лаша сире харизмӑна, хӗрӳлӗхӗре кăтартма май парать. Кăçал сирӗншӗн юрату – хӗрӳ туйӑм лапамӗ, ӗç – çӗнтерӳ арени пулаççӗ. Çăлтăрсем сире хӑвӑр вӑя ытлашши хакласран асăрхаттараççӗ, çапла туса ытлашши мӑнаçланса кайса хăвăра хăвăр хур тăвасран шикленмелле. Лаша çулӗнче çулçӳреве çӳрени те ăнăçлă. Вăй-хала усăсăр пӗтермелле мар.

КУШАК (1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999, 2011, 2023) 

Сире Лаша хӑвӑртлӑхпа тӗ­рӗслет. Ӗç-пуç ытла та хӑвӑрт пулса иртет, улшӑнусенчен тармалла мар, вӗсене тытса пыма вӗренмелле. Хутшӑнусенче кӗтменлӗхсем пулаççӗ, анчах шăпа пӳрнӗ çынна тӗл пулма та шанӑç пур. Тӗнче хӑвӑртлăхне темӗнле вăйлă ӳстерсен те хăвӑр еккипех пырăр, вăтам хăвăртлăх вăй-хала та упрать. Укçа-тенкӗпе теветкелленме юрамасть çак çул, пысăк тăкаксем умӗн тӗплӗн шутламалла, уйрăмах вак-тӗвеке тимлӗх уйăрмалла. 

АÇТАХА (1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000, 2012, 2024) 

Вутлӑ Лаша çулталӑкӗ Аçтахана ӗмӗтленнине пурнăçлама шанăç кӳрет. Сире пысăка хурса йышӑнаççӗ, çӗнтерӳсем ырă туйăм­сем парнелеççӗ. Лидер пулас пултарулăхăр шăп Лаша çулӗнче «вăранать» тейӗн. Юратура – чун-чӗререн тухакан туйӑмсемпе хӗрӳлӗх хуçаланать. Çывӑх çынсем çинчен манмасан эсир яланах çӳллӗ шайра пулăр, пурте Аçтаха пек вӗçеймеççӗ-çке, çакăншăнах вӗсене шутран кăлармалла мар. Хăвăр вăя ытлашши хаклани те сиенлӗ пулнине асра тытăр.

ÇӖЛЕН (1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001, 2013, 2025) 

Çӗлен Лаша çулӗн кăвар пек хӗрӳлӗхне уйрӑмах çивӗч туять, хăвăртлăхне ăнланса ун таппипе килӗштерсе пыма тăрăшать. Интуици ӳсет, анчах астармăшсем те йышланаççӗ. Эсир шӑплӑха килӗштеререх паратăр пулин те 2026 çулта çын çине тухмалла, çынпа хутшăнмалла, уçă кăмăллă пулмалла. Юратура кӗтменни, шутламанни сиксе тухӗ – пӗтнӗ-иртнӗ тесе шутланă туйăмсем çӗнӗрен чӗрӗлӗç, анчах вӗсем хальхи вăхăтра пулӗç, çӗнӗ тӗнчере. Финанс йышӑнӑвӗсемшӗн ăнăçлă ­çул, уйрӑмах вӗсем виçеллӗ, план­па килӗшсе тăраççӗ пулсан. Карье­рӑра яланхинчен хастартарах ӗçлеме тивӗ. Чи лайӑх канаш – интуицие ытларах шанмалла.

Çулталăк канашӗ

Вутлă Лаша — ирӗклӗх, ӗненӳ, çӗнетӳ палли. Унăн вăйӗ – малалла ăнтăлнинче, унăн вăйсăрлăхӗ – чăтăмсăрлăхӗнче. Вăл çынсенче пурнăçа хӗрӳллӗн юратассине вăратать, нимӗнрен хăрамасăр çунма хушать. 

Тӗп канаш – улшăнусенчен ан хăрăр. Ишӗлекенни, пӗтекенни çӗнни валли вырăн хатӗрлет. Ӗненӗр хăвăра, анчах пуçа çухатса тӗлсӗр ан чупăр – ăçта васканине те манатăр. 

2026 çул чӗресем хăвăртрах тапаççӗ, шухăшсем çиçӗмле хăвăртлăхпа вӗçеççӗ, шăпасем пӗр-пӗринпе çыхăнаççӗ, çыхланаççӗ, калăн такам этемлӗхе вут-çулăмпа çутă хирсемпе хăвалать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп