Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МӖНПУР ЫРРИНЕ АЧА ПӖЧӖКРЕН ĂСА ХЫВАТЬ

Тăван чӗлхе ячӗ-сумӗ çулсерен чакса пынине кашниех туять-тӗр. Шкулсенче ăна вӗрентессине факультатив шайне антарса лартни те унăн хисепне ӳстерме пулăшмасть, паллах. Халӗ район центрӗсемпе хуласенче кăна мар, ялсенче те ачасем мӗн пӗчӗкрен вырăсла çеç пуплеççӗ. Вӗсене чăвашла сăмах хушсассăн е вырăсла хуравлаççӗ, е ним ăнланмасăр кăн-н! пăхса тăраççӗ. Мӗнпур ыррине ывăл-хӗр ача чухне ăса хывать. Хамăр чӗлхене, культурăна упраса хăварасси кашнин тивӗçӗ, çавăнпа шăпăрлансене тăван ăс-хакăлпа паллаштарасси те аслисен тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулмалла. Çакна тӗрлӗ енлӗ пурнăçласа пымалла. Пирӗн паянхи сăмахăмăр Чăваш кӗнеке издательстви çулсеренех ирттерекен «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсен хушшинчи конкурс пирки пулӗ. Ашшӗ-амăшӗпе вӗрентекенсем хавхалантарнипе тăван литературăпа кăсăкланакан, вулама, çырма тата ӳкерме юратакан ача-пăчапа яш-кӗрӗм хаваспах хутшăнать унта. Пултарулăх ăмăртăвӗ çинчен тӗплӗнрех калаçма эпир издательствăн ача-пăча литературин пайне ертсе пыракан редакторӗпе, конкурс йӗркелӳçипе Ольга Федоровăпа тӗл пултăмăр.

Вулăр, çырăр, хутшăнăр!

«Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсен хушшинчи конкурс кăçал 11-мӗш хут иртет. Ӗçсене авăн уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа юпа уйăхӗн 31-мӗшӗччен йышăнаççӗ. Ăмăртăва хутшăнакансем хăйсен вăйне 3 номинацире тӗрӗслесе пăхма пултараççӗ. «Юратнă хайлаври чи интереслӗ самант» темăпа хатӗрленӗ ӳкерчӗк» номинаципе кӗнекери пӗр-пӗр саманта сăнарламалла. Анчах çакна шута илмелле: сăнар портретне çеç калăпланă тата кăларăмсенчен ӳкерсе илнӗ ӗçсене жюри пайташӗсем хак памаççӗ. «Ача хатӗрленӗ чи лайăх кӗнеке» номинаципе ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава (калав, юмах е сăвă) кӗнеке пек калăпласа памалла. Çак ӗçе пурнăçлакансем тӗрлӗ тӗслӗ кăранташсемпе, фломастерсемпе, хут-картонпа усă курма пултараççӗ. Текста алăпа çырмалла, интернетран тупса çыпăçтарнă ӳкерчӗксем пулмалла мар. Тӗпре – ача алли.

Конкурс «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» ятлă пулин те темиçе çул ӗнтӗ «Юратнă кӗнеке çинчен çырнă чи лайăх хаклав» номинаципе ачасемпе яш-кӗрӗм çеç мар, аслисем те хутшăнма пултараççӗ. Ӗçсене чăвашла та, вырăсла та çырма юрать. Чи пӗлтерӗшли – Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ кăларăма вуласа тухнă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла уçса памалла, уйрăмах мӗн тыткăнланă, мӗншӗн çак хайлава суйласа илнӗ, ӗç калăпăшӗ – 1-2 страница. Хаклава хăш кӗнеке тăрăх çырнине, авторне палăртмалла. Аслă ӳсӗмри хутшăнакансен 2019–2022 çулсенче тухнă кӗнекесемпе çеç усă курмалла. Хаклавсене zury-lax@rambler.ru электронлă почтăпа ярса пама юрать. Çырăва ăсатнă чухне «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса» тесе çырмалла.

Ӗçсене çак адреспа йышăнаççӗ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш çурт, Чăваш кӗнеке издательстви, 820-мӗш пӳлӗм. Конкурсăн тулли йӗркипе, заявка хурăмӗпе издательствăн сайтӗнче паллашма пулать.

Иртнине аса илнӗ май

Кирек мӗнле пысăк пулăм та шухăшран тымарланса тухать, пӗчӗк ӗçрен аталанса вăй илет. «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» 2010 çулта «çуралнă». Чӳк уйăхӗн 12-мӗшӗнче Чăваш кӗнеке издательстви хăйӗн 90 çулхи юбилейне паллă тума хатӗрленнӗ. Çак пулăма халалласа директор çумӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан, маркетинг пайӗн ертӳçи Ирина Амосова викторина ирттерме сӗннӗ, ятне те хăйех панă. Ача-пăча литературин редакторӗ Ольга Федорова ӳкерчӗксен конкурсӗ йӗркелесен те аван пулмаллине систернӗ. Çапла вара ачасен вунă ыйтăва хуравламалла пулнă, 11-мӗшӗнче «Манăн юратнă кӗнеке» темăпа кӗске сочинени хайламалла. Ӳкерчӗксене виçӗ номинаципе йышăннă: «Манăн юратнă кӗнеке», «Манăн юратнă сăнар», «Манăн юратнă тавралăх». 

Пӗтӗмӗшле 68 ӗç килнӗ, вӗсенчен иккӗшӗ – Тутарстанран, пӗри – Самар облаçӗнчен. Чи кӗçӗн хутшăнакан 9 çулта пулнă, чи асли – 19-та. Çӗнтерӳçӗсене Чăваш Республикин Журналистсен союзӗн конференц-залӗнче 2010 çулхи чӳк уйăхӗн 3-мӗшӗнче чысланă. 

Малтанхи тапхăрта пӗрре çеç ирттерме палăртнă пултарулăх ăмăртăвне вулакансене килӗшнине, унпа интересленнине кура çулсеренех йӗркелеме йышăннă. 2011 çулта та ачасемпе çамрăксем викторина ыйтăвӗсене хуравланă, сочинени çырнă, ӳкерчӗксем тунă. 347 вӗренекенрен 400 яхăн ӗç килнӗ. Ача сачӗсене çӳрекенсем те хастарлăх кăтартнă. Чи кӗçӗннисем вара икӗ çулта пулнă – Елчӗк районӗнчи Шăмалак ялӗнчи «Ромашка» ача сачӗн шăпăрланӗсем туслă йышпа ӳкерчӗк калăпланă. 2010 çулта кӗнекесенчен ӳкерсе илнӗ тӗслӗхсем тăтăшах тӗл пулнă-тăк хальхинче кун пекки курăнманпа пӗрех. Ачасем хăйсем ăнланнă-туйнă пек сăнарланă, шухăшласа кăларнă. Çӗнтерӳçӗсене Республика кунӗнче, çӗртме уйăхӗн 24-мӗшӗнче, МТВ-центрти пиллӗкмӗш хутра «Регионсем – чикӗсӗр хутшăну» Регионсен хушшинчи XVIII куравра чысланă. Ачасем Валентина Серебряная, Галина Белгалис, Людмила Николаева ача-пăча çыравçисемпе калаçма, вӗсене ыйтусем пама, асăнмалăх сăн ӳкерӗнме пултарнă. Писатель алă пусса парнеленӗ кӗнекеллӗ пулни хăйех мӗн пысăкăш телей! Кун пекки ӗмӗрлӗх асра юлать-çке.

2012 çулта конкурс хăйӗн форматне кăштах улăштарнă – икӗ тӗп номинаци юлнă: сочинени е калав тата юратнă кӗнеке тăрăх тунă ӳкерчӗк. Пӗтӗмӗшле 88 проза хайлавӗ (вӗсенчен пӗри – Тутарстанран) тата 200 яхăн ӳкерчӗк килнӗ. Çӗнтерӳçӗсене Чăваш чӗлхи кунне халалланă уявра Чăваш наци библиотекинче саламланă.

«2012 çулхи сочиненисенчен чылайăшне чăвашла хайланăччӗ. Юлашки çулсенче вара ачасенчен питӗ сахал çыру ӗçӗ килет – тăваттă-пиллӗк е унтан та сахалрах. Вӗсем те пулин вырăсла. Хăш-пӗр ӳсӗмпе пӗр ӗç илни те пулать. Паллах, ун пек чухне çӗнтерӳçе палăртма çук. Кӗнеке пирки çырнă чухне тăтăшах содержани каласа кăтартасси çине кӗрсе каяççӗ, тарăн шухăшлани, тишкерни, тӗпчени, танлаштарни курăнсах каймасть. Ку пире питӗ кулянтарать. Кӗнекесем кичем пулнипе мар, вӗсен тимлӗхне урăх кăсăкланусем туртса илнипе çыхăннă çак пулăм. Вӗренекенсем хăйсен шухăшне уçăмлăн та туллин пӗлтерейми пулса пыраççӗ», – пăшăрханса сăмахлать Ольга Леонидовна.

Аталану çул-йӗрӗпе

2014 çултанпа конкурс çӗнӗ номинацисемпе пуянланнă: «Вулама сӗнетӗп!» темăпа чи лайăх буклет, плакат, календарь, открытка, листовка; ача хатӗрленӗ чи лайăх кӗнеке; «Кӗнеке – пирӗн çемьен чи лайăх тусӗ» темăпа çырнă чи лайăх эссе. Кашнинпех чылай ӗç килнӗ. Хутшăнакансен географийӗ çулсеренех сарăлса пырать: Чăваш Енри районсемсӗр пуçне Тутарстан, Пушкăртстан, Буряти республикисем, Ульяновск, Самар облаçӗсем, Мускавпа Белгород хулисем хастар. 2014 çултанпа чыслав мероприятийӗсем Чăваш Республикин ача-пăча тата çамрăксен библиотекинче иртеççӗ. Вулавăш ӗçченӗсем пулăшнипе чăн-чăн кӗнеке уявне çаврăнать конкурс пӗтӗмлетӗвӗ. Юрă-ташă номерӗсем, писательсемпе ӳнерçӗсен саламӗсем савăк кăмăл парнелеççӗ, асра юлаççӗ. Ачасем унччен хăйсен юратнă çыравçисен хайлавӗсене вуланă кăна пулсан халӗ авторӗсене курма пултараççӗ. Чӗрӗ поэт-прозаикпа калаçнине мӗн çиттӗр-ха?

Вăхăт кăтартса панă тăрăх, хутшăнакансем кăларăмсем тăрăх ӳкерме тата хăйсем тӗллӗн кӗнеке хатӗрлеме юратаççӗ. Мӗнле кăна капăр ӗç килмест пулӗ издательствăна! Тӗрлӗ вăхăтра ачасем тӗрленӗ, касса çыпăçтарнă кӗнекесем те хатӗрленӗ. Хăйсемех юмах çыраççӗ, сăвă шăрçалаççӗ, художник пулса ӳкереççӗ… Хаклав çырма вара аслăрах ӳсӗмрисем кăмăллаççӗ. Çавна шута хурса 2018 çултанпа «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс ятне улăштармасăрах çитӗннисене те пӗр номинаципе хутшăнма йыхравларӗ – аслисем хăйсене килӗшнӗ кăларăм тăрăх хаклав çырма пултараççӗ. Кунта чылай чухне вӗрентекенсемпе библиотекарьсем хастарлăхпа палăрса тăраççӗ.

Конкурса килекен ӗçсене издательство ӗçченӗсем – литература редакторӗсем, художниксем, техникăпа ӳнер редакторӗсем, корректорсем, маркетинг пайӗн ӗçченӗсем – хаклаççӗ, тӗрлӗ енлӗн тишкереççӗ. Чи нумай сасă пухнисем çӗнтерӳçӗ пулса тăраççӗ, мӗнпур хутшăнакан электронлă сертификата тивӗçет.

 

Чи çывăх та 

шанчăклă юлташ

 

Ачасен ӗçӗсемпе паллашма уйрăмах кăмăллă. Акă Тутарстанри Пăва районне кӗрекен Рункă шкулӗнче ăс пухакан 11 çулти Арина Судакова Куçма Чулкаçăн «Сунарçă халапӗсем» кӗнекине вуласа тухнă хыççăн çуралнă шухăшӗсене çырса пӗлтернӗ: «Лапшу Çтаппанӗ каласа панă кашни юмахах тыткăна илет, ăш хытиччен култарать. Уйрăмах мана унăн «Пӗр упашăнах виçӗ талăк йывăç тăрринче çывăртăм» халапӗ кăмăла кайрӗ. Чи малтанах вăл хăй Ямаш вăрманӗнче упа тытни пирки мухтанса каласа парать. 15 çултах иккен вăл 12 пăтлă упа тытса хӗл каçичченех ун какайне çисе пурăнать. Виç-тăватă çултах çак вăрманти пур упана та тытса пӗтерсе Çӗпӗре çул тытать…

Нимӗнле хăрушлăх умӗнче те хăраса ӳкмен çак çын мана чăннипех те килӗшрӗ. Кӗнеке авторӗ ăна хăй те питӗ килӗштерет пулас. Ахальтен мар вăл унăн мыскарисенчен ăшшăн тăрăхлать, вулакансене чӗлхе пуянлăхне туйса илме пулăшать. Яка та илемлӗ чӗлхепе çырнăскер, мӗнле çăмăллăн вуланать ку кӗнеке. Юлашкинчен манăн çакна калас килет. Кӗнеке маншăн – чи çывăх та шанчăклă юлташ. Эпӗ ăна яланах тирпейлӗ тытăп. Çыравçăсен çӗнӗ кӗнекисемпе хаваспах паллашăп. Чăваш кӗнеке издательствинче вăй хуракансене ырлăх-сывлăх, телей сунатăп».

Çултан-çул ачасем кăмăллакан сюжетсен шутне уйăх çине тарнă хӗре, карчăкпа старик килӗнче ташлакан тилле асăнмалла. Нарспие сăнарлама та юратаççӗ вӗренекенсем. Шел те, хăшӗ-пӗри Петр Сизовăн Нарспине калăпласа илнипех çырлахать. Çын ӗçӗпе усă курма юраманнине темшӗн манаççӗ тепӗр чухне. Конкурс йӗркелӳçисене уйрăмах килӗшнӗ ăнăçлă ӳкерчӗксем, чаплă ӳнерçӗсен картинисем пек, издательствăри пӳлӗмсенче çакăнса тăраççӗ.

«Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсен хушшинчи конкурсăн ӗмӗрӗ вăрăм пуласса шанас килет. Писательсемпе издательсем ачасене мӗн пӗчӗкрен вулавпа туслаштарас, тăван чӗлхене аталантарас тесе ырми-канми тăрăшаççӗ-çке.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс