News by date 16 October 2022
-
МОБИЛИЗАЦИПЕ ЫЙТУСЕМ ПУЛСАН
Тулли мар мобилизаципе çыхăннă ыйтусем пулсан «Объясняем.РФ» портала кӗмеллине пӗлтерет РФ Цифра аталанăвӗн, çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерствин сайчӗ.
-
НАЛУК ТӲЛЕССИ ÇĂМĂЛЛАНЧӖ
Раççей çыннисем эпир çулсерен кӗркунне виçӗ тӗрлӗ налук тӳлетпӗр: куçман пурлăхшăн (хваттерпе харпăр çуртран пуçласа гараж, вӗçленмен строительство объекчӗ таран); транспорт хатӗрӗсемшӗн (автомобильпе мотоциклран пуçласа моторлă кимӗпе харпăр самолет таран); çӗршӗн (пахчаран пуçласа çурт ларакан лаптăк таран).
-
МӖНПУР ЫРРИНЕ АЧА ПӖЧӖКРЕН ĂСА ХЫВАТЬ
Тăван чӗлхе ячӗ-сумӗ çулсерен чакса пынине кашниех туять-тӗр. Шкулсенче ăна вӗрентессине факультатив шайне антарса лартни те унăн хисепне ӳстерме пулăшмасть, паллах. Халӗ район центрӗсемпе хуласенче кăна мар, ялсенче те ачасем мӗн пӗчӗкрен вырăсла çеç пуплеççӗ. Вӗсене чăвашла сăмах хушсассăн е вырăсла хуравлаççӗ, е ним ăнланмасăр кăн-н! пăхса тăраççӗ. Мӗнпур ыррине ывăл-хӗр ача чухне ăса хывать. Хамăр чӗлхене, культурăна упраса хăварасси кашнин тивӗçӗ, çавăнпа шăпăрлансене тăван ăс-хакăлпа паллаштарасси те аслисен тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулмалла. Çакна тӗрлӗ енлӗ пурнăçласа пымалла. Пирӗн паянхи сăмахăмăр Чăваш кӗнеке издательстви çулсеренех ирттерекен «Чăваш кӗнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсен хушшинчи конкурс пирки пулӗ. Ашшӗ-амăшӗпе вӗрентекенсем хавхалантарнипе тăван литературăпа кăсăкланакан, вулама, çырма тата ӳкерме юратакан ача-пăчапа яш-кӗрӗм хаваспах хутшăнать унта. Пултарулăх ăмăртăвӗ çинчен тӗплӗнрех калаçма эпир издательствăн ача-пăча литературин пайне ертсе пыракан редакторӗпе, конкурс йӗркелӳçипе Ольга Федоровăпа тӗл пултăмăр.