Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

НАЛУК ТӲЛЕССИ ÇĂМĂЛЛАНЧӖ

Раççей çыннисем эпир çулсерен кӗркунне виçӗ тӗрлӗ налук тӳлетпӗр: куçман пурлăхшăн (хваттерпе харпăр çуртран пуçласа гараж, вӗçленмен строительство объекчӗ таран); транспорт хатӗрӗсемшӗн (автомобильпе мотоциклран пуçласа моторлă кимӗпе харпăр самолет таран); çӗршӗн (пахчаран пуçласа çурт ларакан лаптăк таран).

Ан манăр, эпир кăçалхишӗн мар, 2021 çулшăн налук тӳлетпӗр. Калăпăр, 2022 çулта çурт-йӗр, хваттер, çӗр е автомобиль туяннă-тăк, вӗсемшӗн 2023 çулта кăна налук килет. Енчен те налук хурăннă пурлăха 2021 çулта сутнă пулсан, уншăн налук кăçал тӳлемелле. Харпăрлăхпа пурлăх пуррисем, çăмăллăхпа усă куракансемсӗр пуçне, пурте налук тӳлеççӗ.

Çăмăллăхсем кама пăхăннă?

– Пенсионерсене çуртшăн е хваттершӗн налук тӳлеттермеççӗ. Енчен те иккӗ е ытларах куçман пурлăх (çурт е хваттер) пулсан налук уведомленийӗ чи пӗчӗккишӗн кăна килет.

– Нумай ачаллă çемьесене тата пенси çулне çитнисене çӗрӗн 6 сотăйӗшӗн налук тӳлеттермеççӗ.

Транспорт налукӗ 

Транспорт хăватне шута илсе регион влаçӗ палăртать. Çавăнпа РФ Налук кодексӗн 361-мӗш статйин 1-мӗш пайӗнче кăтартнă тӗп ставкăран пысăкрах та, пӗчӗкрех те пулма пултарать вăл.

Хăçанччен тӳлесе 

ӗлкӗрмелле?

2022 çулта налук тӳлемелли срок 2021 çулти пекех. РФ Налук кодексӗн 409-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, налука декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлесе ӗлкӗрмелле. Енчен те декабрӗн 1-мӗшӗ канмалли куна лексен (2018 тата 2019 çулсенчи пек) тӳлемелли юлашки куна тунтикуна куçараççӗ. Кăçал декабрӗн 1-мӗшӗ кӗçнерникуна лекнӗрен нимӗнле улшăнусем те пулмаççӗ. Çавăнпа налуксене декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлесе ӗлкӗрмелле.

Мӗн чухлӗ?

Куçман пурлăхшăн, çӗршӗн е транспортшăн мӗн чухлӗ тӳлемеллине (хваттер, çурт-йӗр е гараж суммин 0,1 проценчӗ чухлӗ, объект 300 миллион тенкӗрен хаклăрах пулсан 0,5 процент. Ку ставкăна тӗпе хурса кашни регион налук суммине чакарма та, ӳстерме те пултарать) налук органӗ яракан уведомленире кăтартаççӗ. Вăл почтăпа хут çырупа е nalog.ru сайтри «харпăр кабинета» электронлă çырупа килет.

Уведомлени почтăпа камсене килмест?

1. Налукран хăтаракан çăмăллăхсем пулсан.

2. Налуксен сумми 100 тенкӗрен пӗчӗкрех пулсан.

3. Раççей ФНС интернет-сервисӗнче «харпăр кабинет» пуррисем уведомление хут çыру яма ыйтса çырман пулсан.

Уведомленире йăнăш  кайнă пулсан?

Уведомленире пурлăх е хуçи çинчен информаци тӗрӗс мар-тăк, ăна налук инспекцине кайса е «харпăр кабинетра», е Раççей ФНСӗн «Обратиться в ФНС» интернет-сервисне электронлă çыру ярса тӳрлетмелле. 

Килтен тухмасăрах 

Çӗршывăн мӗнпур сфери цифровизаци çине куçса пынăран çӗнӗ технологисем çӗнӗ майсем уçаççӗ. Пурлăх налукне тӳлесси те акă çăмăлланчӗ. 

– Пурнăçра тӗрли пулать, темиçе çул каялла хулара чиперех пурăннă çӗртен çемьене пăрахса вăхăтлăха яла куçса кайма тиврӗ. Ватă анне хытă чирлесе ӳкрӗ. Закона пăхăнса пурăнаканскер, пӗр çул та налук тӳлемесӗр юлман эпӗ. Юлашки куна хăварасси те йăлара мар ман. Хулара ку енӗпе йывăрлăх çук, налук инспекцине е банка ӗç хыççăн та кӗрсе тухма пулать вӗт. Ялта вара йывăрлăха кӗрсе ӳкрӗм. Пӗрремӗшӗнчен, налук тӳлеме район центрнех каймалла. Автобус çӳременрен çула тухасси çав тери чăрмавлă. Иккӗмӗшӗнчен, чирлӗ аннене пӗччен хăварма çук. Юрать-ха, ачасем налука килтен тухмасăрах, онлайн мелӗпе тӳлеме пулнине ăнлантарчӗç, телефон çине «Налоги ФЛ» мобильлӗ приложени лартса пачӗç. Чăнах та меллӗ иккен ку! Килтен тухмасăрах налук ыйтăвӗпе çыхăннă мӗнпур информацие пӗлсе тăнисӗр пуçне налука самантрах тӳлесе яратăп. Ватă аннем çут тӗнчере çук ӗнтӗ халӗ, эпӗ хулана таврăнтăм. Апла пулсан та налук инспекцийӗ, банксем тăрăх çӳресе вăхăт ирттерес килмест, онлайн мелне хăнăхнăран телефонранах тӳлетӗп, – тет Хусанта пурăнакан Людмила Колбасова çӗнӗ технологисен лайăх енне палăртса.

 

«Харпăр кабинета»  мӗнле кӗмелле?

 Налуксене онлайн майпа тӳлени меллӗ, налук инспекцине кайса вăхăт ирттересси çук. Налога çаплах телефонри «Налоги ФЛ» мобильлӗ приложени урлă «харпăр кабинета» е патшалăх услугисен порталне кӗрсе хăвăршăн кăна мар, çемьери ытти çынсемшӗн те тӳлеме пулать.

1.Патшалăх услугисен порталӗнче, МФЦсенче.

2. Налук инспекцине кайса пароль илмелле. Анчах ку пароль вăхăтлăха кăна, каярах ăна улăштармалла. Ачан «харпăр кабинетне» кӗмелли пароле  ашшӗ-амăшӗ е саккунлă опекунӗ илмелле. 

3. Квалификациллӗ электронлă алă пусни (КЭП), ăна РФ Цифра аталанăвӗн министерствинче аккредитаци иртнӗ ятарлă центрсенче параççӗ. Кунта хăвăрпа паспорт пулмалла. КЭПа жесткий дискра та, USB-накопительте те упрама юрать. 

Кунсăр пуçне налук çинчен хыпара электронлă майпа илсе тăма та пулать. Кун валли налук инспекцине кайса е Раççей ФНСӗн сайтӗнчи «харпăр кабинетра» заявлени çырмалла.

Кун хыççăн налук служби кашни кварталта налук парăмӗсем пурри çинчен смс е электронлă çыру ярса тăрать. Енчен те парăмсем чăнах та пулсан, çырура кăтартнă ссылкăпа Раççей ФНСӗн сайтне кӗрсе çийӗнчех тӗрӗслеме пулать.

Куçман пурлăхшăн, транспортпа çӗр налукӗсемшӗн тӳлемелли уведомлени ноябрӗн 1-мӗшӗччен почтăпа та, электронлă майпа та килмерӗ-тӗк, налук инспекцине каймалла е «харпăр кабинетра», е Раççей ФНС интернет-сервисӗнче çырса ямалла.

 Ирина КУЗЬМИНА.

В. Александрова сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: налог