Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗмӗрӗпех яваплă ӗçре

Кӗçӗн Аксу чăвашӗн, вӗрентӳ ветеранӗн Николай Михайлович Кузьминăн йышлă наградисем çумне нумай пулмасть тепри хушăнчӗ. Çӗпрел район аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн ăна районăн 90 çулхи юбилейӗн медалӗпе чысларӗç. Ӗмӗрне яваплă ӗçсенче ӗçлесе ирттернӗскер, чăнах та районшăн сахал мар тăрăшнă вăл.

Николай Михайлович 1954 çулхи. Вăтам пӗлӳ илмешкӗн виçӗ шкулта вӗренме тивнӗ. Ун чух хальхи пек кашни ялтах пысăк шкулсем пулман, ача шучӗ те хальхипе танлашман. Çапла Николай Кузьмин 1– 4 классене Кӗçӗн Аксури пуçламăш шкулта, 5 – 8 классене Кивӗ Чакă,  9–10 классене Анат Чакă шкулӗсенче вӗреннӗ.  

Алла аттестат илсен тепӗр çур çултан, 1973 çулхи май уйăхӗнче, салтак ретне тăнă. Вăл вăхăтра салтака кайни калама çук сумлă шутланнă çул çитнӗ каччăшăн. Николай Кузьмин службăна Германире иртет. Ратенов хулинче икӗ çул водитель-транспортник пулать. Çар тивӗçне тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланăшăн ун чухнех «Гварди» тата «Совет çарӗн отличникӗ» кăкăр çине çакмалли паллăсене тивӗçет.

Салтакран таврăнсан телей шыраса тăван тăрăхран тухса каймасть. Колхозрах ГАЗ-52 машинăпа ӗçлеме тытăнать. Çав вăхăтрах Хусанти педагогика институчӗн историпе обществознани факультетне куçăн мар майпа вӗренме кӗрет. Пултаруллă çамрăка малтан Фрунзе ячӗллӗ колхозăн комсомол секретарьне суйлаççӗ, 1980 çулта Анат Чакăри ял Совечӗн Ӗçтăвкомӗн председателӗн ӗçне шанаççӗ. Темиçе хутчен те ял Совечӗн депутатне суйланнă вăл. Тăрăшуллă ӗçшӗн çамрăк специалиста район Ӗçтăвкомӗн, парти комитечӗн Хисеп хучӗсемпе, асăнмалăх парнесем парса пӗрре мар чысланă.

1983 çулта Николай Михайловича Фрунзе ячӗллӗ колхозăн парти комитечӗн секретарьне лартаççӗ. «Вăл вăхăтра пирӗн колхоз сӗт сăвассипе, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессипе районта малта пыратчӗ», – аса илет çав вăхăтсене вăл. 

Çӗршывшăн йывăр çулсенче каллех Анат Чакă ял канашӗн пуçлăхӗ пулма тивет унăн. Кунта 1995 çулччен тăрăшать. Малалла хăй профессийӗпе ӗçлемешкӗн Анат Чакăри шкула куçать. Ачасене икӗ çул историпе  обществознани вӗрентнӗ хыççăн опытлă ертӳçе шкул директорне лартаççӗ. Пилӗк çул пурнăçлать вăл çак тивӗçе. 

Николай Михайлович пӗрремӗш категориллӗ педагог, ачасене историпе обществознани предмечӗсене вӗрентнӗ вăхăтрах шкулти таврапӗлӳ музейне те ертсе пынă. Шкул ӗçне вăл пӗлтӗр кăна пăрахнă-ха, апла пулин те чун киленӗвне малаллах тăсать-ха.  Акă ӗнтӗ темиçе çул тăван Кӗçӗн Аксу ялӗн историне тӗпчет. Пысăк ӗмӗчӗ те пур, тăван ял историйӗн кӗнекине кăларасшăн. Пушă вăхăт тупăнсанах кӗнекине çырма ларать халӗ.  

Николай Михайлович ăçта ӗçлесен те мăшăрӗ Тамара Владимировна ăна тӗрев панă, кӗнеке кăларас шухăша та акă икӗ ывăлӗпе тата хӗрӗпе пӗрле ырлать, май çитнӗ таран пулăшма тăрăшать. Сăмах май, хӗрӗ Татьяна Хусанта тӗп архивра ӗçлет. Апла-тăк, истори докуменчӗсене тупассипе йывăрлăх çук. 

Николай Михайлович ноябрӗн 10-мӗшӗнче 70 çул тултарать. Кӗрекене çемйи, ывăлӗсемпе хӗрӗ, кинӗсемпе кӗрӳшӗ, 6 мăнукӗ, çывăх тăванӗсем тата ӗçтешӗсем пухăнаççӗ. Хисеплӗ ентеше эпир çирӗп сывлăх, вăрăм кун-çул, пултарулăхра ăнăçу сунатпăр. 
 
Ирина НИКОЛАЕВА.
Кузьминсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана