News by date 10 November 2024
-
Асăрханăр, улталаççӗ
Çурт-йӗр, çӗр налукӗсене тӳлеме вăхăт çитнипе усă курса çынсене улталанă тӗслӗхсем республикăра йышланнă. Шулӗксем налук инспекцийӗн ятӗнчен граждансен электронлă почтине налук парăмне васкаса тӳлеме хушса çыру яраççӗ. Унсăрăн шута тата пурлăха арестлеççӗ-мӗн. ТР ШӖМӗ налук инспекцийӗ кун йышши çырусене нихăçан та электронлă почтăпа яманнине аса илтерет.
-
Сбербанк чăвашла калаçать
Чăваш чӗлхине интернета кӗртес ӗç ӗнер-паян кăна пуçланман. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн компьютер технологийӗсен кафедри, тӗслӗхрен, Раççейӗн фундаменталлă тӗпчевӗсен фончӗ пулăшнипе 2003 çултах чăвашла-вырăсла машина куçарăвӗ валли компьютер программине хатӗрлеме тытăннă.
-
Ӗмӗрӗпех яваплă ӗçре
Кӗçӗн Аксу чăвашӗн, вӗрентӳ ветеранӗн Николай Михайлович Кузьминăн йышлă наградисем çумне нумай пулмасть тепри хушăнчӗ. Çӗпрел район аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗшӗн ăна районăн 90 çулхи юбилейӗн медалӗпе чысларӗç. Ӗмӗрне яваплă ӗçсенче ӗçлесе ирттернӗскер, чăнах та районшăн сахал мар тăрăшнă вăл.