Асăрханăр, улталаççӗ
Çурт-йӗр, çӗр налукӗсене тӳлеме вăхăт çитнипе усă курса çынсене улталанă тӗслӗхсем республикăра йышланнă. Шулӗксем налук инспекцийӗн ятӗнчен граждансен электронлă почтине налук парăмне васкаса тӳлеме хушса çыру яраççӗ. Унсăрăн шута тата пурлăха арестлеççӗ-мӗн. ТР ШӖМӗ налук инспекцийӗ кун йышши çырусене нихăçан та электронлă почтăпа яманнине аса илтерет.
Банк карттин даннăйӗсене, уйрăмах вăрттăн кода нихăçан та, никама та калама юраманнине пурте пӗлетпӗр пек ӗнтӗ, анчах тимлӗхе çухататпăр. Çырчаллинче пурăнакан 30-ти хӗрарăм та акă, электронлă почтăна килнӗ «налук инспекцийӗн» çырăвӗнчи ссылка çине пуснă.
Патшалăх услугисен порталӗнчи евӗрех страница уçăлсан çыру адресачӗ вуçех те шиклентермен ăна. «Тӳлев» тесе тухнă йӗрке çине пӗр шутламасăрах хăйӗн банк карттин реквизичӗсене, вăрттăн кода çырнă. Банк карттинчи укçи налук организацине мар, уйрăм çын шучӗ çине куçнине курсан тин хăй мӗнле йăнăш тунине ăнланнă вăл. Тӳрех полицие кайнă. Çак факт енӗпе РФ Уголовнăй кодексӗн 159-мӗш статйипе уголовнăй ӗç пуçарнă. Унпа килӗшӳллӗн, кун пек преступленишӗн икӗ çула ирӗкрен хăтараççӗ.
Шулӗксен çакăн евӗр ултавне çакланас мар тесен, ТР ШӖМӗ çапла асăрхаттарать:
– Федераллă налук служби (ФНС) налук тӳлемелли уведомление электронлă майпа «Налук тӳлекенӗн харпăр кабинетне» е почта çыхăнăвӗ урлă хут çырупа кăна ярать. Электронлă почтăна вара гражданин ведомствăна, урăхла каласан Раççей налук службин официаллă сайтӗнче электронлă почтăн адресне кăтартса хăй ыйтса çырнă пулсан кăна ярать.
– Налук органӗсем кама çыру янине лайăх пӗлеççӗ, çавăнпа налук тӳлекенӗн ячӗпе тата ашшӗ ячӗпе чӗнсе çыраççӗ.
– Налук органӗ çырура яланах хăйӗн официаллă адресне палăртать. Тӗслӗхрен, @tax.gov.ru е @nalog.ru. Çавăнпа icloud евӗр адресӗсем ведомствăн çук.
– Хут çырусене те налук органӗ ахальлипе мар, заказлипе кăна ярать.
– Енчен те электронлă почтăна «налук парăмӗ» пур текен иккӗленӳллӗ çырусем килчӗç-тӗк, вӗсене вуçех ан уçăр е уçсан та нимӗнле ссылка тăрăх та ан кӗрӗр. Мӗншӗн тесен ссылка çине пуссанах вируслă файл уçласа илетӗр. Ун тăрăх шулӗксем гражданинăн персональнăй даннăйӗсене, банк карттин реквизичӗсене илеççӗ.
– Суя парăмсене хăвăр тӗллӗн ан тӳлӗр, банк карттин реквизичӗсене ан çырăр.
– Налука çак мелсемпе кăна тӳлемелле: 1. Патшалăх услугисен порталӗ урлă. 2. Банка кайса.
– Налук пуррипе çуккине патшалăх услугисен порталӗнче, Раççей Федераллă налук службин официаллă сайтӗнчи харпăр кабинетра («Личный кабинет физического лица») е «Налоги РФ» мобильлӗ приложенире кӗрсе пӗлме пулать. Кунсăр пуçне телефон çинех хыпар килсе тăракан СМС- пӗлтерӳ услугипе усă курма юрать. Кун валли налук инспекцине каймалла е «Налук тӳлекенӗн харпăр кабинетӗнче» заявлени çырмалла. СМС кун пек чух налук парăмӗ пур пулсан кăна килсе тăрать.
ТР ШӖМӗн пресс-службин хыпарӗ тăрăх Ирина НИКОЛАЕВА хатӗрленӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев